Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -24.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Светлана Каликова
Светлана Каликова

Ӗнер Чӑваш Ен Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумне Светлана Каликована ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ҫапла хушӑва республика ертӳҫи Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ.

Светлана Каликовапа ҫыхӑннӑ тепӗр хушу та пулнӑ. Ӗнерех Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӑна цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫакӑн пирки премьер-министр 765-р номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.

Светлана Каликова малтан Элтепер Администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи те пулнӑ. Вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пресс-секретарьте те ӗҫленӗччӗ.

 

Республикӑра
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗвесемшӗн явап тыттарнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗн прокуратури асӑннӑ тӑрӑхра гидротехника сооруженийӗсене (ансатрах каласан ку вӑл пӗвесем тенине пӗлтерет ӗнтӗ) епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.

Надзор органӗн специалисчӗсем ял тӑрӑхӗсенче хӑйсен балансӗ ҫинчи пӗвесене тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ. Ҫавӑн валли хыснара укҫа та пӑхса хӑварман иккен.

Гидротехника сооруженийӗсене ыррӑн пӑхса тӑманнине кура Етӗрне районӗнчи виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ пӑхса тухса ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Политика
Анастасия Леонтьева ӳкернӗ видеоран
Анастасия Леонтьева ӳкернӗ видеоран

Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче, Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пулнӑ. Ун чуне вӑл хулапа питӗ кӑмӑлсӑр юлнӑ. Паян кӑнтӑрла ҫынсем ӑна каллех Ҫӗнӗ Шупашкарта асӑрханӑ. Анчах хальхинче Элтеперпе хуралҫӑсем пулман.

Михаил Васильевич Ҫӗнӗ Шупашкара велосипедпа ҫитнӗ. Пӗчченех пыраканскер ҫурт картишӗсене те кӗрсе ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫакна халӑх корреспонденчӗ Анастасия видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.

Видеора Михаил Васильевич камера ҫине пӑхма, Анастасийӑпа шӳтлеме ӗлкӗрнӗ. Элтепер администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вара, Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлӗ инспекципе пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53092
 

Персона

Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумне Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑлах Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ.

Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнин сӑлтавне пӗлтермен. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен Михаил Игнатьев хӑйне информаци уҫлӑхӗнче хӳтӗленӗшӗн халӑх умӗнчех кӑмӑлсӑрланнӑ.

Светлана Каликова ку должноҫра 3 ҫул ӗҫленӗ. Малтан вӑл Элтепер администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи пулнӑ.

Аса илтерер: унчченхи пресс-секретаре Михаил Вансяцкие Элтепер 2015 ҫулта, республика пуҫлӑхӗн суйлавӗ умӗн, ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Культура
Маргарита Красотина сӑнӳкерчӗкӗ
Маргарита Красотина сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче черетлӗ премьерӑна хатӗрленеҫҫӗ. «Аттила — халап ҫурални» балет лартассипе ӗҫлени ҫинчен театр директорӗ Валерий Клементьев, Данил Салимбаев балетмейстер, Валентин Федоров художник, Сергей Кисс музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик, Андрей Галкин композитор журналистсене пухсах каласа кӑтартнӑ.

Аттила кун-ҫулӗ пирки тӗплӗн татса калани ҫук. Хунсен патши пулнӑскер пиллӗкмӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Аттилӑна халалланӑ балет тӗнчере халиччен пулман. Опера вара лартнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӗҫченӗсем истори кӗнекисене шӗкӗлченӗ, историксемпе калаҫнӑ.

Балет премьерине куракансене ӳнер учрежденийӗ юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йыхравлӗ.

 

Раҫҫейре
Керчь.ФМ сайтри сӑн
Керчь.ФМ сайтри сӑн

Паян, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Крым Республикинчи Керчь хулинчи пӗр колледжра сирпӗнӳ пулнӑ. Сирпӗннӗ хатӗре хальлӗхе палӑртайман.

Инкекре пурӗ 19 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. 20 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Сирпӗнӳ вырӑнӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригадисем, ИӖМ тата ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Колледжа сирпӗтни пирки РФ Президентне Владимир Путина пӗлтернӗ. Владимир Владимирович аманнисене ҫӗршыври чи лайӑх медицина центрӗсене илсе ҫитерме хушнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Инкек пулнӑ вырӑна Крым пуҫлӑхӗ Сергей Аксенов ҫитнӗ. ИӖМӗн «Ил-76» самолечӗ те Керчь хулине вӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53077
 

Чӑваш чӗлхи
Алена Ялманова тунӑ сӑн
Алена Ялманова тунӑ сӑн

Алена Ялманова Шупашкарти пӗр чарӑну ятне тӗрӗҫ мар ҫырнине асӑрханӑ. Чӑтса тӑрайман – кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

Чӑннипе, чарӑну ячӗсене вырӑсларан чӑвашла тӗрӗс мар куҫарнине ҫынсем пӗрре мар асӑрханӑ. Хальхинче вара сӑмах «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» общество транпорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать.

Чарӑну ҫине «Ҫеҫпӗль» кинотеатр» тесе ҫырнӑ. Ун хыҫӗнчех унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт (унта халӗ Ҫамрӑксен театрӗ) ларать. Ҫурт ҫине ята вырӑсла та, чӑвашла та тӗрӗсех ҫырнӑ. Чарӑну ятне те ӑна пӑхса тӗрӗс ҫырасчӗ хӑть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53086
 

Спорт

Чӑваш Енри спортсменкӑсем ӑмӑртуран ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Ӗнер Анастасия Кирилловӑпа Регина Миндубаевӑна Шупашкарта кӗтсе илнӗ.

Хӗрсем самбо енӗпе кӗрешнӗ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тбилисире иртнӗ. Анастасийӑпа Регина Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Тупӑшура 30 ҫӗршыври 250 ытла спортсмен кӗрешнӗ.

Регина 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Анастасия вара хӑйӗн виҫинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртмалла: хӗрсем Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.

 

Персона
Виталий Сергеев профессор
Виталий Сергеев профессор

Ӗнер Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗн, профессорӑн, чӑваш чӗлхеҫин Виталий Сергеевӑн куҫӗ хупӑннӑ.

Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пӗр аса илӗвӗнче вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ун чухне вӗсен тӑван ялӗ Красноармейскине кӗнӗ, каярах Элӗк районӗн йышне лекнӗ. «Вырӑнӗ питӗ илемлӗ, Сурӑм вӑрманӗ ҫумӗнче, шывлӑ-вӑрманлӑ, кайӑклӑ», — ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ вӑл 2011 ҫулхи кӗркунне.

Хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ачасене 4 чӗлхепе — чӑваш, вырӑс, акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисемпе — вӗрентнӗ вӑхӑта педагог ӑсталӑхне туптама май панӑ ҫулсем тесе аса илнӗ.

«Ӑшӑ кӑмӑллӑ. Ӑслӑ. Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касакан», — тесе хаклаҫҫӗ профессора унӑн ЧПУри вӗренекенӗ пулнисем.

Виталий Сергеева юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӑван ялӗнче пытарӗҫ.

 

Ӑслӑлӑх

Эрнекун, юпан 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Чӑн чӑваш филологийӗ: иртнӗ ӗмӗр ӑслӑлӑхӗ е пирӗн пуласлӑх?» ятпа ҫавра сӗтел иртмелле. Ӑна паллӑ чӗлхеҫӗ, литературӑпа ӳнер тӗпчевҫи, обществӑпа политика ӗҫченӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ А.П. Хусанкай 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Пуҫламӑшӗ 13 сехетре. Чӑваш филологипе кӑсӑкланакансене пурне те ҫавра сӗтеле хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Сӑмах май, Атнер Петрович Хусанкай 70 ҫул тултарнӑ ятпа ун ӗҫӗсен тата унпа ҫыхӑннӑ статьясен кӑтартмӑшне хатӗрлеҫҫӗ.

Атнер Петрович Хусанкай — Петӗр Хусанкайпа Вера Кузьминан ывӑлӗ. Вӑл 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премисен лауреачӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/862.html
 

Страницӑсем: 1 ... 2154, 2155, 2156, 2157, 2158, 2159, 2160, 2161, 2162, 2163, [2164], 2165, 2166, 2167, 2168, 2169, 2170, 2171, 2172, 2173, 2174, ... 4087
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 03

1930
96
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1937
89
Чебанов Анатолий Софронович, чӑваш драматугӗ, сӑвӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...