Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра Федоровсен чӑваш тӗрриллӗ картишӗ
Федоровсен чӑваш тӗрриллӗ картишӗ

Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинче тӗлӗнмелле ӑста ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Леонид Федоровичпа Анна Федоровна Федоровсем пластик кӗленче хупӑлчисенчен таврара ҫук картиш ӑсталанӑ.

Ӗҫне пӗр кунта туса пӑрахман-ха вӗсем. Ун валли 5 ҫул иртнӗ. Ӗҫӗ валли мар. Пухма. Ара, пӗчӗк кӑна хупӑлчана карта тытмалӑх (е капӑрлатмалӑх тесен тӗрӗсрех-ши?) пуҫтар-ха! Тата чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑша хывассишӗн те нумай вӑхӑт уйӑрнӑ кил хуҫи, вулавӑшри кӗнекесене шӗкӗлченӗ, тӗнче тетелӗнчи материалсене вуланӑ. Тӑрӑшни харама кайман. Паян Федровсен чӑваш тӗрриллӗ картишне пӑхса такам тӗлӗнӗ.

Сӑнсем (12)

 

Культура

Ӗнер, ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекен хӑтлавӗ тата «Чӑваш ачи, сасуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернисене чысласси пулчӗ.

Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑлараканӗ Николай Плотников, редакторӗ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вӗрентекенсем те — тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни автора эпир тин ҫеҫ тухнӑ кӗнекене парнелерӗмӗр.

«Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене темиҫе парне кӗтрӗ — паллӑ сӑвӑҫсен сӑнӗсем (вӗсене чӑваш чӗлхипе литературин класӗнче ҫакма меллӗ тесе шутларӑмӑр) тата Чӑваш халӑх сайчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесенчен пӗри. Паллах, Хисеп хучӗсемпе тивӗҫтермесӗр пултараймарӑмӑр. Уява уйрӑмах сӑвӑ калакансем илем кӳчӗҫ — пӗчӗккисем те аслӑрах класрисем те.

Юрӑ-ташӑпа вара Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗ.

 

Сывлӑх Республикӑри кардиологи диспансерӗ
Республикӑри кардиологи диспансерӗ

«Республикӑри кардиодиспансера консультацие лекес тесен мӗншӗн икӗ уйӑх ытла кӗттереҫҫӗ?» Ҫапла кӑсӑкланнӑ Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Венера Иванова. Аплах пулсан ыйтӑвӗ, тӗрӗссипе, уншӑн кӑна ҫивӗч марри паллӑ ӗнтӗ. Ара, камӑн ҫавӑн чухлӗ кӗтес килтӗр!

Хӗрарӑмӑн ыйтӑвӗ пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви ятарлӑ хутсемпе ҫыхӑнтарса специализациленӗ медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ кӳмелли вӑхӑт 10 кунтан иртмелле мар тесе пӗлтерет.

Республикӑри кардиологи центрне черет вӑрӑммине ведомство темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. Ҫав шутра ҫынсем унта хӑйсем тӗллӗн кайма шут тытни те пур. Иккӗмӗш йывӑрлӑх кардиолог тухтӑрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ черете ҫырӑннӑ пациентсен 30 проценчӗ палӑртнӑ вӑхӑта йышӑнӑва пымасть имӗш.

Медицина пулӑшӑвӗ парас йӗрке пӑхӑнмасан асӑннӑ диспансерӑн тӗп врачӗн ҫумӗпе Ольга Геннадьевна Пульхеровскаяпа ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 62-01-91 номерпе ҫыхӑнма сӗннӗ.

 

Вӗренӳ

Улатӑрти А.Н.Крылов академик ячӗллӗ 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑранӑ. Ҫак кун выпускниксем патне ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева килнӗ. Сумлӑ ҫак уява Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин та хутшӑннӑ.

11-мӗш класран вӗренсе тухакансем тата ытти классем уяв программине пуян хатӗрленӗ. Надежда Викторовна анлӑ ҫул ҫине тухакан яш-хӗре экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма, пулас профессие тӗрӗс суйлама суннӑ. Министр халӗ ытларах рабочи профессийӗсем кирлине, вӗсен сумӗ ӳснине палӑртнӑ.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци музейне паллӑ поэт, ача-пӑча юррисен сӑввисен авторӗ Юрий Энтин ҫитсе курнӑ.

Юрий Энтин сӑввисемпе сахал мар ӑру ҫитӗннӗ. «Бу-ра-ти-но», «Крылатые качели» юрӑсене паянхи кун та шӑрантараҫҫӗ. Юрий Энтин Чӑваш Ене мӗнле сӑлтавпа килнӗ-ха? Вӑл ачасен ӳнер пултарулӑхӗн «Чӑваш Ен ахахӗсем» фестиваль конкурсӑн гала-концертне килнӗ. Ҫак конкурс республикӑра 2000 ҫулта Шупашкар районӗнче старт илнӗ.

Юрий Энтин ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата унӑн ҫумӗпе Татьяна Казаковӑпа музей экспозицийӗпе паллашнӑ, чӑваш тӗррине хакланӑ

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансене Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлеме тата вӗренме ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ маршрут уҫнине пӗлтерет.

337-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ урамне ҫӳрӗ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: «Ҫӗнӗ Лапсар–ССК–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–Газопровод–МТВ-Центр–Хулаҫум вокзал–Николаев урамӗ–Вырӑс драма театрӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Шупашкар трикотажӗ–Энергозапчасть–Гремячево–Эверест–Типҫырма–19-мӗш шкул–Интернационалистсен урамӗ–«Турист» лавкка–Ельниково–Хӗвелтухӑҫ урамӗ».

Каялла Лапсара килнӗ чух вӑл ҫапла маршрутпа ҫул тытӗ: «Хӗвелтухӑҫ урамӗ–Советски урамӗ–«Дубрава» лавкка–Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ–19-мӗш шкул–Типҫырма–Эверест–Гремячево–Энергозапчасть–Шупашкар трикотажӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Вырӑс драма театрӗ–Николаев урамӗ–Хулаҫум вокзалӗ–МТВ-Центр–Газопровод–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–ССК–Ҫӗнӗ Лапсар».

 

Культура Валери Туркай сӑввипе лартнӑ сценка
Валери Туркай сӑввипе лартнӑ сценка

Ҫӗрпӳ районӗнче вулавӑшра ӗҫлекенсем валли семинар ирттернӗ. Мероприятие «Манӑн професси — библиотекарь» ятпа пултаулӑх пуҫарӑвӗн кунӗ евӗр йӗркеленӗ. Ӑна районта иртекен «Тӑван ен — Раҫҫейӗн тумламӗ» конкурспа ҫыхӑнтарнӑ. Конкурсӑн номинацийӗсенчен пӗри автор куравӗ пулнине шута илсе унта Апаккасси тата Виҫикасси вулавӑшра ӗҫлекенсем куравсем тӑратнӑ.

Апаккассинчи вулавӑш библиотекарӗ Алевтина Иванова «Сӑввӑмсем — ман ҫунатӑмсем» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Унта чӑваш поэчӗсен сӑввисен пуххисем вырӑн тупнӑ.

Курава Алевтина Иванова «Ҫулталӑк кӗнеки» литература конкурсӗн лауреачӗсене тӑратнӑ. Курава тӗрленӗ сӑмса тутрисем те пуянлатнӑ. Валерий Туркайӑн виҫӗ карчӑк юмахласа ларни ҫинчен ҫырнӑ сӑввипе лартнӑ сценка та пухӑннисене килӗшнӗ. Порфирий Афанасьевӑн «Ҫынна ырӑ ту» сӑввине вулавӑшран татӑлма пӗлмен Ганна Андреева вуласа панӑ. Светлана Асамат тата Альбина Юрату ҫырнӑ сӑвӑсене Алевтина Иванова библиотекарь хӑй вуланӑ.

Малалла...

 

Культура Музейри куравсенчен пӗрин вӑхӑтӗнче
Музейри куравсенчен пӗрин вӑхӑтӗнче

Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнчи В.Г.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗ 35 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ мероприятие район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, хӗрлӗчутайсен Шупашкарти «Чавал» ентешлӗх председателӗ Александр Самылкин, ветерансен юхӑмӗн активисчӗсем, вӗрентекенсем, шкул ачисем тата ыттисем пухӑннӑ.

Музей ертӳҫи Елена Чемалинова учрежденире экскурси ирттернӗ. Музейра паянхи куна пилӗк пине яхӑн экспонат упранать иккен. Музей ӗҫ-хӗлӗнче Валерьян Толстов-Атнарский учителӗн, таврапӗлӳҫӗн тӳпи ҫав тери пысӑк теҫҫӗ.

Районӑн культура еткерлӗхне упрас тата музей ӗҫне аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлекенсем чыслава тивӗҫнӗ. Николай Стафик, Васса Столярова, Геннадий Ухлинов райадминистрацин Хисеп хучӗсене, Владимир Немешкин, Юрий Егоров, Валерий Орлов район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче районти ачасен пултарулӑх шкулӗн вӗренекенӗсем тата культурӑпа кану центрӗн ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх Ҫак ӳкерчӗк авторне те ачасен пӗлмелле пулнӑ
Ҫак ӳкерчӗк авторне те ачасен пӗлмелле пулнӑ

Нумаях пулмасть Красноармейски шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекен В.М. Михайловпа З.П. Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М. Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ йӗркеленипе «Улӑп — 2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ-конкурсӗ иртнӗ.

Ӑна харӑсах темиҫе датӑна: чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине — халалланӑ.

Конкурса пурӗ 70 ытла ача заявка панӑ. Вӑйӑ-конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Елчӗк районӗнчен те 4 ача хутшӑннӑ. Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкултан, сӑмахран, 10-мӗш класри Любовь Мышкина, 5-мӗш класри Данил Веников хутшӑннӑ. Вӗсем пур ыйту ҫине те хурав тупма пултарни пирки вырӑнтисем хавасланса пӗлтереҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх Вӑйӑ саманчӗ
Вӑйӑ саманчӗ

Кирек хӑш саманара воспитанин тӗп тӗллевӗ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫирӗплетес тата аталантарас тӗллев пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ял тӑрӑхӗнче. Ҫак ӗҫе, паллах, пӗчӗккисенчен пуҫламалла.

Ҫакӑн пек шухӑшланӑ май асӑннӑ ялти Культурӑна аталантаракан тата вулавӑш пулӑшӑвӗ кӳрекен центрта ачасем валли «Чӑваш халӑх вӑййисем» программа йӗркеленӗ.

Вӑйӑра тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫ тата йӑла йӗрки сӑнланнӑ. Вӑйӑн ятне каласа, унӑн тӗллевӗпе паллаштарса ачасене «Асанне», «Кӑш-кӑш, кӑшман вӑрри», «Эп маттур», «Ҫарӑк кӑлармалла» вӑйӑсем выляттарнӑ. Рольсене валеҫнӗ чух та чӑваш сӑмахлӑхӗнчи элементсемпе усӑ курнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3054, 3055, 3056, 3057, 3058, 3059, 3060, 3061, 3062, 3063, [3064], 3065, 3066, 3067, 3068, 3069, 3070, 3071, 3072, 3073, 3074, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...