Политика
![]() Сесси саманчӗ. Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Паян иртекен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепере «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, сессире ку ыйтӑва хускатрӗҫ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Елчӗк районӗнчи халӑх тарҫисен ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑнчӗҫ. Сессие хутшӑннӑ депутатсенчен чылайӑшӗ ку шухӑша ырларӗ, Михаил Игнатьев Элтепер тӑрӑшӑвне пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем наградӑна тивӗҫ тесе сасӑларӗҫ. Сӑмах май, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков вара урӑхларах шухӑш палӑртрӗ. |
Персона
![]() Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер 70 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ ҫыннӑн юбилейне кӗркунне, театрта черетлӗ сезон уҫӑлсан, чыслӑн уявлама палӑртнӑ. Вӑлах — поэт, вӑлах — куҫаруҫӑ, вӑлах — актер, вӑлах — режиссер, вӑлах — драматург. Пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелле нумай енлӗ тата тӗлӗнмелле пултаруллӑ ҫын. «Саншӑн кам вӑл Иосиф Дмитриев-Трер?» ыйтӑва пиртен кашни расна хуравлать пулӗ. «Кил умӗнчи лаштра йӑмра Пуҫне сулларӗ тухӑҫа, Ял хушшинчи ват куками Пил пачӗ ӗмӗр манайми. Ҫут сывлӑмпа ура йӗпенчӗ, Килтен тухсан хӗвел хӗрелчӗ», — тахӑҫан вуланӑ сӑвӑ йӗркисемпе кӗрсе юлнӑ асӑма Иосиф Дмитриев. Е тата «Килен-каян, яту ят пултӑр, иртен-ҫӳрен, ҫулу ҫул пултӑр. Мана пӗччен хӑварӑр» йӗркесем. Йӑнӑшмастӑп пулсан, вӑл та унӑн. Арпаштартӑм пулсан айӑп ан ту, вулаканӑм тата хисеплӗ Иосиф Александрович. Иосиф Трер Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актер уйрӑмне, каярах Мускаври А. В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренсе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Моляковпа Николай Малов Паян Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн вуннӑмӗш, черетсӗр, сессийӗ ӗҫленӗ. Черетсӗр сессире пӑхса тухма палӑртнӑ ыйтусем йышлах мар пулин те ӑна итленисем кӑсӑклӑ самантсем пулнине палӑртаҫҫӗ. Кӑсӑкли, тӗпрен илсен, оппозици партийӗсем шутланаканнисемпе ертсе пыракан парти пайташӗсемпе сиксе тухать. Хальхинче те ун пек самант пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Малов депутат РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулассине темиҫе хут та хыпарларӗ. Марат Сафин заявлени ҫырнӑ хыҫҫӑн та, кайран Тӗп суйлав комиссийӗнче тивӗҫлӗ йышӑну тусан та. Паян чӑваш парламентӗнче Николай Малов хӑйне ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Валерий Филимонов спикер Николай Маловӑн ырӑ енӗсене палӑртнӑ май унра шӳт туйӑмӗ пуррине те асӑннӑ. Ҫак саманта астуса юлнӑ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков Николай Маловран РФ Патшалӑх Думинче мӗнрен кулассипе кӑсӑкланнӑ. «Чи малтанах — хамран», — ҫухалса кайман Николай Малов политик. |
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Дроздова, «Чӗрӗ планета» общество организацийӗн правленийӗн председательне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Юлашки вӑхӑтра Николай Дроздов Чӑваш Енре икӗ хутчен пулнӑ: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тата пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче. Ку наградӑна ӑслӑлӑх, экономика, социаллӑ культура, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемшӗн параҫҫӗ. Николай Дроздова ытларах «В мире животных» каларӑм ертӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ӑна 1975 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ку сӗнӳ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этикин комитетне килнӗ. Ку пуҫару — Елчӗк районӗн депутачӗн. Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра РФ Президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьева Хисеп орденӗпе чысланӑ. Ӑна вӑл ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакан икӗ арҫын ҫӗр лаптӑкне пайлайманнипе суда утнӑ. Вӗсем – иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем. Суда арҫынсем 2011 ҫултах ҫитнӗ. Тӑвансем вара ҫӗре ниепле те пайлайман. Арҫынсем исполнительнӑй хут илнӗ, унтан мирлешнӗ те судран тавӑҫсене кайса илнӗ. Анчах кун хыҫҫӑн вӗсем каллех вӑрҫӑнса кайнӑ, каллех суда ҫитнӗ. Кӑштахран икӗ тӑван мирлешнӗ те тавӑҫсене судран илнӗ. Ҫакнашкал 6 ҫул хӑтланнӑ вӗсем. Кӑҫал вара пӗр шухӑш патне ҫитнӗ: саккун пулӑшмасӑр ҫӗре пайлаймаҫҫӗ. Приставсем вырӑна ҫитсе пӑнчӑ лартнӑ. Ҫавна май икӗ сарая, гаража, мунчана ишсе антарма тивнӗ, ҫӗр лаптӑкне 40 сантиметр куҫарма лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ҫав кун та лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ. Ку ырӑ йӑлана унччен те пӑхӑннӑ. Ҫӗртмен уйӑхӗн 12-мӗшӗнче те, Раҫҫей кунӗнче, эрех-сӑра сутман. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем аттестат илнӗ, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Республика кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кунсенче те ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра суттарман. Ҫамрӑксен кунӗнче сӑра, сӑра йышши шӗвек, сидр, пуаре, кӑрчама туянма май пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Малов Ыран Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Унта чӑваш парламенчӗн Ертӳҫин ҫумӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн заявленине пӑхса тухмалла. Вӑл хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ. Аса илтерер, Николай Малова РФ Патшалӑх Думинче депутат мандатне панӑ. Иртнӗ эрнере 89-мӗш номерлӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ. Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа суйланнӑ Марат Сафин теннисист маларах хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне ун чухнех лекнӗ, Малов — ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Полици Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 7 ҫулти ачасене ашшӗ е амӑшӗпе пӗрле хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Полици малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем ачана шкула вырнаҫтарма тесе тунӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерӗ Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 2016-2017 ҫулсенче ҫул ҫитмен пилӗк граждана хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Фиктивлӑ майпа регистраци тунӑшӑн хӗрарӑма явап тыттарасшӑн. Куншӑн 100-500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑвараҫҫӗ. Хӗрарӑм пуҫиле ӗҫе уҫма пулӑшсан уголовлӑ яваплӑхран хӑтӑлма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хӑйне евӗр ятлӑ арҫын ача ҫут тӗнчен килнӗ. Ҫак ята ашшӗ-амӑшӗ пама шухӑшланӑ. Благое ятлӑ арҫын ача Шупашкарти Мускав районӗнче ҫуралнӑ. Благое ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ковач хушаматлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ашшӗ – ют ҫӗршыв ҫынни, амӑшӗ – Раҫҫей гражданинӗ. Хӑйне евӗр ята шӑпах ашшӗ суйланӑ. Ачана Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унти ӗҫченсен ҫемьене ӑнӑҫу, телей тата сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |