Вӗренӳ
![]() «Эпӗ пӗчӗҫӗ чӑваш» видесӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Номинацисем тӑрӑх: Николай Ишентей сӑввисем, чи кӗҫӗннисем: 1 вырӑн: Лидия Якимова (2 ҫулта, Етӗрне районӗ); 2 вырӑн: Арина Сорокина (5 ҫулта, Шупашкар районӗ); 3 вырӑн: Елизавета Долматова (6 ҫулта, Ҫӗнӗ Шупашкар хули). Николай Ишентей сӑввисем, шкул ҫулне ҫитменнисем: 1 вырӑн: Матвей Андреев (6 ҫулта, Канаш районӗ); 2 вырӑн: Ирина Фёдорова (5 ҫулта, Етӗрне районӗ); 2 вырӑн: Валерия Волкова (6 ҫулта, Муркаш районӗ); 3 вырӑн: Кирилл Мессер (6 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗ); 3 вырӑн: Полина Николаева (5 ҫулта, Ҫӗрпӳ районӗ); 3 вырӑн: Василиса Жучкова (5 ҫулта, Шупашкар районӗ). Шкул ачисем хушшинче: 1 вырӑн: Диана Салмина (9 ҫулта, Патӑрьел районӗ); 2 вырӑн: Мария Адюкова (9 ҫулта, Елчӗк районӗ); 2 вырӑн: Данил Макаров (9 ҫулта, Патӑрьел районӗ); 3 вырӑн: Елена Смирнова (11 ҫулта, Куславкка районӗ); 3 вырӑн: Нина Албутова (12 ҫулта, Шӑмӑршӑ районӗ); 3 вырӑн: Анжелика Ларева (11 ҫулта, Ҫӗрпӳ районӗ). Аслисем хушшинче: 1 вырӑн: Маргарита Черняева (Ҫӗрпӳ районӗ); 2 вырӑн: Лина Паркина (Хӗрлӗ Чутай районӗ); 3 вырӑн: Татьяна Яковлева (Йӗпреҫ районӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри ачасем тӳлевсӗр канма пултараҫҫӗ. Ун пек путевкӑсем пурне те тивӗҫмеҫҫӗ-ха, ҫапах та май пуррисем те вӗсене хальлӗхе илсе пӗтермен. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн вӗренӳ министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов ачасене ҫуллахи вӑхатра кантарма путевка парас кампани епле пынипе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, кӑҫал ҫулла 102 пин ытла ачана тӗрлӗ майпа канма тата сывлӑха ҫирӗплетме майсем туса парасшӑн. Тӳлевсӗр тата хакӑн 5 процентне тӳлемелли путевкӑсем Чӑваш Енре тӑрса юлнӑ. Путёвка паракан кампани кӑҫал пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Тӳлевсӗррисене пилӗк е ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене, сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, кунсӑр пуҫне тата харсӑрланса ҫӳрекен ачасене параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() bonus-ekb.ru Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти ӗҫ-хӗле тишкернӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ правасене кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 53 пин ытла регистрациленӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 5 процент нумайрах. Пайҫӑ пулса хваттер илес кӑмӑллисен шучӗ кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 55 процент нумайланнӑ. Ипотекӑпа туяннӑ ҫурт-йӗр шучӗ 57 процент хушӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах дача амнистийӗ текен саккунпа (ку вӑл ҫурт-йӗре ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе регистрацилессине пӗлтерет) усӑ курма хыпӑнакансен йышӗ сахалланнӑ. Ҫӗр илекенсен хисепӗ пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен 22 процент чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паянтанпа Чӑваш Енре пушара хирӗҫле тапхӑр тесе йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ тарӑх, вӑрмансене пушартан сыхлас тӗлӗшпе мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вара Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим йышӑнӗҫ. Ун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ятарлӑ хута алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вӑрманта кӑвайт чӗртекен тата ҫавӑн пек пуҫтахланакансене 5 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, предприяти-организацисене саккун 500 пинтен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таранлӑх явап тытарма ирӗк парать, должноҫри ҫынсене — 50 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Тӗрӗк тӗнчин «Урмай залида» халӑхсем хушшинчи культурӑпа ӳнер фестивалӗ иртӗ. Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унтах тутарсен фольклорпа этнографи ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарӗҫ. Чӑваш Енри уйрӑм юрӑҫсем те концерта хутшӑнмалла. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрти тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи тутар культурин центрӗн хастарӗсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем концерт кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Урмаелти культура ҫуртӗнче гала-концерт иртӗ. Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен Сабантуй та фестиваль тӑсӑмӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи фермер хуҫалӑхне тытса тӑракан пӗр этем Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствине улталаса хыснаран укҫа илнӗ. Сӑмах май, фермер — районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Ӗҫӗ-пуҫӗ 2016 ҫултах пулнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ минераллӑ удобрени илтӗ тесе суя хутсем хатӗрленӗ имӗш, ҫавна вӑл министерствӑна тӑратса хыснаран 150 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн республикӑри упарвленийӗн тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн фермер укҫана хыснана хӑй ирӗкӗпе тавӑрса панӑ-ха. Апла пулин те депутта-фермер ҫылӑхӗ каҫман. Фермер ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вырӑнти прокурор ӑна ҫирӗплетнӗ те Вӑрмар район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вулавӑш корпусне тӗпрен юсасшӑн. Здание тулашӗнчен кӑна мар, шалтан та ҫӗнетӗҫ. Анчах хальлӗхе ЧПУ фасадне улӑштармашкӑн кӑна 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Аукцион ирттересси пирки ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпар лартнӑ. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Электрон суту ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Сӑмах май, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусне 1985 ҫулта хута янӑ. Вулавӑш вара унта 1990 ҫулта ҫеҫ куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Людмила Иванова Чӑваш журналистикин ветеранӗ Людмила Куприяновна Иванова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Людмила Иванова упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗпе кун кунланӑ. Вӑл ватӑскере пӑхнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пултаруллӑ пичет ӗҫченӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Нумаях пулмасть вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Людмила Куприяновна 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкултан вӗренсе тухсан машинопись курсӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл пурнӑҫне КПСС чӑваш обкомӗн издательствипе (халӗ «Чӑваш Ен» издательство) ҫыхӑнтарнӑ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра малтан ӗҫленӗ, кайран «Ҫамрӑк коммунист» тата «МолодежКа» («МК») хаҫатсене чылай ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан «Ҫилҫунатра» ӗҫленӗ. Людмила Куприяновнӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ. |
Культура
![]() Валентина Федорова сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ. Ӑна, аса илтерер, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗпе ирттереҫҫӗ. Унта Вера Кузьмина хӑй те пынӑ. Чӑвашла 69 хайлав, вырӑсла 40 хайлав вуланӑ. Конкурса хак паракан тӳресенчен пӗри, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов сӑнанӑ тӑрӑх, «иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан хутшӑнакансем хайлав сӑмахӗсене чун витӗр кӑларни» палӑрнӑ. Вера Кузьминан ятарлӑ парнине Шупашкарти 41-мӗш шкулти Анастасия Ларшникова, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Алексей Александров тата Канашри «Грани» ҫамрӑксен театрне ҫӳрекен Дарья Инокентьева тивӗҫнӗ. Алексей Александров сӑвӑ вуланӑ хушӑра юрласа та, ташласа та кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн пульницисем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче епле графикпа ӗҫлессине палӑртнӑ. Пилӗк кунлӑ ӗҫ йӗркипе тӑрӑшакансем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче харӑсах тӑватӑ кун канӗҫ. Анчах ҫак шӑматкун вӗсемшӗн ӗҫ кунӗ пулӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑракан пульницӑсем ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ те 29-мӗшӗнче канӗҫ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗсем шӑматкунхи графикпе йышӑнӗҫ. Алӑксем тҫав кун ирхи саккӑртан кӑнтӑрла иртни пӗрреччен уҫӑ пулӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 2-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче тухтӑрсем канӗҫ. Амак тавраш тупӑнсан васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн, Республикӑн ача-пӑча клиника, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницисенче пациентсене шурӑ халатлисем талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |