Республикӑра
![]() Кӗҫех республикӑра полицейскисене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Вӑл ӑҫта пулӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарта. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла Шупашкарта полицейскисене халалланӑ палӑка илнӗ. Ун вырӑнне стела лартнӑ. Палӑка вара Ҫӗнӗ Шупашкарта лартма тесе илсе кайнӑ. Шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫленӗ ветерансем пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫлеме ыйтнӑ, проектпа смета документацине хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех стела эскизне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Ыркӑмӑллӑх счечӗ ҫине укҫа килме пуҫланӑ, ҫавна май строительство ӗҫӗ вырӑнтан тапраннӑ. Эппин, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ полицейскисене халалланӑ палӑк кӗҫех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина велосипедистсен колоннине пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедистсенчен виҫҫӗшӗ суранланнӑ. Туристсем Йошкар-Ола енчен Мускав еннелле пынӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пулман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, велосипедистсем ҫул хӗррипе пынӑ. Грузовик водителӗ самантлӑха тимлӗхе ҫухатнӑ имӗш. Туристсем Йошкар-Оларан Ҫӗнӗ Шупашкара килсе кунтан пуйӑспа киле кайма планланнӑ пулнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать. Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ. Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 14 ҫулти арҫын ача руль умне ларнӑ та аварие ҫакланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ҪҪХПИн пресс-служби пӗлтерет. Ку авари Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулнӑ. Арҫын ача 11-мӗш ҫурт умӗнчи сак ҫине пырса кӗнӗ. Телее, арҫын ача хӑй суранланман. 14 ҫулти ача ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автомобиль унӑн. Вӑл ӑна, хӑй каланӑ тӑрӑх, унччен мотоциклпа улӑштарнӑ. 14-ри ача руль умне епле ларма пултарнӑ-ха? Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Проблемы изучения чувашского искусства» (Чӑв. Чӑваш ӳнерне тӗпчессин ыйтӑвӗсем) темӑпа В.А. Васильев 2009 ҫулта пичетленӗ «Алексей Афанасьевич Кокель» кӗнекене сӳтсе явнӑ. Институт пуҫлӑхӗн ӑслӑлӑх тата аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Г.А. Николаев монографисене ӑсчахсем пӗрле пухӑнса сӳтсе явасси малашне йӗркене кӗрсе каясса шаннине пӗлтернӗ. Институтӑн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ыйту ҫивӗчлӗхне палӑртнӑ. В.А. Васильевӑн кӗнекине вӑл хурланӑ. Чӑваш Енри Художниксен союзӗн правленийӗн ертӳҫи А.П. Анохин та сӳтсе явакан ыйту пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Ю.В. Викторов профессор В.А. Васильева Кокель пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӗрӗс мар хыпар сарать тенӗ. Тухса калаҫнисенчен ыттисем те пӗр шухӑшлӑрах пулни сисӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрий Зорин тухтӑр Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗн, Шупашкар хулинчи анлӑ сарӑлнӑ шӑл клиникисенчен пӗрин тӗп тухтӑрӗн Юрий Зоринӑн Фейсбукри тусӗсем вӑл скандинави мелӗпе ирсерен залив хӗррипе утса ҫӳренине аван пӗлеҫҫӗ. Темле ҫанталӑкра та тухтӑр ятарлӑ икӗ туя алла илсе урама тухать. Спорт тумтирне тӑхӑннӑскер юрлӑ-ҫумӑрлӑ е ӑшӑ-сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах уҫӑлса ҫӳрет. Паян Юрий Зорин Т́ӑван радиора тата Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗнче харӑсах тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи салам» кӑларӑмра пулнӑ. Унта та вӑл спорт тумӗпех пынӑ. «Кӑларӑм кӑсӑклӑ пулнине ӗненес килет — кӗске вӑхӑтра эпӗ сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки, стоматологи тата профлактика пирки усӑллӑ чылай канаш пама тӑрӑшрӑм», — тесе ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акатуй вӑхӑтӗнчи савӑнӑҫлӑ самант Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче пурӑнакансен инфраструктурине аталантарма Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Укҫа парасси ҫинчен калакан хута районта иртнӗ Акатуй вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Михаил Игнатьев панӑ. Ял хуҫалӑх продукцине туса илессипе Патӑрьел районӗ республикӑра иккӗмӗш вырӑнта. «Ҫулталӑк пуҫланнӑрапа ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче сӗт суса илесси 20 процент ӳснӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн программисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫак тата ытти кӑтартусем района республикӑри хуласемпе районсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ районӑн обществӑлла инфраструктурине аталантарма паракан Гранта (6 млн тенкӗ) ҫӗнсе илме пулӑшнӑ», — хыпарлать асӑннӑ тӑрӑхри «Авангард» хаҫат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвне йӑлана кӗнӗ йӗркепе тӳрӗ эфирта хуравлать. Вӑл 12 сехетре пуҫланчӗ. Владимир Путин халӑх ыйтӑвне епле хуравланине «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» и «Радио России» радиостанцисемпе итлеме пулать. Ҫӗршыв ертӳҫи патне янӑ ыйтусем, хальлӗхе хускатнисем, социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннисем пулчӗҫ. Ҫынсене ӗҫ укҫи пӗчӗкки, вӑл укҫапа епле пурӑнмалли пӑшӑрхантарни сисӗнет. Аса илтерер, ыйтусене халӗ те йышӑнаҫҫӗ. Moskva-putinu.ru сайта кӗрсен ыйту памалли тӗрлӗ майпа усӑ курмаллине кӑтартнӑ. 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. СМС-ыйтусене 0-40-40 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Анчах унти ыйту 70 палларан вӑрӑм пулмалла мар. |
Тӗнчере
![]() Грузире Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасем те, амӑшӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 40 ытла ҫын ҫитнӗ. Конкурса Чӑваш Енрен 7 ҫулти Александрӑпа унӑн амашӗ Наталья Максимова хутшӑннӑ. Пӗчӗк Саша унччен те Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ, «Раҫҫейри пӗчӗк мисс» пулнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗпе Грузири конкурса йыхравланӑ. Наталья Максимова амӑшӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хӗрӗ те номинацире мала тухнӑ. Максимовӑсем чӑваш наци культурипе паллаштарнӑ: ялавӗпе, костюмӗпе, тӗррипе, сувенирӗсемпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Конкурс хыҫҫӑн Сашенькӑна Нью-Йоркри пысӑк мода эрнинче модель пулма чӗннӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин ирттерекен тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче залра пулакансене клеткӑллӑ е йӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма хушман. Тепӗр кунхине мухмӑрпа аптӑрасран малтанхи кун эрех ӗҫме те сӗнмен имӗш. Шыв нумай ӗҫме те каламан — кӑларӑм вӑраха тӑсӑлма пултарать. Тӳрӗ линие хутшӑнакансене «Петрово-Дальнее» пансионата пухнӑ имӗш. Ку пансионат РФ Президенчӗн ӗҫсен управленийӗн «Рублево-Успенский» сывлӑх комплексӗн пӗр пайӗ шутланать. Пансионата 100-е яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем — тӗрлӗ регионтан пухӑннӑ ҫынсем. РБК ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен ыйтӑвӗсене итлесе пӑхнӑ. Пурин те ыйтма май килмесси пирки те асӑрхаттарнӑ. Тӳрӗ лини паян 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене moskva-putinu.ru сайтра хӑварма пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |