Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ.
Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ.