Тӗнчере
![]() Модель агентствин сӑнӳкерчӗкӗ Турцире Пӗтӗм тӗнчери «Miss Apollon 2018» илемӗх конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Енри чиперуксем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ҫӗршыв пикисемпе ҫак ята тата коронӑна тивӗҫессишӗн тупӑшӗҫ. Тӗнче шайӗнчи конкурс кастингӗ витӗр Чӑваш Енри темиҫе пике тухнӑ. Финал Турцири Дидим хулинче ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ. Пирӗн модельсем унта ҫитсе отеле вырнаҫнӑ ӗнтӗ, финала хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Палӑртмалла: Турцие Александра Николаева, Евгения Матвеева, Ванесса Васильева тата Марина Панова кайнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Волга Моделис» модель агентствинче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пикесем Турцие хӑйсем тӗллӗн кӑна кайман, педагогӗсем те пӗрле пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Калининград облаҫӗнче Балти флочӗн матросӗпе пӗлӗшӗ судра явап тытнӑ. Вӗсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫар карапӗ ҫинчен ҫур тонна ытла топливо вӑрлама тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫак хура ӗҫе пурнӑҫлама матроса пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Анчах иккӗшӗн те, Иван Пуховский аслӑ матросӑн тата унӑн пӗлӗшӗн Валентин Шкалевӑн, суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене преступлени вырӑнӗнче полицейскисем тытса чарнӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак ҫамрӑк арҫынсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщик базинчен 590 килограмм топливо вӑрлама тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 17 пин те 760 тенкӗлӗх. Балти гарнизон ҫар сучӗ Пуховские – 30 пин тенкӗлӗх, Шкалева 27 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Сӑмах май, БТ-212 тральщике «Ҫӗнӗ Шупашкар» ята пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекене» тата «Ҫулталӑкри воспитателе» суйланӑ. Ҫак ятсене кӑҫал кам тивӗҫнӗ-ха? Шупашкарти 12-мӗш шкулта ачасене математика вӗрентекен Татьяна Андреева чи маттурри пулнӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн пӗтӗмпе Чӑваш Енри 123 педагог тупӑшнӑ. Татьяна Андреева Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Чи лайӑх воспитатель вара Ҫӗмӗрлере пурӑнать. Елена Михайлова хулари «Родничок» ача пахчинче вӑй хурать. Кӑҫал вӑл «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Ҫӗрпӳ хулин ҫыннисен шывсӑр ларма тивет-ши вара? Паян унта сивӗ шыв пӑрӑхӗ ҫинче (вӑл 500 миллиметр диаметрлӑ) авари пулни пирки пӗлтереҫҫӗ. Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче шыв пама пӑрахнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлу пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари вырӑнӗнче специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, пӑрӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ. Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче 14 пин те 718 ҫын шывсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки ЧР Строительство министерстви хыпарлать. Сӑмах май, ҫулла ҫитнӗ май Шупашкар хулинче те вӑхӑтлӑха вӗри шыв пама пӑрахаҫҫӗ. Ҫак хушӑра специалистсем юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Малтан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчисем вӗри шывсӑр юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Базиль Кириллов
Ҫук ҫӑкалӑх ҫумӗнчи Касман Турта Пуҫӗнчи Арӑ-пирӗш тӑмпӑшал Тунӑ пулать тӑм пӑшал.
Паллах, ҫук-ха тӑм писмен, Анчах пӗтмен тӑмписмен.
Ҫукпа пӗрех ҫын ҫиен, Анчах нумай ҫынҫиен. Ҫынҫиен вӑл, хӑямат, Сӑмахпа ялан кӑшлать.
«Хӗр ача ҫуратнӑ тет...» Уҫӑмсӑрлӑх пӗтерет: Ах анчах та ах анчах, Кам ҫинчен пырать сӑмах.
Хамӑр ялти пуш хирте Манӑн чунӑм пушхирте.
Хирте ӳсет хуртути, Кӗмест унран хур тути.
Хумханать ҫирӗк тӑрри, Сиккелет ҫирӗктӑрри. Ӑнланмалла мар темле, Кайӑкне пӗрлех ҫырар.
Тулӑх пулнипе ҫӗр-шыв Килӗшет Тӑван Ҫӗршыв.
Виҫсӗмӗр те пӗртӑван. Килмерӗ-ха пӗр тӑван.
Ҫинӗшӗнех хыт кукар Пулмӑп-тӑмӑп хыткукар.
«Эс килетӗн тӗк курма Савӑнатӑп-ха, кумма», — Тесе ӑшшӑн ҫырнине Хурав илтӗм ирхине.
«Тӗк курмашкӑн» ҫӳреме Ӗҫсӗр мар эп, шеремет. Килетӗн-тӗк ман пата Ҫийӗн лайӑх апата, Савӑнатпӑр, тупата. |
Республикӑра
![]() Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ. Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Арӑмӗпе упӑшки хӑйсен хваттерне, Шупашкарти И.Франко урамӗнче вынаҫнӑскере, тара панӑ. Анчах унта вӑхӑтлӑх пурӑннӑ ҫын хваттерте хостел уҫнӑ. Хайхискер ҫывӑрмалли 8 кравать лартнӑ, алӑк ҫине хваттерпе усӑ курмалли правилӑсене ҫырса ҫакнӑ, «Контактра» халӑх тетелӗнче хостел пирки пӗлтерӳ панӑ. Вӑл пӗр вырӑншӑн талӑкра 1500 тенкӗ ыйтнӑ. Хуҫисем ҫакна пӗлсен суда панӑ. Айӑпланакан судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хваттере командировкӑна килнӗ ҫынсене ҫывӑрма янӑ. Хостелпе усӑ куракансен шучӗ 2-5 ҫын таран пулнӑ. Вӑл вӗсемпе субаренда килӗшӗвне пӗр талӑклӑха алӑ пуснӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл пурӑнмалли кӗтесе хостел пек мар, хваттер евӗр усӑ курнӑ. Суд хваттер харпӑрҫисене пурӑнмалли кӗтесе хӑна ҫурчӗ йӗркелемешкӗн тара пама чарнӑ. Арҫыннӑн вара приговор вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн 10 кунран Франко урамӗнчи хваттерте хӑна ҫурчӗ йӗркелеме пӑрахмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнарти шыв управӗнче арҫын путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата хыпарланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче арҫын кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ. Хайхискер Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫын пулӑ ытларах тытас тесе плотина ҫывӑхнерех ишсе пынӑ. Кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пулӑҫӑ вара шывран ишсе тухайман, путса вилнӗ. Арҫын Кӳстӳмӗр ялӗнчен мар, вӑл урӑх ялта пурӑннӑ. Шел те, пулӑҫӑн пурнӑҫӗ ытла та ир сарӑмсӑр татӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта кӑна пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайра ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем «Шевроле Лачетти» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӗрарӑм ларнӑ. Салонра унӑн пӗчӗк ывӑлӗ те пулнӑ. Инспекторсем ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ. Водитель медицина освидетельствованийӗ витӗр тухма килӗшмен. Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм руль умне унччен те ӳсӗрле ларнӑ. Руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ывӑлӗпе ларма шикленмен хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Автоледин куншӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта «Лашана шыва кӗртни» ятлӑ скульптура вырӑн тупма пултарать. Ҫак кунсенче хулари ӳнер канашӗн пайташӗсем Петр Пупин скульпторӑн проектне пӑхса тухнӑ. Скульптор ӑна «Спутник» микрорайонта вырнаҫтарма сӗнет. Лаша ҫывӑхӗнче – виҫӗ ача. Ларӑва хутшӑннӑ ҫынсем вӗсенчен пӗринче Андриян Николаев космонавтӑн ача чухнехи сӑнне палӑртнӑ. «Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май скульптурӑна тата ятне улӑштарма та пултарӗҫ. Петр Пупинӑн ҫак ӗҫӗ Кузьма Петров-Водкинӑн «Хӗрлӗ лашана шыва кӗртни» картинипе пӗр пекрех. Вӑл Третьковка галерейинче упранать. Пупинӑн ӗҫӗнче вара виҫӗ ҫаппа-ҫарамас ача лашана ҫӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |