Персона
![]() Людмила Иванова Чӑваш журналистикин ветеранӗ Людмила Куприяновна Иванова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Людмила Иванова упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗпе кун кунланӑ. Вӑл ватӑскере пӑхнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пултаруллӑ пичет ӗҫченӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Нумаях пулмасть вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Людмила Куприяновна 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкултан вӗренсе тухсан машинопись курсӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл пурнӑҫне КПСС чӑваш обкомӗн издательствипе (халӗ «Чӑваш Ен» издательство) ҫыхӑнтарнӑ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра малтан ӗҫленӗ, кайран «Ҫамрӑк коммунист» тата «МолодежКа» («МК») хаҫатсене чылай ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан «Ҫилҫунатра» ӗҫленӗ. Людмила Куприяновнӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ. |
Культура
![]() Валентина Федорова сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ. Ӑна, аса илтерер, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗпе ирттереҫҫӗ. Унта Вера Кузьмина хӑй те пынӑ. Чӑвашла 69 хайлав, вырӑсла 40 хайлав вуланӑ. Конкурса хак паракан тӳресенчен пӗри, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов сӑнанӑ тӑрӑх, «иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан хутшӑнакансем хайлав сӑмахӗсене чун витӗр кӑларни» палӑрнӑ. Вера Кузьминан ятарлӑ парнине Шупашкарти 41-мӗш шкулти Анастасия Ларшникова, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Алексей Александров тата Канашри «Грани» ҫамрӑксен театрне ҫӳрекен Дарья Инокентьева тивӗҫнӗ. Алексей Александров сӑвӑ вуланӑ хушӑра юрласа та, ташласа та кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн пульницисем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче епле графикпа ӗҫлессине палӑртнӑ. Пилӗк кунлӑ ӗҫ йӗркипе тӑрӑшакансем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче харӑсах тӑватӑ кун канӗҫ. Анчах ҫак шӑматкун вӗсемшӗн ӗҫ кунӗ пулӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑракан пульницӑсем ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ те 29-мӗшӗнче канӗҫ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗсем шӑматкунхи графикпе йышӑнӗҫ. Алӑксем тҫав кун ирхи саккӑртан кӑнтӑрла иртни пӗрреччен уҫӑ пулӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 2-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче тухтӑрсем канӗҫ. Амак тавраш тупӑнсан васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн, Республикӑн ача-пӑча клиника, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницисенче пациентсене шурӑ халатлисем талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хӗрӗ Софья Авазашвили «Песни» (чӑв. «Юрӑсем») проекта хутшӑнса жюрие вокал пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Пике хӑйӗн юррине, «Без тебя меня нет» (чӑв. «Эпӗ сансӑр ҫук») ятлӑскере, Тим Гримбергпа юрланӑ. Шоу продюсерӗ тата хӗрӗн наставникӗ Максим Фадеев чӑтса ларайман – пукан ҫинчен тӑнӑ та ташлама пуҫланӑ. Ҫапла вӑл пурне те тӗлӗнтернӗ. Софья концертра хӑйӗн юррине шӑрантарнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Жюрире ларнӑ Тимати юрӑҫ та юрра ырланӑ. Вӑл композици лайӑх пулнине, ҫакӑншӑн тӑрса алӑ ҫупма хатӗррине палӑртнӑ. Унччен Тиматие Софья Авазашвилин «На радиоволнах» (чӑв. «Радиохумсем ҫинче») юрри те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илле Иванов Чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов нумаях пулмасть Японире пулнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, публициста Токиори ют чӗлхесен университечӗ ҫичӗ юта йыхравланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, Илле Иванов Японире чӑваш чӗлхи вӗренекен ӑсчахсене пулӑшнӑ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗ Япони ӑсчахӗсем чӑваш чӗлхине мӗн тума ӑша хывнипе кӑсӑкланнӑ. «Синджиро Казама профессор Чӑваш Ене темиҫе хут та килнӗччӗ,ученӑй-филологсемпе тӗл пулнӑччӗ. Казама-сан тата унӑн ӗҫтешӗсем чӑваш диалекчӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Вӗсем алтай ҫемйине кӗрекен чӗлхесен калаҫу словарьне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхисен хушшинче чӑваш чӗлхи питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать», — уҫӑмлатнӑ Илле Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене 30-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ку хушӑвӑн проектне ЧР Ӗҫлев министерстви хатӗрленӗ. Раҫҫей Геройӗсем валли социаллӑ гарантисене тӳлеме федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ, анчах субъектсен хӑйсен те хушма ҫӑмӑллӑхсем пама ирӗк пур. Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа 30 пин тенкӗ парӗҫ. Халӗ пирӗн респубикӑра унашкал виҫӗ ҫын пур: Николай Бударин, Евгений Борисов, Николай Гаврилов. Николай Бударин ҫак ята 1995 ҫулта «Мир» комплекспа космосра нумай вӑхӑт вӗҫнӗшӗн тивӗҫнӗ. Николай Гаврилов 2002 ҫулта ятарлӑ задание пурнӑҫланӑшӑн Раҫҫей Геройӗ пулса тӑнӑ. Евгений Борисов 2000 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн сумлӑ ята илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Роспотребнадзор сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Хальлӗхе лару-тӑру эпидеми чиккинче. Ытларах ОРВИпе тата гриппа ачасем чирлеҫҫӗ – 60,6 процент. ОРВИпе чирленӗрен республикӑра 410 ачана каникула янӑ. Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти 6 шкулта 9 класс карантина кайнӑ. Пӗтӗмпе – 246 ача. Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ шкулта 3 класс карантинра (78 ача). Ҫӗрпӳ районӗнче 1 класс вӗренмест, шкул умӗнхи 3 ушкӑн карантина кайнӑ. Ача пахчинче 1 ушкӑн хупӑннӑ. Эрне хушшинче пневмонипе чирленӗ 267 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пневмонипе аптӑракан 254 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗменрен килнӗ чӑвашӑн машини Тӗменре пурӑнакан чӑваш Алексей Павлов хӑйӗн тимӗр урапи ҫине чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫак кунсенче вӑл Шупашкара килнӗ. Машинӑн хыҫалти чӳречи ҫинче кашни «Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе упрасси, ҫӗнетсе аталантарасси пирӗнтен кашнинчен килет» тенине вулама пултарать. Павлов Алексей Викторович Тӗменте тата Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Вӑлах тӗрлӗ электротехника тата ҫутӑ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен «Неосвет» предприяти ертӳҫи те. Алексей Викторович пулӑшнипе Тӗменре нумай-нумай культура мероприятисем иртеҫҫӗ. 43 ҫулхи Тӗмен чӑвашӗн ашшӗ-амӑшӗ — Чӑвашран. Ашшӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑш ялӗнчен, амӑшӗ — Елчӗк районӗнчи Шуршуран. Арӑмӗ те унӑн чӑваш — Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑран. Сӑмах май, чӑвашла текста шӑп та лӑп арӑмӗ хатӗрленӗ. Алексей Викторовичӑн хӗрӗ Шупашкарти культура институтӗнче пӗлӳ пухать, ывӑлӗ хӗсметре, Хабаровск енӗнче. |
Вӗренӳ
![]() Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 1-мӗш гимназире Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен туслӑхне халалланӑ «Туслӑхпа тӑванлӑх — пирӗн пуянлӑх» этнофестиваль-конкурс иртрӗ. Фестиваль И. Я. Яковлев ҫулталӑкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчӗ. Ҫак конкурсра вӗренекенсем пӗр-пӗрне тӗрлӗ халӑх чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштарчӗҫ. 49-мӗш шкулта вӗренекен Аня Громова Украина ҫинчен каласа пачӗ, украин чӗлхипе юрӑ юрласа савӑнтарчӗ, 41-мӗш шкулта вӗренекен Алсу Блинова тутар халӑхӗпе паллаштарчӗ, тутар ташшипе тӗлӗнтерчӗ, 54-мӗш шкулта вӗренекен Кузнецова Диана Инди ҫӗршывӗ ҫинчен каласа пачӗ, ҫак халӑхӑн ташшине ташласа пачӗ, 1-мӗш гимназире вӗренекен Мамиконян Степан Армени ҫинчен пӗлтерчӗ, эрмен чӗлхипе илемлӗ сӑвӑ вуласа пачӗ. 55-мӗш шкулта вӗренекен Хикоят Каримова Таджикистан ҫинчен каласа кӑтартрӗ таджик чӗлхипе сӑвӑ вуласа тӗлӗнтерчӗ. Шупашкарти 1-мӗш шкулта вӗренекен Софья Сниткина вара пӗччен килмен, хӑйпе пӗрле вӗренекен ачасемпе пӗрле вӑл питӗ илемлӗ якут ташши ташласа пачӗ. Саха-Якути ҫинчен те вӗсемпе пӗрлех каласа кӑтартрӗ. Конкурса ертсе пыракан Анита Павловӑпа Виктория Леонтьева вырӑс тата чӑваш халӑхӗсен уйрӑмлӑхӗсене танлаштарчӗҫ, юрри-ташшине кӑтартрӗҫ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
В.Г. Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики «Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак паниЭпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн этнопедагогика никӗслевҫине хӗстерме те хистеме пуҫӑнчӗҫ, юлашкинчен Шупашкартан хӳтерсе ямах пултарчӗҫ. Ун чухне атеистсен саманиччӗ те, Яковлевӑн тӗн ҫинчен калани-ҫырнисене хура халӑхран пикенсех пытарма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫав хушӑрах патриархӑмӑр ҫырнӑ уйрӑм йӗркесенчен политика пӗлтерӗшлӗ ялав-лозунг туса хытах вӗлкӗштеретчӗҫ, «аслӑ пиччемӗр» умӗнче (чӑннипе каласан, Мускавра ларакан влаҫри куккасен умӗнче) шанчӑклӑ йытӑ кӑмӑлне палӑртатчӗҫ. Паянхи кун иккӗмӗш хӑтланкаларӑшӗ улшӑнсах кайман пек туйӑнать-ха. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |