Хулара
![]() Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенче хаксене ӳстернӗ. Ку таранччен карттӑпа тӳлесен 18 тенкӗпе билет туянма май пулнӑ, карттӑсӑр – 22 тенкӗ. Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хаксене татах хӑпартма йышӑннӑ. Кунашкал пӗлтерӳсене маршруткӑсенче ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тариф ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Малашне карттӑсӑр тӳлесен 23 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, карттӑпа – 19 тенкӗ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те хула администрацине билет хакне ӳстермешкӗн ыйтупа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ача-пӑча ҫыравҫи, Совет Союзӗн тата Раҫҫей писателӗ, Эдуард Успенский пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «ТАСС» пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Мускавра вилнӗ. Эдуард Успенский шухӑшласа кӑларнӑ сӑнарсене ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ: Гена крокодил, Чебурашка, Матроскин кушак аҫи, Шарик йытӑ, Хветӗр пичче, Печкин почтальон. Вӑл «Гена крокодил тата унӑн тусӗсем», «Хветӗр пичче, йытӑ тата кушак аҫи» кӗнекесене кун ҫути парнеленӗ. Эдуард Успенский 80 ҫулта пулнӑ. Ҫыравҫӑ 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – драмтург та, сценарист та, телеертӳҫӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Хӗтеркасси ялӗнче те трасса ҫинче васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пункт уҫӑлнӑ. Вӑл Нискассинчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кун пек пунктсем питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Инкексем ҫул-йӗр ҫинче, шел те, час-часах пулаҫҫӗ. Пӑтӑрмахӗ ачи-пӑчине те, вай питтипе ваттине те тиркемест. Ҫуран утакан ҫын-и вӑл е салонта ларса пыракан-и — пурне те амантать. Трасса ҫинчи инкек вырӑнне тухтӑрсем васкавлӑн ҫитсе вӑхӑтра пулӑшни питех те паха. Ҫавӑнпа та маларах, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ун пеккине Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче уҫнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи уйлӑхра ачана пусмӑрланине мускавсем тӗпчеccине паян ирпе эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ, ачан ашшӗ-амӑшӗпе ҫес мар, тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа та тӗл пулнӑ. Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи ача уйлӑхӗнче пӗр хӗрачана темиҫен пусмӑрланӑ сӑмах тухнӑччӗ. Анчах ҫав пӑтӑрмах чылайччен вӑрттӑнлӑхра упраннӑ. РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ-пуҫарнах. Мускавран килнӗ Игорь Комиссаров шар курнипе тата унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе, вӗсен пурнӑҫ условийӗпе паллашнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Комиссаров Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаилом Игнатьевпа, республика прокурорӗпе Василий Пословскийпе, этем правине хӳтелекен Чӑваш Енри уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа та курса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Оппозици шутланакан парти пайташӗсене Етӗрнере те пухӑва кӗртмен. Районӑн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пуху эрнекун хулари 3-мӗш вӑтам шкулӑн акт залӗнче иртнӗ. Унта пухӑниччен Михаил Игнатьев Элтепер вӗренӳ учрежденийӗпе паллашнӑ. Пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ иккен. Анчах килес ҫул хулара пуҫламӑш шкул хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва либерал-демократсен партийӗн пайташне Ольга Угабаевӑна кӗртмен. Унта лекессишӗн вӑл малтанах ҫырӑнма пӑхнӑ, анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ канашлӑва предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсене ҫеҫ чӗннине, Ольга Угабаева валли вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ-мӗн. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Владимир Офаринова та пухӑва хутшӑнма ирӗк паман. Маларах эпир Сергей Семенов депутата Ҫӗнӗ Шупашкарти пухӑва кӗртменнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Тутарстанра Анат Камӑра пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Чӑваш Ен ҫыннине улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗн йӳнӗпе сутакан криптовалюта курнӑ. Хайхискер сутуҫа 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫак ӗҫе Тутарстанри Анат Камӑра пурӑнакан 41 ҫулти ҫын тума пултарнӑ. Ӑна килӗнчех тытса чарнӑ. Килне ухтарсан темиҫе телефон, сим-карта тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ общество йышӑнать. Республикӑн тӗп хулинчи Ӗҫлев центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, савутра рабочисем те, инженерсем те кирлӗ. Пӗр вӑхӑтра ӗҫ чарӑнса ларнӑ хыҫҫӑн паян предприятире производство вӑй илсе пырать тесе пӗлтереҫҫӗ. Юлашки виҫӗ уйӑхра унти ӳсӗм 20-30 процентпа танлашнӑ. «Промтрактор-Промлит» савута кайма Шупашкарти Ӗҫлев центрӗ 423 ҫынна сӗннӗ, ӗҫе вырнаҫма 156 ҫынна хут панӑ. Иртнӗ эрнере савут 14 тӗп рабочие, пулӑшакан пӗр ҫынна тата инженерпа техника специалистне ӗҫе илнӗ. «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑн персонал енӗпе тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ Наталия Герасимова юлашки икӗ уйӑхра 100 ҫын ӗҫе вырнаҫнине пӗлтернӗ. Паян савутра 1,5 пинӗн вӑй хураҫҫӗ, вӗсен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пине яхӑн ларать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен предприятие 800-е яхӑн ҫынна кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем ӗнер машинӑсем икӗ хутчен килти выльӑх-чӗрлӗх ҫине пырса кӗнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫын аманнӑ. «Пуринчен ытла эсир выльӑха, унӑн хуҫине е инкеке лекнӗ машинӑна шеллетӗр-и?» — ҫырса хунӑ сӑнӳкерчӗк айне. Tailhead13 никпа ҫыраканни ӗнене те, машина хуҫине те хӗрхенет. Вӑл хӑй те килти выльӑх-чӗрлӗх ҫул ҫинче утнипе шар курнине аса илнӗ. Ӗне хуҫине вара воспитани памалла тесе шухӑшлать. Тата унтан вӑл машина юсаса тӑкакланма тивнине шыраса илесшӗн. Килти выльӑх килех таврӑнать теҫҫӗ-ха. Анчах ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре килте мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫуккине унӑн хуҫи епле асӑрхаманни чӑннипех те тӗлӗнтерет-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулин депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулин хисеплӗ гражданинне суйланӑ. Сумлӑ ята кӑҫал Крета Валицкая тивӗҫнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать. Лару вӑхӑтӗнче малтанласа палӑртнӑ ҫичӗ ҫыншӑн депутатсем тӗрлӗрен сасӑланӑ, шухӑшсем пӗр килмен пулин те ытларахӑшӗ Крета Валицкаяшӑн тӑрса калаҫнӑ. Чӑваш Енре ӑна пӗлмен ҫын сахал. Аслӑ ӳсӗмрисем пушшех аван паллаҫҫӗ. Крета Лазаревна ҫип арлаканра ӗҫлеме пуҫланӑ та КПССӑн хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ, министр, хула администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ таран ҫӗкленнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Крета Валицкая — Етӗрне хулин тата Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ, «Хисеп Палли» орденӗн кавалерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта культура еткерлӗхӗн объектне сутаҫҫӗ. Кун пирки ЧР Юстици министерстви пӗлтерет. Унччен ҫав ҫуртра «Родина» кинотеатр пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта хӑпартнӑ. 1953 ҫулта чӑваш архитекторӗ Ф.Сергеев проекчӗпе унӑн умне классика архитектурин элеменчӗсемпе илемлетнӗ. Вӑл ку таранччен упранса юлнӑ. Ҫурта кӑна мар, ҫӗр лаптӑкне те сутаҫҫӗ. Малтанхи хак – 57 137 000 тенкӗ. Ҫурт Шупашкар варринче вырнаҫнӑ, чӳречисем Атӑлпа кӳлмек еннелле тухаҫҫӗ. Унта хӑна ҫурчӗ е ресторан уҫма палӑртнӑ. Туянаканӑн ҫакна пӑхӑнмалла: ҫуртӑн сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |