Шупашкар районӗнче паян хулатӑвӑм комитечӗ пухӑннӑ. «Тӑван Ен» тетелти кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явнӑ проектсен йышӗнче Мӑн Кивпулӑх патӗнче тума палӑртнӑ аквапарк та пулнӑ.
Комитет пайташӗсене темиҫе проектпа паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Чумкасси патӗнче ҫуртсем лартма уйӑрнӑ лаптӑк, Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫурт-йӗр хӑпартма уйӑрнӑ 17 гектарлӑ лаптӑк пулнӑ. Унсӑр пуҫне Хурамакасси ҫывӑхӗнчи санитарипе хӳтлӗх лаптӑкне улшӑнусем кӗртессине пӑхса тухнӑ. Ку ыйту та ҫурт хӑпартма ҫӗр уйӑрнипе ҫыхӑннӑ.
Мӑн Кивпулӑх патӗнчи проет эскизӗпе килӗшӳллӗн унта спортпа сывату комплексне хӑпартмалла. Унта апитерапи тата уҫӑ аквапарк пулмалла. Ячӗ унӑн «Пять озёр» (чӑв. Пилӗк кӳлӗ) пулмалла. Сӑмах май, ку ята халӑх лайӑх пӗлет — лавккасенче ку ятпа шуррине сутаҫҫӗ. Атайкасси патӗнче вара пилӗк кӳлӗ пурри питӗ иккеленӳллӗ.