|
Кӳршӗре
![]() Ренат Харис Петӗр Хусанкайӑн сӑввине вулать Шӑматкун, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче «Сувар» хаҫат 25 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Чи малтанах вулавҫӑсен конференцийӗ иртрӗ — унта аякран килнӗ хӑнасем те, Тутарстанри журналистсемпе почта ӗҫченӗсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ, «Канаш» тата «Урал сасси» хаҫат редакцийӗсем хӑйсем кӑларакан хаҫат-журналсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи мӗнле сарӑлни пирки каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех конференцире «Сувар» хаҫатӑн ӗҫченӗсене хисеп хучӗсемпе тата премипе чысларӗҫ, хаҫата тӑтӑш ҫырса тӑракансене хисеп турӗҫ. Вулакансен конференцийӗ хыҫҫӑн Николай Сорокинӑн «Свети, мой Млечный путь» (чӑв. Ҫутат, Хуркайӑк ҫулӑм) кӗнекен хӑтлавӗ пулчӗ. Иккӗмӗш пайӗнче юбилея халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Вал Туслӑх ҫуртӗнчи акт залӗнче пулчӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара тата хаҫат тусӗсем юбиляра саламларӗҫ, парнесем парнелерӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче тутар ҫӑвӑҫи Ренас Харис та (сӑмах май, хаҫат ятне вӑл тупса панӑ, иккен) пулчӗ. Вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине тутарла вуласа пачӗ. |
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: ыран Чӑваш Енре ҫил вӑйланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, кӑштах юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 9-14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, кӑнтӑрла ҫеккунтра 15-20 метр таран вӑйланать. Ҫӗрле сывлӑш температури 0, -5 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 1-6 сивӗ. Ҫул ҫинче вырӑнӑн-вырӑнӑн юр хӳтерсе лартӗ. Водительсене асӑрханма ыйтаҫҫӗ: шуҫлак пулӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен аса илтерет: ҫанталӑк япӑххине пула ҫул ҫинче аварисен йышӗ ӳсес хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 15 сехет те 50 минутра Шупашкарта Улатӑр ҫулӗ ҫинче, «Садовый» микрорайонтан тухнӑ ҫӗрте, авари пулнӑ: «Лада Ларгуспа» «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Иномарка рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн виҫӗ ывӑлӗ пулнӑ (пӗри 2009 ҫулта ҫуралнӑ, виҫӗреш – 2011 ҫулта). Шел те, 8-ти арҫын ача вилнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ чухне «симӗс хум» та тунӑ, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӗрле пынӑ. Ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ, анчах ача сывлама чарӑннӑ. Иномарка водителӗ тата пӗр ача вӑйлах суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка водителӗ ҫул ҫинче пынӑ чухне ҫанталӑк условийӗсене шута илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ҫитес уйӑхра, пушӑн 23-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх сехечӗ ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Актер ӑсталӑхӗпе Раҫҫейӗн театрпа киновӗн паллӑ актерӗ, театр режиссёрӗ, Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Игорь Яцко паллаштарӗ. Театртисем ӑсталӑх сехетне хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ, мероприяти кӑсӑклӑ та усӑлла пулассине шантараҫҫӗ. Сцена ҫинчи вӑрттӑнлӑхпа паллаштаракан ӑсталӑх сехечӗ 12 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас текенсем валли вырӑнсем нумаях мар-мӗн. Тӳрех пӗлтерер: ӑсталӑх сехетне тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Пӗр ҫыннӑн 1000 тенкӗ тӳлемелле. Билетсене халех туянма пулать. Артистсене тата артист пулас текенсене Игорь Яцко пултарулӑхӗпе паллашма кӑсӑклӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енри ялсенче Wi-Fi урлӑ тӗнче тетелне кӗресси анлӑ сарӑлать. Асӑннӑ оборудование цифра тан марлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа «Ростелеком» предприяти вырнаҫтарать. Ҫывӑх вӑхӑтра 18 пӗчӗк яла ҫак ҫыхӑну ҫитмелле. Вӗсенче 7 пине яхӑн ҫын пурӑнать. «Ростелеком» акционерсен обществи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта Wi-Fi сетьпе усӑ куракансен йышӗ 12 хута яхӑн ӳснӗ. Пӗтӗмӗшле йыш 36 пине яхӑн ҫынна ҫывхарнӑ. Иртнӗ ҫулти трафик 2,5 хут ӳснӗ, 9,5 Тб-па танлашнӑ. Интернет-сесси вӑтамран икӗ сехете тӑсӑлнӑ. Цифра тан марлӑхне петерес тӗллевпе «Ростелеком» пирӗн республикӑра 1000-е яхӑн километров лини сарнӑҫав шутран 370 метрне – 2018 ҫулта. Ҫапла вара тӗнче тетелне Wi-Fi урлӑ кӗме 111 ялти 39 пин ҫынна май туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юлашки кунсенче юр нумай ҫунӑран, ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен юр хыракан ятарлӑ техникӑсен пӗрмай ӗҫлеме тивет. Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта юр тасатма тухнӑ трактор ҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ. «Про Город» редакцие халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлнелле пулнӑ. Мир проспектӗнче юр хыракан ятарлӑ техника ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, трактор урапи айне урам тирпейлӳҫи, хӗрарӑм, лекнӗ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫак хӗлле Шупашкарта кунашкал тепӗр пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Гладков урамӗнче юр хыракан ятарлӑ техника 18 ҫул тултарман хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, пике вӑйлах аманман, ӑна ҫывӑхри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче медпулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫӑлас тесе мӗнпур укҫине тӑкакланӑ. Анчах, шел те, нухрата ҫилпе вӗҫтерни кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑм полицие килсе заявлени ҫырнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла унӑн упӑшки вӑйлах чирлесе ӳкнӗ, пульницӑра сипленни усӑ паман. Мӑшӑрне ҫӑлас тесе вӑл тӗнче тетелне кӗрсе сиплевҫӗ тупнӑ, унпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хӑйӗн «юмахне» пуҫланӑ: упӑшкине такам пӑснӑ-мӗн, ӑна сиплемешкӗн ятарлӑ ҫуртасем кирлӗ. Ҫавӑнпа «сиплевҫӗ» вӗсене туянмашкӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Пӗрремӗш сеансра хайхискер 1000 тенкӗ тӑракан ҫуртасемпе сиплемеллине каланӑ, темиҫе кунран хакланнӑ – 2000 тенкӗ. Темиҫе уйӑхра ултавҫӑ самаях укҫа сӑптӑрса илнӗ: пӗтӗмпе 805 пин тенкӗ. Юлашкинчен «сиплевҫӗ» Канаш районӗн хӗрарӑмӗпе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫыхӑннӑ, каллех укҫа ыйтнӑ: 50 пин тенкӗпе сеанс вӗҫленет-мӗн. Анчах мӗнпур укҫине ӑна куҫарса панӑ хӗрарӑмӑн пӗр пус та юлман. Вӑл упӑшкине сыватас тесе малтан кивҫен те илнӗ. Укҫа ҫуккине пӗлнӗ хыҫҫӑн «экстрасенс» ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, халӑх тетелӗнчи страницине те блокировка тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри тухтӑрсем Чечняри ачасене кӑткӑс операци тунӑ. Ача-пӑча тухтӑрӗ Анатолий Павлов тата Дмитрий Лукоянов анестезиолог-реаниматолог унта пӗр эрне пулнӑ. Кун пирки «Грозный-Информ» информаци агентстви пӗлтерет. Чӑвашри тухтӑрсем ҫуралнӑ чухнех кӑкӑр шӑмми сусӑр пулнӑ ҫичӗ ачана тӳлевсӗрех операци тунӑ. Ку ӗҫе Чечня Республикинчи ӗҫтешӗсем те хутшӑннӑ. Ҫак тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал кӑткӑс операцисене Раҫҫейри темиҫе пульницӑра кӑна тӑваҫҫӗ. Палӑртмалла: унччен Америка тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче Парижра чӑвашсен тӗлпулӑвне йӗркелесшӗн. Кун пирки Виктор Чугаров Шупашкар режиссерӗ «Idelreal.org» сайтра пӗлтернӗ. Ярсубай Янгаров автор режиссёр каланине тӗпе хураса хыпарланӑ тӑрӑх, Парижри тӗлпулӑва Чӑваш культурин Францири «Avan-T-garde» ассоциацийӗн ертӳҫипе Ольга Николаевӑпа йӗркелесшӗн. Виктор Чугаров унта «Чӑваш чӗлхи» фильма малалла ӳкерӗ. Ӑна Берлинта ӳкернине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, кӑрлач уйӑхн вӗҫӗнче Германири чӑвашсен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта 15 ҫын пухӑннӑ. Йышра ҫӗнӗ шухӑш авторӗ Ян Шрёдер нимӗҫ журналисчӗ тата эпир маларах асӑннӑ Виктор Чугаров режиссер та пулнӑ. Ян Шрёдер И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, кунти телеканалта ӗҫленӗ, чӑваш рэпне вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Мускаври «Эфир» арт-центрта кӗске метражлӑ темиҫе фильма кӑтартнӑ. Сумлӑ списока Елена Рябцева режиссерӑн «Юман» фильмӗ те лекнӗ. Киноӗҫпе фильмра ӳкерӗннӗ Вероника Айги артист паллаштарнӑ. Вӑл — Геннадий Айхи хӗрӗ. Сӑмах май каласан, фильм валли кӗввине сӑвӑҫӑн ывӑлӗ Алексей хайланӑ. Кӗске метражлӑ ӗҫе Муркаш районӗнче ӳкернӗ. Унта чӑваш сценин паллӑ ӑстисем Нина Яковлева, Иосиф Дмитриев та выляҫҫӗ. Елена Рябцева ӗҫне тӗрлӗ ҫӗршыв сцени ҫинчи фестивальсенче кӑтартма ӗлкӗрнӗ. «Эфир» арт-центрти кинокурава Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Юрий Назаров тата Горький ячӗлле Мускаври художество академи театрӗн художество ертӳҫин ҫумӗ Захар Прилепин писатель, филолог, публицист та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
