Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкар хӗрӗ «Пацанки» шоу кастингне хутшӑнать

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 05.02.2019 15:07 | 574 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарта пурӑнакан Юлия Линберг «Пятница» телеканал эфирне тухакан «Пацанки-4» шоу кастингне хутшӑнать. Унӑн ҫамрӑксен кӑларӑмӗн ҫӑлтӑрӗ пулма майсем пур. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ проектӑн ҫӗнӗ сезонне кӑтартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра иртекен кастинга ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Юлия Линберг. Унӑн чун киленӗҫӗ те хӑйнеевӗрлӗ. Вӑл — ММА боецӗ. Профессипе вара — ӳкерӳ учителӗ. Аслӑ пӗлӗве Мускавра илнӗ.

«Пӗтӗм Раҫҫейри питӗ правур арҫынаппасене пуҫтарнӑ кунта. Телешоура вӗсене ырӑ енне улӑштарма палӑртнӑ. Ҫак хӗрсен наркотиксем, пирус тата эрех-сӑра пирки манма тивӗ», — палӑртнӑ Юлия Линберг.

#телекурав, #культура, #Мускав, #Шупашкар, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкара «Иванушки International» ушкӑн килӗ
2018, 08, 03
Шупашкарти хӗрарӑм «Давай поженимся» кӑларӑмра ӳкерӗннӗ
2018, 12, 20
Диван юратакан Шупашкарти ачана «Лучше всех» кӑларӑмра кӑтартрӗҫ
2018, 12, 24
Шупашкарти тетен ачисем чӑвашла калаҫнинчен тӗлӗнмелле-ши?
2019, 01, 11
Шупашкара ҫуралнӑ кунпа саламлаттарасшӑн
2019, 01, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org