Республикӑра
![]() Етӗрнере пурӑнакан Константин Гавриилович Game2: Winter реалити-шоуна хутшӑнасшӑн. Ку шоура ҫынсем вилӗмрен ҫӑланассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе проекта хутшӑнма пултаракансем 60 ытла ҫын. Ҫулла валли вӗсенчен 30-шне ҫеҫ суйлӗҫ. Вӗсене вара Ҫӗпӗр тайгине 9 уйӑхлӑха ярӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Вӑйӑ йӗрки ансат мар: ҫынсен хӑйсен апат тупмалла, вӑрманта пурӑнмалли тумалла. Тӗлӗнмелле те, конкурса хутшӑнакан кашни ҫын тайгара сусӑрланма пултаратӑп тесе алӑ пусать. Ҫавӑн пекех вӑл алӑ пусса хӑйне мӑшкӑллама, вӗлерме пултарассине ӑнланса алӑ пусать. Шоуна ҫичӗ чӗлхепе кӑтартса пырӗҫ. Вӑййа 2 пин камера ӳкерӗ, ҫавӑнпа шоуна тӗнче тетелӗнче, федераци каналӗсемпе курма май пулӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче суту-илӳ вырӑнӗсене тӗрӗслеме хушнӑ. Икӗ кунра 1365 «фанфурик» тата 160 суя эрех туртса илнӗ. Суту-илӳ вырӑнӗсене полицейскисемпе пӗрле хула администрацийӗн ӗҫченӗсем те тӗрӗсленӗ. Вӗсем 93 предприятие ҫитнӗ. Вӗсенчен 9-шӗнче «фанфурик» документсӑр сутнӑ. Кунсӑр пуҫне акциз маркисӗр сутнӑ эрехсене туртса илнӗ. Сӑмах май, раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа хулара «хӗрӳ лини» ӗҫлет. Унта «фанфурик» сутни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме юрать. Ку таранччен ку тӗлӗшпе 20 ҫӑхав ҫитнӗ. Унта 23-50-57 тата 23-50-58 номерсемпе шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра метанолпа сахал мар ҫын наркӑмӑшланса вилнӗ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, автотранспортра метил спирчӗпе усӑ курмашкӑн юрамасть. Машина чӳречине ҫумалли шӗвексене халӗ изопропил спирчӗ хушаҫҫӗ. Унӑн шӑрши вӑйлӑ, ӑна пӗтерме ҫук. Ку спирт ҫыншӑн хӑрушӑ мар. Метанолӑн шӑрши вара вӑйлах мар. Анчах вӑл – наркӑмӑш. Статистика лӑплантармасть. Ҫавӑнпа специалистсем водительсене машина чӳречине ҫумалли шӗвеке ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ туянма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан Дмитриевсен ҫемйинче татах ача ҫуралнӑ. Арҫын ача ҫемьере – вуннӑмӗш пепке. Ачана Вениамин ят хунӑ. Районти ЗАГСа пӗчӗкскер ҫуралнинче ӗнентерекен хута ашшӗ илме килнӗ. Ӑна ЗАГС ӗҫченӗсем свидетельствӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ, нумай ача ашшӗне саламланӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӳлерех асӑннӑ районта Дмитриевсен ҫеҫ мар, тепӗр ҫемьен те вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи 10 уйӑхра республикӑра 12038 ача ҫуралнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 284 пепке сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳре ҫитес ҫул шкул тума тытӑнӗҫ. Ӑна хута ямашкӑн 500 миллион тенкӗ ытла кирлӗ. Шкул хулари «Кӑнтӑр» микрорайонта пулӗ. Район администрацийӗ тендер вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Килӗшӗвӗ малтанлӑха 534 миллион та 428 пин те 800 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Шкула ҫитес ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вӑл виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унта 1000 ача вӗренӗ. Ҫавӑн пекех шкул ҫумӗнче икӗ автобус лартмалӑх гараж, котельнӑй пулӗ. Пӗрремӗш блокра аслӑ классем вӗренӗҫ. Иккӗмӗш блокра акт залӗ, спортзал, апатланмӑш тата ытти пӳлӗм пулӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра кӗҫӗн классем ӑс пухӗҫ. Шкулта 76 вӗрентекен пулмалла. Генеральнӑй подрядчике электрон аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансенчен утавлӑ майпа укҫа илсе тӑнӑ. Ҫакна прокуратура тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти ваттисен ҫуртӗнче 19 ҫын пурӑнать. Вӗсене 5-ӗн пӑхаҫҫӗ. Ваттисем валли кунта условисем пур. 2015 ҫултанпа кунти сусӑрсем социаллӑ пулӑшупа усӑ курманшӑн паракан укҫана кашни уйӑхрах тытса юлма пуҫланӑ. Ку – саккуна пӑсни. Ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен пенсийӗнчен 75 процентне ҫеҫ тытса юлма юрать. Хӑшӗ-пӗри эмелшӗн компенсаци илет. Ӑна вара тытса юлма ирӗк ҫук. Ҫапла халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр сусӑрсенчен 120 пин тенкӗ тытса юлнӑ. Вӑтамран кашни сусӑртан – 10 пин тенкӗ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн центр директорӗ Галина Лаврова хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен тухса кайнӑ. Халӗ ваттисене укҫана тавӑрса пама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Сидоренко Паян, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ документа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне Александр Сидоренко должноҫран кӑларнӑ. Александр Сидоренко ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑна 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килнӗ. Вӑл виҫӗ пая ертсе пынӑ. Унӑн тивӗҫӗ республикӑри инфокоммуникаци инфратытӑмне аталантарасси пулнӑ. Палӑртмалла: халӗ Александр Иванов министрӑн пӗр ҫум юлнӑ. Вӑл – Юлия Стройкова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ват ҫын — тӑват ҫын Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнче ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул муӗнхи тӗлпулура шурсухалсем кӑҫалхи ӗҫ-хӗле ҫӳтсе явнипе пӗрлех ӳлӗмрен тумаллине палӑртса хунӑ. Ваттисен канашӗн ертӳҫи Лев Кураков влаҫра ларакансемпе туслӑ пулнине, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленин усси пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кураков сӑмахӗ тӑрӑх хакласан, влаҫрисем ваттисен сӗнӗвне ӑша хываҫҫӗ. Института пуҫтарӑннӑ шурсухалсем вӗрентӳ учрежденийӗн концерт залне пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн ректорӗ Наталья Баскакова та ӑшӑ сӑмахне шеллемен: вӑл Элтепере тата Ваттисен канашне республикӑри культура учрежденийӗсене аталанма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. — Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Хальхи вӑхӑтра «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳльҫырма» – Шывпуҫ» автоҫула юсасси вӗҫленсе пырать. Унта строительсем ҫул айккинчи картана тытаҫҫӗ. Маларах Чӑваш Енре ҫул сарассипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах та сиксе тухнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнче пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑрах ҫул юсанине Пӗрремӗш телеканалпа тӗлӗнсе кӑтартнӑччӗ. Шупашкарти Ленин районӗ прокуратури Президент бульварӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Станциҫум урамӗ таран тӗрӗсленӗччӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫул-йӗр пахалӑхне хаклакан специалистсем те пулнӑччӗ. Асфальта лабораторире тӗпчени виҫӗ пробӑран иккӗшӗ нормӑна тивӗҫтерменнине палӑртнӑччӗ. Ҫула пӑрлӑ ҫумӑрпа тупӑшсах сарнӑ организаци тӗлӗшпе ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда ҫитнӗччӗ. Унтисем строительсене кӑлтӑка виҫӗ уйӑхра пӗтерме хушнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Автан Паян Шупашкарти Ленин проспектӗнче, «Ростелеком» акционерсен обществи патӗнче, ҫывхарса килекен ҫулталӑкӗн элемне халалласа Хӗрлӗ Автан вырнаҫтарнӑ. Ӑна лартас шухӑшли Шупашкар хула администрацийӗ пулнӑ. Ӗҫе Александр Жигарев художник флисран хатӗрленӗ. Кӳлепе 2 метр ҫӳллӗш. Каҫхине Автана ҫутӑ диочӗллӗ прожектор ҫутатӗ. Хулари тӳре-шара Автана перекетлеме ыйтать. Аса илтеретпӗр, кӑҫал Тухӑҫ календарӗе Упӑте ҫулӗ шутланчӗ. Хӗрлӗ Автан ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче хуҫаланма пуҫлӗ. Хӗрлӗ Автан ҫулне хӗрлӗ, рубин, хӗмлӗ, сарӑ хӗрлӗ, ылтӑн тӗслӗ ҫипуҫпа кӗтсе илме сӗнеҫҫӗ. Ҫак кайӑк ҫутӑ кӑвак, кӑвак, симӗс, сарӑ тӗссене килӗштермест. Астрологсем Автан ҫулӗнче кашни ҫын пурнӑҫӗнче ҫӗнӗлӗх пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |