Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри район пульници умӗнче тин ҫуралнӑ ачана тупнӑ. Амӑшӗ ӑна хӗл сиввине пӑхмасӑр алӑк умӗнче пӑрахса хӑварнӑ.
Хӗрачана каҫхине хӑварнӑ. Вӑл выртакан курупкара виҫӗ градус сивӗ пулнӑ. Телее, пӗчӗкскере часах асӑрханӑ.
Следовательсем тӑрӑшнипе ачана пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑма тупнӑ. Генетика экспертизи те вӑл амӑшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм Куславккара пурӑнать. Ача кӗтнӗ чухне вӑл пульницӑна шута тӑман.
Нумаях пулмасть «куккук» амӑшӗ тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна РФ УКн 125-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (хӑрушлӑхра хӑварнӑшӑн) айӑпланӑ. Ачана сивӗре хӑварнӑ амӑшӗн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Хӗрача, телее, халӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. Ӑна усрава илнӗ.