Ял хуҫалӑхӗ
![]() Унччен кӑтартмалӑх пулнӑ та... Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви сутса ярасшӑнах. Хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ — республика аллинче. Акцие сутассишӗн унччен те темиҫе хут аукцион ирттерчӗ. Панкурта тухас патне ҫитнӗ предприятие илекен тупӑнман енне сутма май килмерӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи аукцион та ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Черетлӗ аукциона ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 2017 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшне палӑртнӑ. Туянас текенсен заявкисене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫирӗп аталаннӑ предприятири лару-тӑру халӗ те уҫӑмланса ҫитмен: штата чакарнипе тухса кайнисем шалу илеймесӗр хӑшкӑлаҫҫӗ, предприятие панкрута кӑларма РФ Перекет банкӗ тата Чулхулари «Корма и концентраты» общество суда тӑратнӑ тавӑҫсене ҫитес ҫулхи кӑрлачра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн таврапӗлӳҫисем нумаях пулмасть хӑйсен пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне пухӑннӑччӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчи ҫав калаҫура краеведсем Сӑвар-пӑлхарсен культурин тата пуштӑ историйӗн музейне уҫасси пирки калаҫнӑ. Аваллӑх управҫин экспозицийӗн проектне те кӑтартнӑ. Унпа Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарнӑ. Музея хастарсем 2017 ҫулхи ҫулла уҫасшӑн. Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркелесшӗн. Таврапӗлӳҫӗсен ларӑвӗнче, аса илтерер, Антонина Андреева тата Лина Яникова мезейҫӑсем, Сергей Утриван геронтолог, Ильтимер Ефремов кинорежиссер, Роза Степанова вулавӑш ӗҫченӗ, Эдуард Ушаков, Валерий Виноградов, Валерий Ивановский халӑх академикӗсем тата ыттисем тухса калаҫнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Красноармейски районӗнче Элли Юрьев ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавна май пуху иртнӗ. 15 ҫул каялла пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Совет Союзӗн тата Раҫҫей ӳнерҫине, Чӑваш халӑх ӳнерҫине, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреатне, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине Элли Юрьева тухса калаҫакансем ӑшӑ кӑмӑлпа аса илнӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ. Вӑл Чӑваш Республикин ялавӗпе гербне шухӑшласа кӑларнӑ. Кӑҫал Трак енче Элли Юрьева халалласа чылай мероприяти ирттернӗ. Пухура кӑҫал палӑрнисене тав хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул — Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗнче — ҫемьесене ҫирӗплетес, вӗсене пулӑшу парас тӗлӗшпе ытларах ӗҫлемеллине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра уявсенче ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кунашкал чару Ҫӗнӗ ҫулта та пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ. Вӗсем алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма юрамӗ. Чи малтан ку Хӗрлӗ тӳреме пырса тивет. Ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккасене те эрех-сӑра сутса тупӑш тума май килмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Челепи облаҫӗнче слоупстайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш унта ҫӗнтернине пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова хӗрсен йышӗнче мала тухнӑ. Унӑн тренерӗ — республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Никита Васильев. Тепӗр ентеш Дмитрий Мулендеев пӗрремӗш тапхӑрта иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш тапхӑрта — виҫҫӗмӗш вырӑн. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев 2018 ҫулта Кӑнтӑр Корейӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ. Сӑмах май, Лана пӗлтӗр Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Зинаида Воронова ӑстаҫӑ Чӑваш ахах-мерчен аваллӑхне упракан, ӑна ҫӗнӗ вӑй парса малалла тытса пыракан тесе хаклать черетлӗ статйинче Надежда Смирнова журналист Зинаида Воронована. Зинаида Ивановна — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслин маҫтӑрӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе вӑй илнӗ, унӑн хӑвачӗпе амаланса аталаннӑ. «Вӑл ҫак ӗҫе виҫӗ енлӗн пурнӑҫласа пырать: чӑвашсен авалхи тумне хатӗрлет, мӑн-мӑн кукамайсемпе асаннесен эрешӗсене этнографи ушкӑнӗсене шута илсе ӑсталать тата пуканесене наци тумне тӑхӑнтартса «чун» парать», — паллаштарнӑ ӑстаҫӑн пултарулӑхӗпе «хыпар» хаҫат ӗҫченӗ. Зинаида Воронова каланӑ тӑрӑх, ӑна амӑш арчи ялан кӑсӑклантарнӑ. Вӑл тӑхӑнса ҫӳренӗ ҫи-пуҫа амӑшӗ леш тӗнчене уйрӑлса кайсан пӗчӗклетсе пуканесене илемлетнӗ. Малтан тутӑр ҫыхтарнӑ, кайран пӗчӗк хушпу ӑсталанӑ. «Манӑн аннен сӑнарӗсем» ярӑмри пӗрремӗш пукане 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Халӗ вӗсем питӗ нумай, 550 ытла та пулӗ. Чылайӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Ӗренпурти музейсенче упранать. АПШра — Нью-Йоркри, Сан-Францискӑри, ҫавӑн пекех Италири, Францири уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи вунпӗр уйӑхра пирӗ республикӑра ҫемье ҫавӑрас шухӑшлисем пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 22,7 процент сахалланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ вара чакман — 2,3 процент нумайланнӑ. Туй кӗрлеттерекенсем сахалланнӑран-ши, ача ҫуратакансем те йышлӑ мар: ҫемьене ҫӗн кайӑк килесси кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 3,4 процент чакнӑ. 11 уйӑхра 15169 пепке ҫуралнӑ. Ку шутран 37,1% — ҫемьери пӗрремӗш ача, 45,2% – иккӗмӗш, 13,4% – виҫҫӗмӗш. Маларах ялта ытларах ҫурататчӗҫ пулсан, халӗ апла мар: 10147 ача хулара ҫуралнӑ, ыттисем — ялта. Ача йышлӑ ҫуратакансем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Канаш хулинче тата Патӑрьел районӗнче. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав районӗсенче йыш хушма васкамаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Наталья Колыванова редактор Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ. Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫулта Шупашкарта общество транспорчӗ ирчченех ҫӳрӗ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ графика палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине общество транспорчӗ ирхи 3 сехетчен ҫӳрӗ. Хӗрлӗ тӳреме уява килекенсем киле ҫӑмӑллӑнах ҫитчӗр тесе ҫапла тунӑ. Кун пирки кӑларнӑ хушӑва ку эрнинче, юнкун, пичетлӗҫ. Кӑҫал Хӗрлӗ тӳремри концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем, вокал студийӗсем, фокусниксем, фаерщиксем хутшӑнӗҫ. Унта Хӗл Мучи те пулӗ. Ҫур ҫӗр ҫитсен светодиодлӑ экранпа РФ Президенчӗ Владимир Путин саламланине курма май пулӗ. Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кӳлмекре фейерверк вӗҫтерӗҫ. Ирхи 3 сехетчен конкурссем, вӑйӑсем иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ялта ӗҫлекен тухтӑрсене килес ҫул та укҫа лекӗ. Раҫҫейӗн Правительствин хальтерехри йышӑнӑвӗнче ялта тӗпленес текен шурӑ халатлисене малашне те пулӑшма палӑртнӑ. Хыснасем хушшинчи трансферта Федерацин обязательнӑй медицина страхованийӗн фондӗнчен территорири уйрӑмсене уйӑрӗҫ. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,2 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӗмӗле ялта вӑй хума килӗшнӗ медӗҫченӗсене пӗр хутчен тӳлеме ярӗҫ. Вӑл укҫана илес тесен регионсен заявка тӑратмалла. Федераци хыснинчен 60 процентне уйӑрӗҫ, вырӑнтинчен — 40 процентне. Килес ҫул Чӑваш Ене 15 миллион тенкӗ килӗ. Ялта ӗҫлес шухӑшлӑ, 1 миллион тенкӗ илме ӗмӗтленекен тухтӑрсен 50 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Вӗсен пӗлӗвне те шута илӗҫ: компенсаци тӳлевӗ аслӑ пӗлӳллисене ҫеҫ лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |