|
Республикӑра
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗрлӗ енпе тӑрӑшса палӑрнӑ ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ артисчӗ пур. Раҫҫей Президенчӗн Хисеп грамотине Нина Гроигорьева тивӗҫнӗ. Вӑл, аса илтерер, — Раҫҫей халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна та паян Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Патшалӑх наградисене тивӗҫнине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни. «Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта. Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Республика кунне анлӑн уявлать. Ҫавна май ӗнер Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пиротехниксен ӑмӑртӑвӗ пулчӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XII «Асамат» фестивальне пилӗк команда хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи каҫхине вӗсем хӑйсен конкурс программипе паллаштарчӗҫ. Унта Шупашкарти «Пироснаб-Поволжье», Питӗрти «Пиротехнические Дворы Петергофа», Мускаври «Салюты лучших коллекций», Сергиев Посадри «Пиро-шоу», Кӑркӑстанри Бишкек хулинчи «ПироМаг» командӑсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин сайтӗнче командӑсемшӗн сасӑлав пырать. Хальлӗхе Шупашкарти ушкӑн малта пырать. Сасӑлав паян 13 сехетре вӗҫленӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене паян чыслӗҫ. Паян 22 сехет те 30 минутра фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗ тата фестивалӗн гала-кӑтартӑвӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене ӗҫрен кӑларса ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ Наталья Володина ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ. Ун патне ӗҫтешӗсем шӑнкравласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн мӗнпур музыкантне ӗҫрен кӑларассине пӗлтернӗ иккен. «Ӑслӑ чӑваш правительстви фанерӑпа та юрласа ташлама пултаратпӑр тесе шухӑшлать курӑнать. Маларах Юрий Васильевич Васильева ӗҫрен кӑларчӗҫ», — ҫырнӑ Наталья Володина. «Мӗн тумалла тесе ыйтаҫҫӗ манран. Республика ертӳҫи патне кайма сӗнетӗп. Тен, вӑл пӗлмест те», — шӑрҫаланӑ культура министрӗ пулнӑ ҫын. |
|
Республикӑра
![]() Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ. Саккун кӑларакан влаҫ органӗн юбилейне унта ирттернине кирек мӗнре те начаррине шыракансем ырламан-ха. Вӗсен шучӗпе парламент юбилейӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн шайӗнче ирттермелли уяв. Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вара уява чӑваш халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать иккен. Ҫакӑн пирки вӑл Александр Белов журналиста пӗлтернӗ. «Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ е ҫыравҫи республика парламенчӗн юбилейне хутшӑнма нивушлӗ тивӗҫ мар? Пултарулӑх интеллигенцине хисеплеменнине урӑх нихӑш наци республикинче те кураймӑн», – тенӗ вӑл. Республикӑра иртнӗ Культура форумӗ пирки те культура ӗҫченӗсенчен чылайӑшне систермен-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Эдуард Мочалов тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнче пурӑнакансем Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Вӗсене ҫак тӑрӑхра Китай ҫыннисем савут тума хатӗрленни питӗ пӑшӑрхантарать. «Ачасем, мӑнуксем валли эпир мӗн хӑварӑпӑр? Кун пекки пулмалла мар», - теҫҫӗ вӗсем. Ялта халӑх итлевӗ пуласси пирки ял тарӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑха ку пӑшӑрхантарса ӳкернӗ. Ара, вӗсен илемлӗ тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем савут туса лартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Сӑмах май, кунта халӑх итлевӗ иккӗмӗш хут пулать. Хальхинче ӑна утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ял ҫыннисем китайсем сӗт савутне туса лартассине хирӗҫ. Ҫавна май вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Унта 25 ҫын хутшанӗ. Ку мероприятие вӗсем официаллӑ мелпех йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти нимеҫӗсем тивӗҫлӗ канури ватӑ ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ку «Лиза Алерт» историйӗнче ҫынна чи хӑвӑрт шыраса тупнӑ тӗслӗх пулнӑ. Ҫак старик икӗ ҫул каялла та ҫухалнӑ пулнӑ. Ӑс-тӑнран хавшакскер ӑҫталла тухса утнине пӗлмест. Хальхинче вӑл килӗнче 12 сехет курӑнман. Ял тавра – уй-хир, йывӑҫ-тӗмпе хупланнӑ икӗ тарӑн ҫырма. Ватӑ ҫынна ҫӗрле, 2 сехетре, шырама тытӑннӑ. Нимеҫӗсенчен чылайӑшӗн ирхине ӗҫе каймалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫакна пӑхса тӑман. 2 сехет 54 минутра пӗри уйра ҫын кӗлеткин ӗмӗлкине асӑрханӑ. Вӑл шӑпах ҫав старик пулнӑ. Ватӑ ҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах хӑй ним ӑнланмасӑр таҫталла утнӑ. Ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Муракаш районӗнчи Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе те усӑ курнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивнӗ. Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, должноҫри сӑпат канмалли кунсенче та служба автомобилӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Вӑл машинӑна ларса администраципе ҫыхӑнман ӗҫсене тума ҫӳренӗ. Пуҫлӑха административӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна куншӑн асӑрхаттару панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ирина Клементьевӑна суд хупса хума йышӑннӑ. Ӗҫе эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухнӑ. Ирина Клементьевӑна «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан компани пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне организацин укҫи-тенкине тӑкакланӑшӑн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе 2 эпизодшӑн, 160-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйипе 2 эпизодшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл 20 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнине палӑртнӑ_. Ирина Клементьевӑна суд залӗнчен хуралпа илсе тухса кайнӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
