Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сирире персе аннӑ АН-26 самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора паян пытарнӑ.
Владимир Вениаминович 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ. 1979 ҫулта вӑл Суворов училищине кӗнӗ. Унтан танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. 2012 ҫулта вӑл Мускаври парадра 27-мӗш мотострелок бригади гвардеецӗсен колоннине ертсе пынӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Сирири командировкӑна генерал-майор 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ.
Agabazar // 1907.15.3465
2018.03.10 15:28 | |

Ку Анатъял текенни — Похвиҫнӗ районӗнчи вырӑсла "Нижнее Аверкино" ятпа паллӑ ял пулас.
Апла мар пулсан — тӳрлетӗр.
Хыпара ӑҫтан илнине каҫӑпа кӑтартнӑ. Анчах хальхи вӑхӑтра каҫӑ ӗҫлемест.