Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӗмпӗрти ача пахчинчи чӑваш улахӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Елена Тус 28.02.2018 15:28 | 1743 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» (чӑв. Хӗлхемкке) ача пахчи ҫирӗм ҫул ытла ирттерекен «Туслӑх фестивальне» анлӑлатма шут тытнӑ. Кӑҫал вӗсем кашни халӑх культурипе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн — асламӑшӗ-кукамӑшӗсен культурипе ҫыхӑннӑ уявсене йӗркелӗҫ. «Канаш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть чӑваш асанне-кукамайӗсемпе мӑнукӗсем пӗрле улах ларнине кӑтартса панӑ.

Малтан ачасене аслисем чӑвашсен тӗп уявӗсемпе — Сурхурипе, Улах ларнипе, Ҫӑварнипе, Акатуйпа — паллаштарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем, слайдсем кӑтартса, малтан чӑвашла, кайран вырӑсла тунӑ. Ӗлӗк хӗрсем улах мӗнле ларнине Нина Васильевна Левендеевӑпа Людмила Владимировна Трифонова тата Ирина Васильевна Лоханникова питӗ тӗплӗн паллаштарнӑ: тӗрленине те, юрланине те, юмах янине те.

«Искринка» ача пахчинче улаха хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравне те йӗркеленӗ. Шӑпӑрланӗсем те пуш алӑпа пулман — кашни хӑна валли хӑйсен аллипе парне хатӗрленӗ.

Каласа хӑварас пулать, Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» ача пахчи шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен наци сӗмлӗ воспитани панипе уйрӑлса тӑрать. Ҫирӗм ҫул ытла ҫак шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе чӗлхине вӗрентессипе тимлет. Кунта халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан тӗп халӑхсен культурипе, йӑли-йӗркипе, уявӗсемпе ачасене мӗн пӗчӗкрен паллаштарас тӗлӗшпе тӗрлӗ майсемпе усӑ кураҫҫӗ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #Чӗмпӗр, #ача пахчисем, #чӑвашлӑх, #ачасем, #уявсем, #йӑла-йӗрке

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем