Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Тавлашу кӗтесӗ Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.
— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ? — Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем. Ку ыйтӑва ӑнланас тесен, тӗслӗхрен Библипе паллашмалла. «Кивӗ Халалта» мӗнле ҫырнӑ? Яхве Турӑ пӗрремӗш ҫынсене Тухӑҫра пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Анӑҫ ӑнлав ҫук унта, Тухӑҫ пирки ҫеҫ сӑмах. Ҫакна та палӑртса хӑварас пулать: пур аслӑ моно-тӗнсем те Тухӑҫра ҫуралнӑ (анчах та ку урӑх ыйту, ун пирки каярах сӑмах хушӑпӑр). Пӗрремӗш ҫынсене Ҫӑтмаха пурӑнма вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Яхве вӗсене каланӑ: «Пурӑнӑр, Анчах та Ырӑпа Усал Пӗлӗвне упракан йывӑҫ патне ан пырӑр. Ӑна тутанмасан эсир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр». (Тӳрех палӑртатӑп, ӑнланмалларах пултӑр тесе эп хам сӑмахсемпе каласа паратӑп. |
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка пирӗн ентеш иккенне республикӑра пӗлмен ҫын ҫук тесен те тӗрӗс пулать пуль. Ҫак енӗпе Тӗнче кубокӗнче тупӑшакансем хушшинче Раҫҫей биатлонисткисем ӑмӑртнине пӗрре мар хумханса тинкернӗ спорта юратакансем. Паян вара чехсен Нове-Место хулинчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: ҫак Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш этапӗнче Татьяна ылтӑн медале тивӗҫнӗ! Каламасӑрах паллӑ, ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ! 7,5 км тӑршшӗ дистанцие спортсменка пӗтӗм мишеньсене тӗл лектерсе 21 минут та 1,8 ҫеккунт хушшинче тухма пултарнӑ. Уншӑн ҫак ылтӑн медаль — Тӗнче кубокӗнчи пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ. Иккӗмӗш вырӑнта — Франци спортсменки Анаис Шевалье (2,4 ҫеккунт кая юлнӑ; 0), виҫӗмӗшӗ — Сьюзен Данкли американка (+3,2; 0). Раҫҫей ушкӑнне кӗрекен ытти хӗрсем: Ольга Подчуфарова (+1.18,9; 1) 31-мӗш вырӑнта, Анастасия Загоруйко (+1.19,3; 1) — 32-мӗш, Светлана Слепцова (2.00,6; 3) — 47-мӗш, Екатерина Глазырина (1.38,3; 2) — 63-мӗш. Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр сана, ентешӗмӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки. Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла. Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть. Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каллех маршруткӑсене тӗрӗслеме тухнӑ. Хальхинче вӗсем салона ытлашши нумай пассажир лартнӑшӑн штрафлаҫҫӗ. Паянхи ирхине пилӗк маршрутка водительне куншӑн лекнӗ ӗнтӗ. Вӗсене административлӑ штраф ҫырса панӑ. 35, 50, 51, 54 тата 332-мӗш маршруткӑсен водителӗсем салона кирлӗ чухнехинчен нумайрах пассажир лартнӑ. Эсир те маршруткӑра банкӑри килька пек килтӗр-и? Шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Викӑна Димитровградри ҫемье хӑйӗн хӳттине илнӗ. Вика унччен хулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ эрех ӗҫнӗ, ҫавӑнпа ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Викӑна Димитровградри суту-илӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен 37-ри Ирина усрава илнӗ. Ҫемьере тепӗр хӗрача, 9-тискер, пур. Вика ҫав хулара шкула ҫӳренӗ, вӑл ыттисемпе лайӑхах хутшӑннӑ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче вара вӗрентекен ачан кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пуррине курнӑ. Вика хӑйне айӑплӑ туйнӑ. Амӑшӗ хӑш чухне тарӑхать-мӗн. Пӗррехинче ӑна калпак ҫӗтнӗшӗн ҫапнӑ. Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вика градусник ҫӗмӗрнӗ, куншӑн ӑна амӑшӗ хӗненӗ. Халӗ Вика реабилитаци центрӗнче. Ӑна илсе кайнӑ чухне амӑшӗ хӑнк та туман, ӑшӑ тумтир парса яман. Хӗрарӑм хӑйне «тетя Ира» тесе чӗнтернӗ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пӗр газ заправкинче суя укҫа тупнӑ. 500 тенкӗлӗх укҫа тӳрех иккӗленӳ ҫуратнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 414 суя укҫа тупса палӑртнӑ. 500, 1000, 5000 тенкӗлӗххисем пулнӑ вӗсем. Ку кӑтарту полицейскисене чӑннипех те сисчӗвлентерет. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре 500 тенкӗлӗх суя укҫа нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун унта ача ҫемьене илме шухӑшланӑ ҫынсем килме пултарӗҫ. Мероприяти 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта ача хӳтлӗхе илме шухӑшланӑ ҫынсемпе калаҫӗҫ, ыйтусем пулсан ӑнлантарӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗнче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари 7-мӗш пульницӑра та иртӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунне килнӗ чухне хӑвӑрпа пӗрле полис, паспорт тата СНИЛС илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхи 9 сехетре Шупашкарти Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ шкулта путавалти вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Ҫавна май унта вӗренекен 1 пин яхӑн ачана киле янӑ. Пӑрӑх ҫурӑлса кайнӑран хӑш-пӗр класра пӑс тӑнӑ. Вӑл унта вентиляци тытӑмӗпе хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн ачасене киле янӑ. Пӑрӑх ҫурӑлнӑран ӑшша чарма тивнӗ, ҫавна май класри температура аннӑ. Сивӗре вара заняти ирттерме юрамасть. Шкула коммуналлӑ технологисен специалисчӗсем тӳрех ҫитнӗ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрӑха юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май вӑрманти чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Вӗсене республикӑри икӗ предприяти ҫеҫ касма пултарать. Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗнче Васильев И.Ю. усламҫӑ ҫеҫ чӑрӑшсене касма пултарать. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче вара – «Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗ» тулли мар яваплӑ общество. Ыттисене саккуна пӑснӑшӑн, чӑрӑша каснӑшӑн, 3 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Вӑрманҫӑсем йӗрке хуралҫисемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех автоҫулсем ҫинче тӗрӗслев посчӗсем йӗркеленӗ. Ҫынсене саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене – 200-300 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле. Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ. 2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |