Пӑтӑрмахсем
![]() Полици ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын иртнӗ эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пӗрремӗш май урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 79 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ун чухне пӑрӑнса кайман-ха вӑл, тивӗҫлӗ канурискере хӑйӗн машинине лартса унӑн тӑванӗсем патне леҫнӗ. Кайран вара йӗп пек ҫухалнӑ. Кайран тин тӑванӗсем хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнине кура васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ. Чӑнах та, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми суранланнӑ... Палӑртса хӑвармалла, ҫул-йӗр инспекцийӗ ҫак пӑтӑрмаха курнисене полицие 73-11-62 е 89276675984 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗлтӗр ҫӗршывра 38 пин те 500 ытла суя укҫа тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен финанс министерстви хыпарлать. 2018 ҫулта ултав ҫулӗ ҫине тӑнисем пысӑк укҫана ытларах пичетленӗ. Акӑ, сӑмахран, пилӗк пин тенкӗлӗххисене 27 пин те 763 штук тупса палӑртнӑ, 1 пин тенкӗлӗххисене — 9 пин те 310. Ҫӗнӗ купюрӑсене — 200 тата 2 пин тенкӗлӗххисене — килти принтерпа усӑ курса сайра хутра кӑна «ӳкернӗ». Суя укҫа федерацин Тӗп тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗсенче ытларах сарӑлнӑ: пӗтӗмӗшле шутӑн 71,2 прценчӗ чухлӗ. Ҫав вӑхӑтрах, палӑртса хӑвармалла, ют ҫӗршыв укҫине ӳкерекенсем те тупӑннӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре АПШн суя долларне 2352 штук тупса палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне еврона, китай юаньне, Пӗрлештернӗ королевствӑн стерлинг фунтне килтех пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем хваттер ҫунтарса янӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫапла майпа хӑй тунӑ преступлени йӗрне пӗтересшӗн пулнӑ. Хваттерте пушар тухни пирки кӳрши пӗлтернӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи пӗр ҫуртра хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен тӗпелте кил хуҫин виллине тупнӑ. 37 ҫулти арҫыннӑн хулпуҫҫи ҫинче ҫӗҫӗпе суранлатнӑ йӗрсем пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак преступление тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун вӗсем ҫӗрле хваттер хуҫипе эрех ӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. 29-ти арҫын кил хуҫине ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ, лешӗ юн нумай ҫухатнӑран вилнӗ. Кун хыҫҫӑн хӑна залри япаласене чӗртсе янӑ, тӗпелте газ плитине ҫутнӑ та алӑка питӗрсе тухса кайнӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫаратнӑшӑн тата ют ҫын пурлӑхне чӗртсе янӑшӑн айӑпланнӑ. Вӑл тӗрмерен 2017 ҫулта тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан 17 пин ҫын тӗплӗ юсавшӑн тӳлемест, вӗсен парӑмӗ 500 миллион тенкӗрен те иртсе кайнӑ. Кун пирки паян, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, республикӑн тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова Элтепер ирттернӗ канашлура каланӑ. «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансен 85 проценчӗ ҫеҫ укҫана хай ирӗкӗпе хывать, ыттисенчен ӑна суд урлӑ шыраса илме тивет. Пӗлтӗр 100 миллион ытларах парӑма шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ыттисене ӑнлантарса пама чӗнсе илнӗ, тӳлеве татма килӗшӳсем хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шухӑшӗпе, тӗплӗ юсавшӑн тӳлеменнисем пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва япӑх витӗм кӳреҫҫӗ. «Паллах, вӗсене суд урлӑ тӳлеттереҫҫех. Анчах ҫакна тума приставсен нумай ӗҫлеме тивет. Тӳлеменнисен списокӗсене пурте курмалла вырӑна тухса ҫакмалла», – сӗннӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлери пӗр коммерци организацийӗн директорне ӗҫченӗсене шалу тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, халӗ суд пуласса кӗтет. Унӑн пурлӑхне – ҫуртне, УАЗ автомобиле – арестленӗ. Ҫӗмӗрлери йӑлари хытӑ каяш пуҫтаракан организацин 33 ҫулти директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хайхискер пилӗк ӗҫченне икӗ уйӑх ытларах шалу тӳлемен. Ҫапла майпа парӑм 300 пин тенке яхӑн пухӑннӑ. Пуҫлӑхӑн шалу пама май пулнӑ: организаци кассине 10 миллион тенкӗ кӗнӗ. Анчах директор ку укҫапа коммерци тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() «Чӑваш халӑх сайчӗ» шухӑшӗпе паянхи кун чӑваш чӗлхи пурнӑҫ анлӑшӗн кашни кӗтесӗнче пулмалла. Саккунсем чӑвашла пичетленмелле, вӗсене хӑйсене те чӑвашла алӑ пусса ҫирӗплетмелле, таварсен этикеткисем чӑвашланмалла, спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн тӑван чӗлхерен пӑрӑнмалла мар, тата ытти те. Ҫакна тӗпе хурса эпир хамӑрӑн май пур таран тӗрлӗ япаласене чӑвашлатма тӑрӑшатпӑр. Вӗсенчен пӗри вӑл — чӑвашла укҫа конверчӗ кӑларасси. Шӑп та ҫавӑн пирки сӑмах пырӗ те — нумай пулмасть эпир черетлӗ икӗ укҫа конверчӗ пичетлесе кӑлартӑмӑр. Пӗри — универсаллӑ «Саламлатпӑр», тепри — ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине кайсан саламламалли. Икӗ укҫа конвертӗнче те эсир чӑвашла сӑвӑсем тупма пултаратӑр. Кашнинче икшер сӑвӑ вырнаҫтарнӑ. Авторӗсем: Владимир Андреев, Альбина Юрату тата Лариса Петрова. Дизайнне Аҫтахар Плотников йӗркеленӗ. Ку ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене те, малтанхисене пекех, «СУМ» интернет-лавккара туянма пултаратӑр. «Саламлатпӑр» ятли те, «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ячӗпе» ятли та — 37 тенкӗ тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан Авва Ильинична Ерженинӑна (Анисимова) тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 80 ҫулти кинемей килтен кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Кинемей 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, шуралнӑ ҫӳҫӗ кӗске. Килтен кайнӑ чухне Авва Ильинична хура куртка, хура сӑран атӑ, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хӗрарӑм сумки йӑтнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ пулсан «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав хастарӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: Светлана Сорокина инфорг - 89053435010. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ФАПа юсанӑ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ пысӑках мар. Паян унта тӗпленнӗ халӑхшӑн чӑн-чӑн уяв – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 1,3 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫак ялтисем кӑна мар, Пинер тата Коминтерн ялӗсенче пурнӑнакансем те ҫӳреҫҫӗ. Ку халӑхшӑн питӗ меллӗ. Ара, ҫывӑхри пульницӑна ҫитмешкӗн сахал мар каймалла – 20 ҫухрӑм. Унччен Мисчӗри ФАП япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ ӑна тултан кӑна мар, шалтан та ҫӗнетнӗ: коммуникацие, чӳречесене, тӑррине улӑштарнӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ. Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ФАПра хӑтлӑ та ҫутӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кашни виҫҫӗмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн спорт ҫемйисен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта ытти ҫул та ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, анчах ҫӗнтерме май килмен Красновсене ӑннӑ. Мӑшӑрсем — биатлон енӗпе спорт мастерӗсем. Светлана Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти ҫул ӑмӑртӑва вӗсем аслӑ хӗрӗпе тухнӑ. Халӗ вӑл ӳснӗ ӗнтӗ, ун вырӑнне вӑталӑххи тӑнӑ. Кӗҫех вӗсен ывӑлӗ те тӗрекленӗ — ӳлӗмрен ӑна та ӑмӑртӑва илсе тухма пуҫлӗҫ. Элтепер парнисемшӗн ирттернӗ ӑмӑртӑва 5 ушкӑнпа йӗркеленӗ: 10 тата 15 ҫулсемчченхи пӗрер ачаллӑ ҫемьесем, икшер ачаллисем, виҫшер ачаллисем, тӑватшар ачаллисем. Шӑмат кун Элтепер парнисемшӗн ветерансем ӑмӑртнӑ. Унта 89 ҫулти Пимен Петров 1938 ҫулта тусс кӑларнӑ йӗлтӗр сырса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл «76 ҫултан аслӑраххисем» категорире чи асли пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтер авӑн уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан пиччӗшӗпе аппӑшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хайхи ӳсӗр арҫын аппӑшӗпе вӑрҫӑнса кайсан сенӗк ярса тытнӑ та ун умӗнче сулкалашнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн сехри хӑпнӑ: тен, чӑнах та вӗлерме пултарать. Аппӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫыннӑн вара ӑссӑрла хӑтланӑвӗшӗн явап тытма тивнӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна 160 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |