Ял хуҫалӑхӗ
![]() Сухаҫӑсене ҫапла хаклаҫҫӗ Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Ӗпхӳ районӗнче сухаҫӑсен VI уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи механизаторсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ районӗнчи О.А. Корнилов фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов хутшӑннӑ. Сухаҫӑсен тӑрӑшӑвне Европӑри сухаҫӑсен федерацийӗн тата Пӗтӗм тӗнчери сухаҫӑсен орнанизацийӗн пӗтӗм тӗнчери судьясен коллегийӗ хакланӑ. Уйӑрса панӑ лаптӑка 3 сехетре сухаланӑ. Судьсем касӑ тарӑнӑшне, тӳрӗ пынине, плуг тӑпрана хитре кӗрсе тухнине тата ыттине шута илнӗ. Раҫҫейри чемпионатра Василий Корнилов 30 механизатортан 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсҫӑсем хушшинче Эстонири тата Ирландири механизаторсем пулнӑ. Уҫӑ конкурсра Йӗпреҫ каччи, фермер ывӑлӗ 17-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ялта» спектакль труппи К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне халалласа ял-ял тӑрӑх «Ялта» спектакльпе гастрольсемпе ҫӳрет. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче театр труппи (Федор Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта»-ра пӗтӗм ушкӑн вылять. Ҫав шутра — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Любовь Федорова, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Валентина Ситова, Иван Иванов, Сергей Иванов тата ыттисем выляҫҫӗ) Елчӗкри Культура ҫуртӗнче кӑтартнӑ. Театр ушкӑнне вырӑнти «Варкӑш» ансамбль юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Антонина Александрова ӑшшӑн йышӑннӑ. Кӗркунне театр гастрольсене малалла тӑсӗ. Ун чухне вӑл 18 района ҫитсе килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Курава уҫнӑ самант Чӑваш наци музейӗнче ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Асамат Балтаев ҫамрӑк художник-медальерӑн «Монетное искусство» (Манет ӳнерӗ) ятпа курав уҫӑлнӑ. Унта ӑна «Сувар» фонд президенчӗ Тимер Тяпкин Асамата малашне те ӑнӑҫу сунса Константин Иванов сӑнӗллӗ 1 тенкӗлӗх укҫа (ӑнӑ 1991 ҫулта кӑларнӑ) парнеленӗ. Курава уҫма (вӑл ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ) искусствоведсем, скульпторсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Асамат Балтаев монета тата медальер пултарулӑхне Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче аслӑ шкулта туптанӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ. Пӗлтӗрхи кӗркунне Асамат Балтаев Ленинград блокадине Ҫӗнӗ Зеландири 5 долларлӑ укҫа ҫине куҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи Уйкас Юнтапа ялне Росреестрӑн специалисчӗсем ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Унта икӗ ҫӗр лаптӑкне хакланӑ. Вӑл ҫӗрсемпе документсемсӗр хуҫаланнӑ ҫеҫ те мар, ҫав лаптӑк ҫӗр ҫинче хуралтӑсем хӑпартса лартнӑ. Уншӑн ҫӗр лаптӑкӗпе саккунлӑ мар майпа усӑ курнӑ икӗ ҫынна 5-шер пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Сӑмах май каласан, ҫак ҫӗр лаптӑкӗсенчи хуралтӑсене вӗсен хуҫисем административлӑ майпа явап тыттаричченех сӳтнӗ. Вӗсенчен пӗри маларах ал ҫитмен тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав ҫӗрсемпе саккунлӑ мар усӑ курнисем лаптӑксене тирпейленӗ, ҫӗр турттарса пырсах лаптӑка танлаштарнӑ. Тасатса тирпейленӗ лаптӑка кӑвак чӑрӑшсем лартса хӑварнӑ, Уйкас Юнтапари ҫав ҫӗрсем кӗҫех йывӑҫсемпе илемленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ерепьелти Культура ҫуртне уҫнӑ самант Тутарстанри Нурлат хулинче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Уяв-2017» Пӗтӗм Раҫҫейри уяв иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ, Тутарстан чӑвашӗ Константин Яковлев хутшӑннӑ. Анна пӗрле Чӑваш Ен делегацийӗ, ҫав шутра Валерий Филимонов спикер, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов (вӑл та Тутарстан чӑвашӗ), кӳршӗллӗ республикӑри уява хутшӑннӑ. Чӑвашсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ӗнерех Нурлат районӗнчи Ерепьел ялӗнче 50 вырӑнлӑх Культура ҫурчӗ уҫнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Уяв» Нурлат хулинче вунӑ ҫул ытла иртереҫҫӗ. Унӑн пӗлтерӗшне Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев пысӑка хурса хакланӑ май вӑл Тутарстанри чӑвашсене пӗрлештерет, нацисем хушшинчи туслӑха аталантарать тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Газпа усӑ курнин парӑмӗ 1,5 миллиарда яхӑн пуҫтарӑнса кайнӑ. Парӑм мӗншӗн пухӑнать?» — ҫак ыйтӑва ӗнер иртнӗ канашлура республика ертӳҫисем сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ку ыйту хуравне шыранӑ. Ыйтӑва вӑл канашлӑва хутшӑннӑ район-хула пуҫлӑхӗсене панӑ. Усӑ курнӑ пулӑшупа вӑхӑтра татӑлмалли каламасӑрах паллӑ. Ҫав вӑхӑтрах республика влаҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Йӑлӑмра газ кӗртме пуҫласшӑн. Ӑна валли Газпром укҫа уйӑрасса шанаҫҫӗ. Газпа парӑм пухӑнса кайнине кура «кӗмӗл» уйӑрас енпе йывӑрлӑх сиксе тухасси шиклентерет. Парӑмӑн пысӑк пайӗ, 90,5 проценчӗ, хуласенче пуҫтарӑннӑ. Улатӑр хулинче вӑл — 110,3 млн тенкӗ, Канашра – 71,2 млн, Ҫӗмӗрлере – 154,8 млн, Шупашкарта – 685,7 млн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Ҫӗмӗрлери 18 ҫулти Авель Лукина альтернативлӑ граждан службине яма килӗшмен. Вӑл призывпа ҫар службине каяс вырӑнне альтернативлӑ майпа ҫар тивӗҫне пурнӑҫлас тенӗ, анчах призыв комиссийӗ каччӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен, ракета ҫарне янӑ. Яш «Свидетели Иеговых» ушкӑнра тӑнӑ. Ку йыш пирӗн ҫӗршывра экстремистла шутланать. Капла йышӑнӑва хӑй вӑхӑтӗнче РФ Аслӑ сучӗ кӑларнӑ. Каччӑна альтернативлӑ службӑна мӗншӗн яма килӗшменни пирки Чӑваш Енӗн ҫар комиссаричӗн ӗҫченӗ Сергей Козюра ҫапларах ӑнлантарнӑ: «Ку вӑл — призыв комиссийӗн йышӑнӑвӗ. Ку — коллективлӑ орган, ӑна председатель пулса муниципалитет пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ ертсе пырать». Унтан Сергей Козюра суйлав комиссийӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелекен саккун пур текелесе ӑнлантарнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Говорит Москва» портал ҫине таянса хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паянхи кун, Пӗтӗм Тӗнчери тус-юлташсен кунӗнче, «Ирӗклӗх» наци пӗрлешӗвӗ хӑйне евӗр акци пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. «Чӑваш нацин уйрӑмлӑхӗ вӑл - йӑхташӑмӑрсем Раҫҫей Федерацийӗн кашни тӑрӑхӗнче тенӗ пекех тӗпленсе пурӑнни. Раҫҫейӗпех сарӑлса пурӑнакан чӑвашсем вырӑспа ытти халӑх хушшинче «ирӗлсех» каяҫҫӗ, чӑвашлӑх туйӑмне ҫухатса вырӑсланса пӗтме пултараҫҫӗ. Республикӑмӑрта та ҫав чир пур», — тесе ҫырнӑ пӗрлешӳ халӑх сечӗсенчен пӗринче. Акци тӗллевне ҫапларах ӑнлантарнӑ. «Ҫак уява халалласа эпир халӑхӑн вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса яратпӑр: Интернетри халӑх тетелӗсенче (facebook, vk, instagram, ok, twitter т.ыт.т) тӑван чӑваш чӗлхипе, хамӑрла пурӑнакан хастар чӑвашсене пӗтӗҫтермелле, пӗр-пӗринпе хутшӑнтармалла, хамӑр хушӑра тӑван чӗлхепех калаҫмалла», — шухӑшлаҫҫӗ пӗрлешӳ хастарсем. Ҫак тӗллевпе халӑх тетелӗсенче кашнин пост лартмалла, унта хӑй пирки пӗр-ик сӑмах ҫырмалла, кама шыранине, кампа паллашас, туслашас килнине палӑртмалла. Постра #МАНПАТУСЛАШ хэштег лартмалла. Посчӗсене чӑвашла ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Раҫҫей пуштин Чӑваш Енри филиалӗпе пӗрле «Напиши письмо родителям» (чӑв. Аҫӑр-аннӗр патне ҫыру ҫырӑр) ятпа социаллӑ акци ирттерет. Акци ҫемье этем пурӑҫӗнче хаклине аса илтерес, ҫак шухӑша обществӑра сарӑс тӗллевлӗ. Мероприятине ҫемье кунӗ умӗн пуҫарнӑ. Ун вӑхӑтӗнче пирӗнтен кашниех атте-аннемӗрсем, асатте-асаннемӗрсем, кукаҫи-кукамайӑмӑрсем, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсем патне ҫыру вӗҫтерме пултаратпӑр. Алӑпӑ ҫырса. Акци утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таран тӑсӑлӗ. Ҫырусене районсенчи вулавӑшсене пырса памалла. Калас тенӗ ӑшӑ сӑмахлӑ йӗркесене вулавӑшсенче те шӑрҫалама май туса парӗҫ. Наци вулавӑшӗнче ҫыру ҫырма ятарлӑ сӗтел те хатӗрленӗ. Унта хут, ручка тата конверт хунӑ. Конвертсене вулавӑш ӗҫченӗсем пушта уйрӑмӗсене кайса парӗҫ. Ҫыру яма укҫа тӳлеттермӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин хысна предприятине хыпар ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехетре, ҫитнӗ. Йӗпреҫри ҫав кӗпер урлӑ «Нурӑс—Патӑрьел—Елчӗк» автоҫул иртет. Шыв пӑрӑхӗн бетон «хӳри» вӑйлӑ ҫумӑра тӳсеймен. Йӗпреҫре пулнӑ специалистсем шыв пӑрӑхӗ чиперех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ, катӑлнӑ вырӑн кӗпер ишӗлес тата машинӑсене каҫса ҫӳрес хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Ҫапах та ишӗлнӗ вырӑна пӳлме тата ӑна ҫирӗплетме йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |