Ҫурт-йӗр
![]() Тӑлӑха хваттер памаллах Тӑвай районӗнче пурӑнакан тӑлӑха хваттер пама суд йышӑну кӑларнӑ. Унтисен ӗҫне Вӑрмар районӗнче пӑхса тухаҫҫӗ те, суд нумаях пулмасть иртнӗ. Суда тавӑҫпа Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова тухнӑ. Хутпа суд тӑрӑх ҫӳреме маларах ирттернӗ тӗрӗслев хистенӗ. Ашшӗ те, амӑшӗ те ҫук хӗр 2011 ҫултанпа ҫурт-йӗр черетӗнче тӑнӑ. 2012 ҫул вӗҫӗнчен унӑн хӑйӗн кӗтесне кӗме ирӗк ҫитнӗ пулин те район администрацийӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен. Прокурор тӑлӑха хӗрхенсе те хӳтӗлесе тата, паллах, саккуна пӑхӑнма хистесе ҫырнӑ тавӑҫне районти суд тивӗҫтернӗ. Тӑлӑха вырӑнти тӳре-шаран икӗ уйӑхра ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Суд раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Район администрацийӗ аппеляци ҫӑхавӗ ҫырса аппаланмасан хваттер уҫҫине кӗтсе илесси тӑлӑхӑн инҫех мар.
|
Культура
![]() Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ Паян Каҫал ҫӗрӗ ҫинче ентешлӗх кунӗ иртнӗ. Комсомольскисем уява ҫӗршыври Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне хупнине халалласа ирттернӗ. Мероприяти районти Тӗп клуб тытӑмӗн концерт залӗнче иртнӗ. Каҫал тӑрӑхӗнчисем тата хаклӑ хӑнасем Комсомольскине ирхи тӑхӑр сехете пырса ҫитнӗ. 9 сехет те 30 минутра вӗсем шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. 11 сехетре Мухтав монуменчӗ патне чечек кӑшӑлӗ хунӑ. Спортпа туслисене каҫалсем 11 сехет те 30 минутра вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине йыхравланӑ. Футбол кӑмӑллакансем те хӑйсем валли чун канӑҫӗ тупнӑ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнчи футзала 12 сехет те 15 минутра пуҫтарнӑ. «Кӗтнери» тепӗр залта волейбол та вылянӑ. Мероприятин савӑнӑҫлӑ уявне Тӗп клуб тытӑмӗн залӗнче ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тӑвай район пульници Тӑвай районӗнчи пульницӑра саккуна пӑсаҫҫӗ. Епле сипленине калаймӑпӑр та, анчах ӗҫ сыхлавӗн саккунне унта кирлӗ пекех пӑхӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ муниципалитетри тӗп пульницӑна иртнӗ уйӑхра тӗрӗсленӗ. Шурӑ халатлисенчен сакӑр ҫынна отпуск укҫине РФ Ӗҫ кодексне пӑсса тӳленӗ. Асӑннӑ саккунӑн 136-мӗш статйин 9-мӗш пайӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, каннишӗн укҫана отпуска кайиччен виҫӗ кун маларах куҫармалла. Пульницӑра вара канма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӳленӗ. Пӗри тата ӗҫрен кайнӑ, анчах ӑна ӗҫ килӗшӗвне татни ҫинчен калакан приказпа та паллаштарман. Кӑлтӑк пирки ЧР Ӗҫ инспекцине хыпарланӑ, унтисем пульница ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Патирекри ФАПа уҫма пуҫтарӑннисем Ӗнер пирӗн республикӑра тата тепӗр фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Хӑвӑрт мелпе ҫӗкленекен ҫак ҫурта Шӑмӑршӑ районӗнчи Чӑваш Патирек ялӗнче уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин та хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ФАП уҫнине пысӑк шайри тӳре-шара ырланӑ, медицина пулӑшӑвӗ илме ҫынсене ҫывӑх пултӑр тесен республика правительстви ҫине тӑнине палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, хӑвӑрт ҫӗкленекен ФАПсене юлашки 2,5 ҫулта Чӑваш Енре 100 пункт уҫнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ ятарлӑ хушу та кӑларнӑччӗ. 2018 ҫул тӗлне тата тепӗр аллӑ хута ямалла, вӗсенчен 24-шне кӑҫал ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 525 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет. Чӑваш Патирекри тухтӑр ҫурчӗ 450-а яхӑн ҫынна пӑхса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта паян авиацин генерал-лейтенанчӗн, Раҫҫей Геройӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Ҫулсерен иртекен тупӑшӑва, ӑна ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче йӗркеленӗ, ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнчи тата Чӑваш Енӗн хулисемпе районӗсенчи спортсменсем пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан 100-е яхӑн спортсмен 8 комплект медальшӗн вӑй виҫӗ. Хӑйсен йывӑрӑшне кура вӗсене 57, 61, 65, 70, 74, 86,97, 125 килограмчченхисем ҫине уйӑрнӑ. Паян, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, малтанхи тата йӑпатмӑш ӑмӑртусем иртнӗ. Ыран ирхине, 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, бронза медале выляттарӗҫ. Турнира савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн ылтӑн медальшӗн кӗрешӗве тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнчи спринтра тивӗҫнӗ ылтӑн медальпе Биатлон енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова икккӗмӗш хут пьедестал ҫине хӑпарӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла, финиша вӑл виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗлтерер, ҫак самантра биатлонистсем пасьютра (хӑваласа ҫитмелле) 10 километра тупӑшаҫҫӗ. Старта пӗрремӗш тӑнӑ Татьяна Акимова выртса пенӗ чухне пӗрремӗш ҫаврӑмра мишене пӗр хутчен лектереймерӗ. Кайран вӑл кашнинчех тӗл пеме пултарчӗ. Татьяна Акимова финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗрремӗш вырӑна хрантсус спортсменки Анаис Шевалье (пенӗ чухне вӑл пӗр хутчен йӑнӑшрӗ) тухрӗ, иккӗмӗшне — Итали биатлонистки Доротея Вирер. Пирӗн Татьяна Акимована Америка спортсменки Сьюзен Данкли хӑваласа ҫитет пуль тесе шикленни тӳрре килмерӗ. Ӗнерхи спринтра Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗнче пуҫласа ылтӑн медале тивӗҫрӗ. |
Культура
![]() Любовь Мартьянова «Литературная газета» хаҫатӑн ҫӗнӗ, 49-мӗш, номерӗнче чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене пичетленӗ. Вырӑсла куҫарӑвӗсене. Ырӑ хыпара Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург «Фейсбукри» аккаунтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, номерте «Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологине» кӗнӗ чӑваш поэчӗн Петӗр Яккусен сӑввисене пичетленӗ. Петӗ Яккусен сӑввисене Виктор Куллэ куҫарнӑ. Марина Карягина палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвӑҫа унӑн куҫарӑвӗсем питӗ килӗшнӗ, «Манӑн сӑвӑсене ҫак таранччен ӑнланса ӑнӑҫлӑ куҫаракан пулманччӗ-ха!» — тесе вӑл чылай хушӑ хӑпартланса ҫӳренӗ. Иртнӗ кӗркунне тӑлмачӑ Шупашкара килсен сӑвӑҫпа тӗл пулса калаҫнӑ. «Литературная газета» хаҫатӑн 49-мӗш номерӗнче Любовь Мартьянова пултарулӑхӗ те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Елена Нарпи (Чекушкина) ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ номерте Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Виктор Овчаров, Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тата Марина Карягина сӑввисен куҫарӑвӗсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкарти педагогсен Томскри ӗҫӗ Томскра иртнӗ пӑр скульптурӑсен «Хрустальный Томск–2016» (чӑв. Хрустальлӗ Томск—2016) фестивалӗнче Шупашкарти педагогсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Мероприятие кӑҫал ҫӗршывра йышӑннӑ Раҫҫей киновӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Тематики те ҫавна кура ӳнерӗн ҫак енӗпех ҫыхӑннӑ. Конкурса хутшӑннисен Александр Роу совет режиссерӗн фильм-юмахӗсенчи сюжетсене кӑтартма тивнӗ. Паллӑ кинорежиссер ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитнӗ. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Финист – ясный сокол», «Варвара-краса, длинная коса», «Морозко» ятлисене асӑнмалла. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн педагогӗсем — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, инженерипе педагогика технологийӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Казаков тата машиноведени кафедрин вӗренӳпе методика енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Андрей Кошкин – финалти тура лекнӗ. Вӗсен 1,5 метр ҫӳллӗшӗнчен тата 2 метр тӑршшӗнчен кая мар скульптура ӑсталама тивнӗ. «Конек-горбунок» фильм тӑрӑх хатӗрленӗ «В поисках молодости» (чӑв. Ҫамрӑклӑха шыраса) ӗҫпе вӗсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Саккуна пӑхӑнмаллах Муркаш районӗнчи тӳре-шара ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухма васкаманнишӗн прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ҫӑхавпа пакунлисем патне асӑннӑ районти пӗр ҫын ҫитнӗ. Хӑйӗн ыйтӑвне тӳре-шара хуравласса кӗтсе ывӑннипе ҫакскер надзор органне хӳтӗлеме ыйтнӑ. Чӑн та, «О порядке рассмотрения обращения граждан в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассин йӗрки ҫинчен) федераци саккунӗн 12-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патшалӑх органӗсен е должноҫри ҫынсен граждансем ыйтса ҫырнине 30 кунта хуравламалла. Муркаш район прокуратурин тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ тӗслӗхри ҫын ҫырупа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче район администрацине кайнӑ. Анчах ӑна авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑна хуравланӑ. Кӑлтӑкшӑн райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Песочная сказка» (чӑв. Хӑйӑр юмахӗ) художество мастерскойӗн ертӳҫи Айгуль Смирнова ачасене хӑйӑртан ӳкерме вӗрентнӗ. Маҫтӑр-класа вӑл республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 60-мӗш шкулта вӗренекенсем валли ирттернӗ. Ӗҫе кӳлӗниччен ӑста хӑйӑр ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унпа усӑ курнӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине, епле усӑ курмаллин техникине ӑнлантарнӑ. Мероприятие юмах евӗр йӗркеленӗ. Ачасен «Подарки на день рождения» (чӑв. Ҫуралнӑ кун валли парнесем) темӑпа тӗрлӗ ӳкерчӗк хатӗрлеме тивнӗ. Ансат хусканӑва пӗлсе тусан хӑйӑр ӳнер хайлавне ҫаврӑннӑ. Ташлаттарсан упа та ташлама хӑнӑхать тесе ахальтен каламан пулӗ ҫав — маҫтӑр-класран ачасем тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |