Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Лана Прусакова Ҫӗнӗ Зеландире пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 27.08.2018 18:06 | 835 хут пӑхнӑ
Спорт

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен спортсменки Лана Прусакова Ҫӗнӗ Зеландире иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл фристайл енӗпе иртнӗ тупӑшура биг-эйр дисциплинӑра ӑмӑртнӑ.

«Эпӗ ҫӗнтерессе шаннӑччӗ. Анчах чӗркуҫҫине суранлатрӑм, паян сикмешкӗн хама лайӑх туймарӑм. Ҫапах эпӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн савӑнатӑп», - тенӗ Лана ӑмӑрту хыҫҫӑн.

Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тупӑшӑвӑн тепӗр тапхӑрӗ иртӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Лана Прусакова унта хӑйӗн яланхи дисциплининче – слоупстайлра – ӑмӑртӗ.

#спорт, #фристайл, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ӑмӑртусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш фристайлистки Тӗнче чемпионачӗн финалне лекнӗ
2018, 01, 22
Шупашкарта Лана Прусаковӑна чечекпе кӗтсе илнӗ
2018, 02, 21
Шупашкарта пилӗк енлӗ ӑмӑрту иртӗ
2018, 03, 28
Хаҫат парнисемшӗн иртекен ӑмӑртӑва паралимпҫӑсем хаклӗҫ
2018, 04, 30
Шупашкарта велоспорт енӗпе ӑмӑртӗҫ
2018, 06, 02

Комментари:

Agabazar // 1391.62.7559
2018-08-28 15:07
Agabazar
пăхăр мар. Бронза.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org