Чӑвашлӑх
![]() Сантр Савкилта Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне — чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта. Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Альберт Айзманӑн «Прощальный поход» кӗнеки пичетленнӗ. Кӑларӑмӑн редакторӗ — Борис Чиндыков. Вӑлах кӗнекене пухса хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ 1000 тиражпа пичетленнӗ. Кӗнекене калавсем тата Николай Айзман (1905–1967) ҫинчен биографилле роман кӗнӗ. Ҫапла, кунта сӑмах паллӑ чӑваш драматургӗ, режиссерӗ тата актерӗ, «Кай, кай Ивана» камит авторӗ пирки пырать. «Прощальный поход» кӗнекере 1950—1960 ҫулсенчи пулӑмсене ҫутатнӑ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем — ахаль ҫынсем: студентсем, рабочисем тата ватӑсем. Пурнӑҫри кӑткӑс самантсене вӗсенчен кашниех хӑйне майлӑ йышӑнать. Кӗнекен пӗрремӗш пайне Альберт Айзман ашшӗн, Николай Айзманӑн, ал ҫырӑвӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнче — «Написать комедию…» биографилле роман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ. «Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр. Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи тӑванла масарӑн асӑну палӑкӗ умне чӗрӗ чечек ҫыххисем хунӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, студентсем, шкул ачисем т.ыт.те пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе чечек кӑшӑлне республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем хунӑ. Историллӗ паллӑ вырӑна кашни ҫулах ветерансемпе пӗрле ертӳҫӗсем пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула госпитальсенче пурнӑҫран уйрӑлнӑ салтаксен палӑкӗ умне чӗрӗ чечек ҫыххи хураҫҫӗ. Госпитальте сурана пула 80 ытла ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Елчӗк районӗнчи пӗр ялта 43 ҫулти арҫынна вӗлле хурчӗ сӑхнӑ. Аллерги пулнӑран вӑл аптӑраса ӳкнӗ. Ҫакна кура ҫывӑх ҫыннисем васкавлӑ медицина пулӑшӑвне чӗннӗ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтерет. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, арҫынна ҫалса хӑварма май килмен — тухтӑрсем ҫитиччен вӑл сывлама чарӑннӑ. Специалистсем аллергипе нушаланакансен хӑйсемпе пӗрле ятарлӑ аптека тата аллергипе чирлӗ ҫыннӑн паспортне илсе ҫӳремеллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Пыл хуртне е сӑпсана асӑрхасан ал-урапа сулкалашма-тапкалашма, чупма-тарма юраманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Лапкӑ тӑрсан е ларсан хурт-хӑмӑр хӑех ҫынран хӑпӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шахматла вылякансен пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран ахаль ҫынсенчен вӑрӑмрах, вӗсем ҫичӗ-сакӑр ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ку виҫе 14 ҫул таранах пысӑк. Кун пирки ӑсчахсем нумай пулмасть PLoS One журналта статья пичетлесе пӗлтернӗ. «Эпир шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫӗ кӗскерех пулни пирки калакан халапӑн тӗрӗсмарлӑхне кӑтартрӑмӑр. Чӑннипе вӗсем ахаль ҫынсенчен самай ытларах пурӑнаҫҫӗ — хӑш-пӗр чухне ку виҫе нормӑран 14 ҫултан та иртет. Ку уйрӑмах Раҫҫейре палӑрать — ҫынсен вӑтам пурнӑҫӗ кӗске чухне», — ҫапларах пӗлтерет статьяра Мельбурн (Австрали) университетӗнчи ӑсчах Филипп Кларк. Хӑйсен тӗпчевӗнче вӗсем 1200 шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫне тӗпченӗ. Ҫав шута пурнӑҫран уйрӑлма ӗлкӗрнисем те кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче вырӑнти шкулсенчен пӗринче тӑваттӑмӗш класра вӗренекен шӑпӑрлансем ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Ҫак маттурсем — хулари 6-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класра пӗлӳ пухакансем. Ҫӗмӗрле хулинчи Халӑха туллин пулӑшу кӳрекен центрӑн «Восточный» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) участокӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ волонтерсен центрӗ ӗҫлет иккен. Ҫав йыша хулари 6-мӗш шкулта вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, волонтерсем ҫулталӑкӗпех хастар ӗҫлеҫҫӗ, аслӑ ҫулхисене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. 4-мӗш «в» класра вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май А.В. Васина социаллӑ ӗҫченпе Николай Чугунов вӑрҫӑ ветеранӗ патне кайнӑ. Вӗсем ватӑн килӗ умӗнчи кивӗ ҫулҫа шӑлса пуҫтарнӑ, вак-тӗвек хӑрӑк-турата тата ҫӳп-ҫапа тасатнӑ. Ӗҫ вӗҫленсен Николай Федорович вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ. Ачасем ӑна хӑйсен аллипе ӑсталанӑ Георгий лентине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Патӑрьел районӗнче Раҫҫее кӳрсе килме юраман панулми сутнӑ. Ӑна прокуратурӑпа Россельхознадзор тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Патӑрьелти пасарта тӗрӗслев пулнӑ. Ун чухне Литва Республикинчен кӳрсе килнӗ 10 килограмм панулми тупса палӑртнӑ. Ун ҫинчи этикетка та ҫимӗҫ ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Анчах фитосанитари тата тавар докуменчӗсем пулман. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫимӗҫе туртса илесси пирки акт ҫырнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫченӗсен умӗнче тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Клавдия Афанасьева Чӑваш Ен спортсменкине Клавдия Афанасьевӑна дисквалификациленӗ, вӑл тӗнче чемпионатне лекеймест. Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пирӗн ентешсӗр пуҫне Ольга Елиеевӑна, Юлия Липановӑна, Сергей Шарыпова, Сергей Широбокова нейтраллӑ спортсмен статусӗнчен хӑтарнӑ, хӑвӑрт утас енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне кайма чарнӑ. Ӑмӑрту Китайри Тайцанра ҫу уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче иртет. Клавдия Афанасьева – Етӗрне районӗнчен. Вӑл Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлет. Клавдия – спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти шкул ачисем хула историне вӗренме пуҫлӗҫ. Заняти эрнере пӗр хутчен иртӗ. «Манӑн хула Шупашкар» предмета 5-9-мӗш классем ҫур ҫул вӗренӗҫ. Халӗ ӑна 19 шкулта кӑна шӗкӗлчеҫҫӗ. 1999 ҫулта ун чухнехи мэр Анатолий Игумнов пуҫарӑвӗпе истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Антонина тата Владимир Даниловсем, Татьяна Иванова Шупашкар пирки кӗнеке ҫырма пуҫланӑ. 5-мӗш классем валли пӗрремӗш кӗнеке 2000 ҫулта тухнӑ. 2001-2004 ҫулсенче 6-9-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ, анчах 5-мӗш класс кӗнеки ҫеҫ ҫӗнӗрен пичетленнӗ. Халӗ авторсем пособисене тепре кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кун валли хула администрацийӗ укҫа уйӑрӗ. Кӗнекенсем тата интереслӗрех пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |