Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫак кунсенче республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ, юр нумай ҫурӗ. Ҫавна май юр хыракан теника кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗ темелле. Шупашкарта трактор юр тасатнӑ чухне пӑтӑрмах пулнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче экскаватор Республикӑри ача-пӑча клиника пульници ҫывӑхӗнче юр хырнӑ. 15 сехет те 15 минутра техника каялла чакнӑ чухне 18 ҫулти хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, инкек пулман, ҫамрӑкскер чӗркуҫҫине кӑна суранлатнӑ. Юнашар вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницинче ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ, унтан хӗре киле янӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, экскаватор водителӗ каялла чакнӑ чухне ҫынна асӑрхаман. Хӗр вара транспорта хирӗҫ утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти икӗ ҫамрӑк суя мелпе генеральнӑй директор ятне илнӗ. Ҫирӗмрискерсен унсӑр пуҫне кашнин хӑйӗн организаци пур. Анчах ҫакӑ йӑлтах — хут ҫинче кӑна. Вӗсем укҫашӑн хайсен ячӗпе суя фирмӑсем уҫма килӗшнӗ. Хӑйсем ҫавсенче ӗҫлемеҫҫӗ те, ӗҫлеме те шухӑшламан. Пуҫлӑх ячӗ те ячӗшӗн кӑна. Пӑтӑрмаха Федерацин налук службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ, вӗсемех хутсене тӗпчевҫӗсене ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарнине прокуратура тӗрӗсех тесе ырланӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тимлеҫҫӗ. Укҫашӑн суя ӗҫ тума килӗшнӗ ҫамрӑксен пӑтӑрмахӗ мӗнпе вӗҫленни каярах паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ. Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ. Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ. Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах. Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша вӑхӑтра турттарманни пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӑшӑрханса унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне ҫирӗплетме сӑн укерчӗксемпе видеосем те вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Кайран прокуратура тӗрӗсленине ӗнентерсе хыпарланӑччӗ. Ҫак йӗркесен авторне хула администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа та калаҫма тӳр килнӗччӗ. Паян, ав, пӑх та кур — улатӑрсем каллех ҫӳп-ҫап ыйтӑвне хускатнӑ. Улатӑрта ҫеҫ мар, вӑл тӑрӑхри ялсенче те ҫавӑн пек иккен. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, урамсене е тасатмаҫҫӗ, е тасатсан та начар тасатаҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап унта та, кунта та йӑваланать имӗш. Республика влаҫӗсенчен е журналистсенчен кам та пулин курӗ-и тесе чунне ыраттарса ҫырнӑ улатӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье тӗнче тетелӗнчи «Правды ПФО» хаҫата хӑйсен нуши ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Икӗ ачаллӑскерсем 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пушарта пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ҫурчӗ Шупашкарти Ермак урамӗнче вырнаҫнӑ. Кил хуҫи водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ ачасемпе ларнӑ. Вӑхӑтлӑха вӗсем Ермак урамри пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнма пуҫланӑ. Кӗҫех ҫемьере виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ. Амӑш капиталӗпе Ермак урамӗнче кивӗ пӳрт туяннӑ. Унта газ та, шыв та ҫук-мӗн. Ҫурта хӑвӑрт юсайманран стройматериал пӗчӗкшерӗн туяннӑ. Стройматериала никам та ан вӑрлатӑр тесе ӑна хӑйсен вӑхӑтлӑх пурӑнакан ҫӗре пушатнӑ. Ҫавӑ кӳршӗсене килӗшмен мӗн те Шупашкар хулин Калинин район администрацине ҫӑхавпа тухнӑ. Тара илнин килӗшӗвне таттарассишӗн администраци суда ҫитнӗ. Унта ҫурта саккунлӑ мар майпа туса лартнине палӑртнӑ. Ҫапла вара виҫӗ ачаллӑ ҫемьен хӗл кунӗнче хӑтсӑр та хутса ӑшӑтма кӑмака ҫук сивӗ ҫурта куҫма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Тӑван амӑшне вилмеллех хӗненӗскере ҫирӗп йӗркеллӗ колоние тӑхӑр ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын 77 ҫулти амӑшне тискеррӗн хӗненӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен, ҫав шутра — пуҫӗнчен те, ҫапнӑ. Йывӑр сурансене чӑтайман ватӑ хӗрарӑм — ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлемен, амӑшӗн пенси укҫипе ҫисе-ӗҫсе пурӑннӑ арҫын хӑйне ҫуратнӑскере унччен те ҫутӑ кун кӑтартман иккен, хӗненӗшӗн ӑна 10 талӑклӑха хупса хуни те пулнӑ. Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫитес тӑхӑр ҫула унӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттерме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тӗпчев пынӑ вӑхӑтра должноҫрен хӑтармалла тунӑ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Ҫапла йышӑнӑва Чӑваш Ен ертӳҫи «О противодействии коррупции» (чӑв. Коррупцие хирӗс тӑрасси ҫинчен) саккуна пӑханса тунине ӑнлантарнӑ. Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче экономика министрне Владимир Аврелькина Федерацин Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Вице-премьера ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн Президиумӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта Словаки Республикипе килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Халӗ Тренчин хулипе ҫыхӑнусем йӗркелес ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Палӑртмалла: Тренчин – туристсен центрӗ, ӑна канакансем килӗштереҫҫӗ. Вӑл Словакин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, Чехипе чикӗленет. Ҫак хулапа ҫыхӑну тытни мӗн парӗ? Депутатсем ҫак ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ йыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Каламалла: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енпе Словаки Республикинчи Тренчин хулипе килӗштесре ӗҫлени пирки килӗшӳ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта Алькешре килсӗр йытӑсем йышланма пуҫланӑ. Ҫынсем урама пӗччен тухма хӑракан пулнӑ. Йытӑсем ҫырмара пурӑнаҫҫӗ, ирхине контейнерсенче апат шырама килеҫҫӗ. Хӑш чухне вара анчӑксем кунӗпех урам тӑрӑх чупаҫҫӗ. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче хаҫасӑр пӗр йытӑ 9 ҫура ҫурланӑ. Халӗ вӗсем Пионер урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫынсем тӑрантаркалаҫҫӗ. Ӳссен, ахӑртнех, вӗсем те халӗ ҫынсене хӑратакан кӗрт йыттисен кӗтӗвне лекӗҫ. Микрорайонта пурӑнакансем ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑхӑр ҫураран тӑваттӑшӗ валли хуҫа тупнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра тепӗр икӗ йытӑ ҫурламалла. Ун чух тата йывӑртарах пулӗ. Ара, ҫурасем ӳссен ҫынсемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шырава ҫӑлав отрядне нимеҫӗсем кирлӗ. Ҫавна май кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тӗлпулу иртет. Йӗркелӳҫӗсем отряд мӗнле пуҫланса кайнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, шыравсем мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Нимеҫӗсем питӗ кирлӗ. Кашни ҫулах ачасем, ваттисем, ахаль ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Вӗсене тупмашкӑн ҫӑмӑл мар, ыттисем те айккинче юлмасан ӗҫ кал-кал кайӗ. Нимеҫӗ пулмашкӑн ятарласа вӗренмелле мар. Чи кирли – пулӑшас туртӑм пулни. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне кӗрес килсен «Контактра» халӑх тетелӗнче вӗсен ушкӑнӗнче хӑвӑрӑн ят-шыва тата телефон номерне ҫырмалла. Каласа хӑвармалла: «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ 2010 ҫулта йӗркеленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |