Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехетре Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫав каҫ упӑшкипе арӑмӗ, виҫӗ ачи ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ферми те ҫунса кайнӑ. Пушарта 800 яхӑн кӑркка, чӑх ҫунса вилнӗ. Ҫулӑм тухнине кил хуҫи асӑрханӑ, вӑл арӑмне вӑратнӑ. Хӗрарӑм аслӑ ывӑлне тӑратнӑ, хӑй кӗҫӗннине йӑтнӑ. Асли вара вӑтаммине ҫавӑтнӑ. Ҫапла вӗсем ҫунакан пӳртрен тухнӑ. Ҫемье документсене те илме ӗлкӗреймен. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ тата ачисем кӳршисем патӗнче вӑхӑтлӑх пурӑнаҫҫӗ. Лешсем унта кун кунламаҫҫӗ, сайра хутра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ. Ял-йыш ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫемьене тумтирпе, атӑ-пушмакпа пулӑшнӑ. Ҫапах ку ҫителӗксӗр, ҫемьене пурӑнмашкӑн укҫа та кирлӗ. Вӗсем ҫунса кайнӑ ҫурта ҫӗнетсе унта пурӑнма кӗресшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Эхветкассине НТВ-канал «Сегодня» программа валли сюжет ӳкерме килнӗ. Кун пирки Юрий Пичугин ятлӑ ҫын юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Фейсбукра пӗлтернӗ. Мӗн ӳкерни пирки постра ҫапла палӑртнӑ: «Тӗллевӗ — Игнатьева ӳкересси». Анчах ку хыпар ытла та иккӗленӳллӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче Муркаша кайнине е НТВ-канал Правительство ҫуртӗнче пулнине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑтартман. Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Китай ҫыннисем Эхветкасси ялӗнче сӗт тирпейлекен савут тӑвассине вырӑнтисем хирӗҫҫине ӳкерме килме пултарнӑ. Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ евӗр халӑх шӑв-шав ҫӗкленӗ, ҫынсем савут экологие витӗм кӳресрен хӑраҫҫӗ имӗш. |
Культура
![]() Юпан 23–25-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци драматургийӗн регионсем хушшинчи иккӗмӗш лаборатори-форумӗ иртет. Виҫӗ кунлӑ форумӑн кашни кунӗ пуян программӑран тӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ театрта. Лабораторие, сӑмах май, театр директорӗ Елена Николаева, Иосиф Дмитриев тӗп режиссер тата Мускаври театровед, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн заведующийӗ Полина Богданова уҫнӑ. Ҫав кун унта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем, театрӑн актерӗсем, халӑх театрӗсен режиссерӗсем, драматургсем, драматургипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ. |
Республикӑра
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Элтеперпе Василий Пословский прокурор тӗл пулнӑ. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнчи ӗҫлӗ курнӑҫура енсем килӗштерсе тухӑҫлӑ ӗҫлес ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Админстрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура ӗҫченӗсем ҫынсен конституцилле правине тата ирӗклӗхне хӳтӗлессипе, регионта саккунлӑха ҫирӗплетессипе ҫине тӑнӑшӑн Михаил Игнатьев Василий Пословские тав тунӑ. Пресс-релизра ҫырнӑ тӑрӑх, республика территорийӗнче право йӗркелӗхне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Элтеперпе Василий Павловский прокурор правӑна сыхлакан тата ӗҫ тӑвакан органсен республика территорийӗнчи пӗрлехи ӗҫӗсене те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пахчишӗн тӳлев нумайран та 31 процент ӳсӗ. Проект постановленине паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ырланӑ. Ача ушкӑна 3-5 сехет ҫӳрет тӗк ашшӗ-амӑшӗн кунне 71 тенкӗ (унччен 54 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 8-10 сехетшӗн тӳлев 93 тенкӗрен 123-е ҫитӗ. Шӑпӑрлан ача пахчинче кунӗпех пулӗ тӗк 150 тенкӗ кӑларса хумалла. Ку, унчченхипе танлаштарсан, 35 тенкӗ нумайрах. Ача талӑкӗпех юлсан 158 тенкӗ тӳлемелле (унччен 120 тенкӗ пулнӑ). Ашшӗ-амӑшӗ тӳленӗ укҫан пысӑк пайӗ ачасене ҫитернӗ ҫӗре тӑкакланать. Унчченхи тӳлев шӑпӑрлансене ҫителӗклӗ ҫитерме май паман, ҫавӑнпа ӑна хӑпартма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм Единство»коммерциллӗ мар организацирен кредит илмен. Анчах унта ӗҫлекенсем ӑна парӑма парса татма ыйтнӑ. Хӗрарӑм кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче унтан 30 пин тенкӗ займ илнӗ-мӗн. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла майпа кооператив ӗҫченӗ ҫав хӗрарӑмӑн персоналлӑ даннӑйӗсемпе усӑ курнине, ун евӗр алӑ пуснине, ун ячӗпе займ пама документсем хатӗрленине палӑртнӑ. Ҫав укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Кооператив ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем хӑйсем мӗнле ӗҫленине халӑх тетелӗсенчи страницисенче те ҫутатса тӑраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ Инстаграмри страницинче инспекторсем ырӑ ӗҫ туни пирки ҫырнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Куславкка районӗнче машинӑпа пынӑ. Хайхискерсем ҫул хӗрринче кинемей алӑпа сулкалашнине курнӑ та чарӑннӑ. Ватӑскер ҫухалса кайнӑ-мӗн. Вӑл пакунлисене ывӑлӗ патне леҫсе яма ыйтнӑ. «Кинемей ӑҫта пурӑннине палӑртрӑмӑр, ӑна киле ҫитертӗмӗр. Вӑл пире тав турӗ. Хамӑрӑн та чунра ӑшӑ туйӑм хуҫаланчӗ», - ҫырнӑ ҪҪХПИн халӑх тетелӗнчи страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ психиатри пульницинчен обществӑшӑн хӑрушӑ пациент тухса тарнӑ. Ку 11 сехет тӗлнелле пулнӑ. Атмалкин Александр Алекссевич унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн сипленнӗ. Вӑл 1991 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнать. Атмалкин А.А. 2010 ҫулта ҫаратнӑшӑн, вӑрланӑшӑн тата машина хӑваласа тарнӑшӑн судпа айӑпланнӑ. Тухса тарнӑ арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ, кӗске. Хӑй ӗҫ тумне тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунӗ Шупашкарта тата пӗр районта иртет. Ҫитес ҫул уява ӑҫта ирттерӗҫ-ха? 2019 ҫулта Республика кунӗнчи уявсем Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче ирттерӗҫ. Ҫавна май муниципалитета грант уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе районта хӑтлӑх, илем кӗртӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫин ҫумне нумаях пулмасть суйланнӑ Александр Андреев тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен Шупашкарти центрӗнче пулнӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев ӑна центр ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, кӑтартса ҫӳренӗ. Александр Андреев «История Чувашии — история детского дома» (чӑв. Чӑваш Ен историйӗ — ача ҫурчӗн историйӗ) музейпа паллашнӑ. Центрта паян — 16 ача. Учреждени пуҫлӑхӗ ачасене вӗренме тата пурӑнма мӗнпур услови туса панине ӗнентернӗ. Александр Андреев пӗчӗкскерсене чӑн-чӑн ҫын туса ӳстерме центр тӳпе хывнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Андреев депутата, вӑл — Раҫҫейри коммунистсен партийӗн пайташӗ, учрежденин попечительство канашне ертсе пыма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |