Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче ҫамрӑк архитекторсемпе тӗл пулнӑ. Пултаруллӑ та хӑйне евӗр шухӑшлакансемпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн архитектура тат градостроительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Анатолий Павлов тата хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин, Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни Евгений Тертышный, культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Олег Кортунов, Ҫамрӑксен правительствин пайташӗсем курнӑҫнӑ. Тин кӑна ӗҫе пуҫлакан архитекторсем — Владимир Басов, Антон Балахнин, Надежда Шмелева тата ыттисем — хӑйсен креативлӑ сӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Хулари тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен хӑш-пӗр сӗнӗвне пурнӑҫа кӗртме йывӑр мар, Шупашкара илемлетнӗ чух усӑ курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Депутата суйланиччен ачасен хӳтӗлӗвҫи пулнӑ Вячеслав Рафинов Виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан Чӑваш Ен хыснинчен 100-шер пин тенкӗ паратчӗҫ. Нумай ачаллисем ҫывӑх вӑхӑтра вӑл укҫана илме пӑрахӗҫ. Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ тӳлеве ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пама пӑрахма йышӑннине Алексей Глухов халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Енчен те ҫемьене ҫӗн кайӑк кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен килсе ӗлкӗрсен укҫа лекӗ. Саккуна йышӑнасси депутатсенчен килет. Комитетсенче вӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Анчах ҫакна та палӑртмалла: сӑнанӑ тӑрӑх, комитетра ырланине сессире те ырлаҫҫӗ. ЧР парламентӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета депутата суйланиччен республикӑри ачасен хӳтӗлевҫи пулса ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вӑрнарти савутри креативлӑ чӑрӑш «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе велосипедран чӑрӑш хатӗрленӗ. Тӗрӗссипе, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне тарасаран та, ача кӳминчен те, вилка-кашӑкран та, сӳсрен те тата ытти хатӗр-хӗтӗртен — пурӗ 33 чӑрӑш — ӑсталанӑ. Хӑйне евӗр (ют чӗлхери сӑмахпа унтисем ӑна креативлӑ теме йышӑннӑ) чӑрӑшсен конкурсне ирттернӗ май савутрисем тем те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. «Ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш комбинаци авторӗсем — ӑслӑлӑхпа производство центрӗ», — пӗлтернӗ кун пирки савутра пресс-службӑра ӗҫлекен Людмила Иванова «Фейсбукра». Маларах эпир Вӑрнарти ҫав савут Ҫӗнӗ ҫула СССРти евӗр уявласшӑннине пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, уяв корпоративне «Назад в СССР» (чӑв. Каялла СССРа) ят панӑ май кӗрекене ларма тумтирне те иртнӗ ӗмӗрӗн 20-80-мӗш ҫулӗсенчи пек тӑхӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫул-йӗр
Ҫак статьяна ҫырма ҫӑмӑл мар лару-тӑрури «Чӑвашавтотранс» предприятире пуҫлӑха каллех ылмаштарни хистерӗ. Вӑл предприятипе эпӗ пачах та ҫывӑх ҫын мар. Пӗлӗшсем хушшинче водительте е кондукторта ӗҫлекен те, кантурта ларакансем те ҫук. Сӑмахӑм пулӑ пуҫран ҫӗрет каларӑш пирки темелле-ши? Тата пур чухне те вӑл пуҫранах ҫӗрет-ши? «Чӑвашавтотранса» кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ пуҫлӑх, Сергей Аказеев, ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Ун умӗн ПУПа 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Евгений Мореплавцев тилхепене тытнӑччӗ. Патшалӑхӑн унитари предприятийӗ шутланакан автотранспорт организацийӗнче ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, пӗлтерсех тӑчӗ. Предприяти ӗҫченӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменрен Вӑрмарти филиалти водительсем чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче забастовка ирттернӗччӗ: ирпе 10 ҫын ӗҫе тухманччӗ. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗччӗ. |
Культура
![]() Нина Яковлева «Сурӑм хӗрӗнче» тӑхӑннӑ кӗпе. Олег Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Кино музейӗ уҫасшӑн. Ку шухӑша ӗнер Наци музейӗнче Кино ҫулталӑкне пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ мероприятире сӗнчӗҫ. Шухӑшне унта пуҫласа палӑртаканни Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева пулчӗ. Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче (ӑна йӗркелессишӗн Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ нумай тӑрӑшнӑ) Гран-прие тивӗҫнӗ «Сурӑм хӗрӗ» фильмра вылянӑ. 12 ҫул каялла ӳкернӗскерӗн режиссерӗ — Владимир Карсаков. Фильмра хӗрарӑмӑн эпизодла рольне ӑста калӑпланӑ Надежда Кириллова калашле, Владимир Карсаков ун чухне продюсерӗ те, операторӗ те, костюмерӗ те хӑех пулнӑ. Чӑваш кӗпине те вӑл хӑех шыраса тупнӑ, туяннӑ. Ҫавсенчен пӗрне фильмра выляна Нина Яковлевана асӑнмалӑх парнеленӗ. «Фуфайка пек хулӑн», — саркаласах кӑтартрӗ ӗнер Нина Яковлева ҫав пир кӗпене. Ӑна вӑл: «Тен, Кино музейӗ те пулӗ», — тесе Владимир Карсакова тыттарчӗ. Надежда Кириллова вара хӑйӗн ҫамрӑклах вилнӗ мӑшӑрӗн Кирилл Кирилловӑн «Чун кирлӗ, чун» театр критикин кӗнекине музей валли тыттарчӗ. Музей шухӑшне пурте ырласа йышӑнчӗҫ. |
Республикӑра
![]() Европӑри хӑнасене республика тӳре-шари йышӑннӑ самант Раштавӑн 19-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсемпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер те тӗл пулнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, курнӑҫӑва ҫавӑн пекех ЧР Правительствин ертӳҫин икӗ ҫумӗ: экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин тата финанс министрӗ Светлана Енилина, «Тус» строительство фирмин директорӗ Николай Угаслов тата РФ Федераци Пухӑвӗнчи республикӑн сенаторӗ Вадим Николаев хутшӑннӑ. Ханс Йоахим Фрай Шупашкарта пысӑк культура мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ. Ку вӑл, ун шучӗпе, Европа ҫыннисене пирӗн тӑрӑх пирки лайӑхрах пӗлме май парӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн делегацие республикӑн инвестици вӑй-хӑвачӗпе паллаштарма Германие чӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хӑнасене, культура пайташӗсене тата усламҫӑсене ҫитес ҫулхи Республика кунне чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи пӗр хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл хӑйӗн ҫул ҫитмен ачине тивӗҫлипе воспитани паман, пӑхман. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул ҫитмен хӗрача ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑннине палӑртнӑ. Амӑшӗ хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламасть. Ача мӗн ҫинӗ? Ку ӑна кӑсӑклантарман. Пӗчӗкскере ӑшӑ тумлантарман вӑл. Ку кӑна мар. Айӑпланакан хӗрарӑм ачине час-часах хӗненӗ-мӗн. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку лару-тӑрӑва прокуратура тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Петр Ивантаевпа Михаил Игнатьев Ӗнер Чӑваш Енӗн ваттисен канашӗн пайташне Петр Ивантаева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченӗсенчен пӗри 75 ҫул тултарнине халалласа ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Юбиляра Михаил Игнатьев Элтепер, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх канашӗн ытти депутачӗсем, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева саламланӑ. «Мана сирӗн юбилейра пулма пысӑк чыс», — тенӗ Михаил Игнатьев Петр Ивантаева сума суса. Унтан вӑл юбиляр республика аталанӑвӗшӗн хӑй вӑхӑтӗнче нумай ырӑ ӗҫ тунине, ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче профсоюзра ӗҫленӗ чух та халӑхшӑн нумай тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратурине ача амӑшӗ ҫитнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн шкулта ӑс пухакан ачине вӗрентекен киревсӗр сӑмахпа кӳрентернӗ. Шӑпӑрлан кӗҫӗн класра вӗренет. Пӗчӗкскер каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗрентекен урокра ытти ача умӗнче ӑна япӑх сӑмахпа хӑртнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ, ыйтса тӗпченӗ, аудиозаписе итленӗ. Кайран ведомство вӗрентекен ачана кӳрентернине ҫирӗплетнӗ. Халӗ ӑна административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ. Ӗҫӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хурлӑхлӑ хыпар. Чылай вӑхӑт усал шыҫӑпа нушаланнӑ Лиза Петрова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вал 8 ҫулта кӑна пулнӑ. Хӗрача Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча пульницинче сывлама чарӑннӑ. Лиза ура усал шыҫҫипе нумай нушаланнӑ. Нумай сипленнӗ хыҫҫӑн унӑн сулахай урине татни те пулӑшман. Унӑн ӳпкинче метастаза аталанма тытӑннӑ. Вӑл хӑвӑрт аталаннӑран химиотерапи пулӑшман. Юлашки икӗ кун Лиза тӑнсӑр выртнӑ. Пӗчӗкскер хӑрушла ыратсан та яланах кулнӑ. Шел, чир парӑнман. Лизочкӑпа паян, 13 сехетре, ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ. Ашшӗ-амӑшне йывӑр паллах. Анчах пуҫ усмалла мар вӗсен: тепӗр 5 ачана ура ҫине тӑратмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |