Чӑвашлӑх
![]() Чунҫӳреве тухас умӗн Ҫирӗм саккӑрмӗш чунҫӳрев ҫула тухрӗ. Кӑҫал чунҫӳревҫӗсем Казахстанри Туркестана ҫитмелле. Чи пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулмалла — паян унта концерт лартӗҫ. Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино) ҫыннисем те чӑвашсен тӗп хулинчен ҫитнӗ хӑнасене хапӑл кӗтсе илессе шанаҫҫӗ. Водителӗсене шута илсен ҫула кӑҫал хӗрӗх ҫиччӗн тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ачасем. Чунҫӳрев мӗнле иртнипе туллин пирӗн сайтӑн Фейсбукри ушкӑнра тата Тваттер урлӑ паллашса тӑма пулӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ теҫҫӗ те, Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакансем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри ялта вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнче вӑл тӑрӑхри ушкӑнсенчен пӗринче ҫырни тӑрӑх хакласан халӑх вышка сывлӑха сиен кӳресрен пӑшӑрханса ӳкнӗн курӑнать. Анчах ҫав вӑхӑтрах тепӗр япала та – ӑмсану – сисӗнет. Вышкӑна вырнаҫтарма уйрӑм ҫын, Матвей ятлӑскер, хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче ирӗк панӑ иккен. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», - текенскерсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева та йыхравланӑ. Пухурисем яваплисене тата тӳре-шарана вышкӑна ялтан аяккарах илсе кайма ыйтнӑ. Халӗ вӗсем пуҫлӑхсем хӑйсене илтӗҫ-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне Николай Федорова чысласси пирки хушу кӑларнӑ. Кун пирки право информацин официаллӑ интернет-порталӗнче пӗлтернӗ. Хушура Чӑваш Енӗн экс-президентне, Федераци Канашӗн пайташне Николай Федорова Александр Невский орденӗпе чысласси пирки каланӑ. Владимир Путин ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Федорова ҫак пысӑк наградӑпа Раҫҫей парламентаризмне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата саккун ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Власть» Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен деклараци капманине пӗтемлетнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ертӳҫӗсем кризиса парӑнтарса тупӑша пысӑклатнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗр улпучӗсен списокне лекнӗ. Вӑл унта иккӗмӗш вырӑнта. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 50 пин тӑваткал метр ҫӗр. Пӗрремӗш вырӑнта – Брянск облаҫӗн пуҫлӑхӗ Александр Богомаз. Виҫҫӗмӗш вырӑна Сахалин облаҫӗн ертӳҫи Олег Кожемяко лекнӗ. Михаил Игнатьев пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни пирки те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Михаил Васильевич 2016 ҫулта 3 миллион та 739 пин те 245 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку – ӗҫ вырӑнӗнчи шалу. Пӗтӗмӗшле тупӑш вара 4 миллион та 163 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Чӑваш Енри пӑхаттир-пуҫлӑх Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пырать. Паян Шупашкар районӗнчи Станьялӗнче Муниципалитет пӗрлешӗвӗн служащийӗн тата пуҫлӑхӗн X кунӗ иртнӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, Михаил Игнатьев Элтепер хутшӑннӑ. Виҫӗ енлӗ спорт ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров пӗрремӗш вырӑн йышӑнса «Пӑхаттир-пуҫлӑх» номинацире палӑрнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗнчи Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗнчи Денис Денисов. Утӑ чи вӑйлӑ ҫулакан пуҫлӑх — Хӗрлӗ Чутай район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров, иккӗмӗшӗнче — Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Моисей Спиридонов тӑванӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Моисей Спиридонов художникӑн тӑванӗсем пулнӑ. Кун пирки асӑннӑ учрежденин ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Музейра Моисей Спиридоновӑн тӑванӗн хӗрӗ О.И. Меркурьева тата ыттисем пулнӑ. 94 ҫулта пулин те ӳнерпе тата культурӑпа малтанхиллех кӑсӑкланать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнчи музея чылай ҫул ертсе пынӑ. Енӗш Нӑрваш — Спиридоновпа Сверчков художниксен тӑван тӑрӑхӗ. О.И. Меркурьева мӑшӑрӗ П.М. Меркурьев чӑвашсен этнографийӗпе темиҫе ярӑмпа ӳкернӗ. Моисей Спиридонов — чӑваш живописецӗ, графикӗ. 1890 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1912-1918 ҫулсенче Питӗрти ӳнер академийӗн Аслӑ ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор мастерскойӗнче вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех Ӳнер академиӗн Аслӑ Вӗренӳ курсӗсене пӗтернӗ. Шӑхасанти педагогика техникумӗнче вӗрентнӗ, Чӑваш облнаробразӑн ИЗО уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Улатӑрти «Янтарный» ача-пӑча уйлӑхӗнчен 15-ри хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, канма кайнӑ хӗрача уйлӑхран хӑй тухса кайнӑ. Ача Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Директор амӑшӗпе иккӗшӗн хушшинчи хутшӑну лайӑхах маррине пӗлтернӗ. Ача шӑпах ҫавна пула тухса тарма пултарнӑ тесе шухӑшлатчӗҫ. Турра шӗкӗр, хӗрача таса сывах, ӑна шыраса тупнӑ. Апла пулин те уйлӑхран ача тухса кайма пултарни йӗркеллӗ япала мар. Ҫавна кура прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор орган шухӑшланӑ тӑрӑх, уйхлӑхра канакансемпе ӗҫлесе ҫитерейменни палӑрнӑ. Хуралҫӑсен тимсӗрлӗхне палӑртнӑ. Уйлӑхра хурала лайӑхрах йӗркелемелли куҫкӗрет. Уйлӑх ертӳҫисем ача ҫухалнине право органӗсене ҫийӗнчех пӗлтермен. Палӑртнӑ кӑлтӑк пирки прокуратура уйлӑх ертӳҫисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Владимир Петров. Евгений Павленко тунӑ сӑн Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун йышӑнма сӗннӗ — арҫынсене арӑмӗсене улталасан, е тепӗр май айӑккинелле чупсан, штрафлама сӗннӗ. Ҫак саккун проектне Ленинград облаҫӗн Саккун хатӗрлекен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Петров хатӗрленӗ. Кун пирки Ura.Ru портал паян хыпарланӑ. Владимир Петров ҫак саккуна Патшалӑх Думинче намӑс сӑмахсемпе ҫемьере усӑ курнишӗн штрафлама сӗннӗ хыҫҫӑн хатӗрленӗ. Парламентари шухӑшӗпе халӑха намӑс сӑмахпа усӑ курма чарма юрамасть. Апла йышӑнсан ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те чарӑнӗ, промышленность ӗҫлеймӗ. Владимир Петров шухӑшӗпе арҫын арӑмне улталанине миравай тӳресем пӑхса тухма тивӗҫ. Айӑккинелле чупнине пӗлсен айӑпа кӗнӗ арҫынна е штрафламалла, е килтен тухмалла мар йышӑнмалла имӗш. Владимир Петров пӗлтернӗ тӑрӑх унашкал саккунсем йышӑнсан арҫынсем арӑмӗсене улталама та пӑрахӗҫ, вӗсен ҫӑварӗсенчен намӑс сӑмахсемпе те тухмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать. Ыттисем кантӑкран «ку кӳршӗ мӗн тиесе килчӗ-ха?» тесе ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ. Ушкӑнпа ӗҫлесси пӑрахӑҫа туха пуҫларӗ, ытларах кашни уйрӑм пурӑнма тӗмсӗлет мар-и? Е эпӗ йӑнӑшатӑп... Нимелле, е тепӗр май ушкӑнпа ӗҫлесси вара пирӗн халӑха сӑнлакан чи пӗлтерӗшлӗ паллӑсенчен пӗри шутланать. Вырӑсланса пынӑ май эпир ҫак хамӑрӑн йӑлана та манса пыратпӑр. Паянхи пурнӑҫӑн йӗрки ҫапларах тесе тӳрре кӑларас килмест ман ҫакна. Тем тесен те ҫак пулӑмӑн чӑн сӑлтавӗ — хамӑр халӑхран писсе, тӑван чӗлхене сирсе ют чӗлхе ҫине куҫнӑ май «ютла» (е тепӗр май — вырӑсла) пурӑнма хӑтланни. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Наци телекуравӗн эфирӗнче паян «Учим чувашский» (чӑв. Чӑвашла вӗрентепӗр) телекӑларӑмӑн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлмалла. Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ ярӑмра куракансем Мускавран Шупашкара килнӗ Андрейпе паллашӗҫ. Андрей вара иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне хӑнана чӑваш чӗлхи вӗренме килнӗ. Иккӗмӗш сезон 6 кӑларӑмран тӑрӗ. Вӑл вӑхӑт хушшинче Андрей интереслӗ ҫынсемпе паллашӗ, ҫӗнӗ чӑваш сӑмахӗсене вӗренӗ, чӑваш чӗлхин ҫыру йӗркине ӑса хывӗ. Ҫӗнӗ ярӑмри пӗрремӗш кӑларӑм эфира паян тухӗ, ӑна 20:30 вӑхӑтра курма май пулӗ. Асилтеретпӗр, «Учим чувашский» кӑларӑма «Хавал» хастарсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш наци телекуравӗ пӗрле хатӗрлеҫҫӗ, вӑл вӗсен пӗрлехи проекчӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |