Вӗренӳ
![]() 53news.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри хулинчи шкул авариллӗ лару-тӑрура. Ӑна 1953 ҫулта хута янӑ. Вӑл СанПиНа тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермест. Пӳлӗмсем сахал пулнӑран ачасем икӗ сменӑпа вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи Коновалово микрорайонта ҫӗне шкул хута ярасшӑн. Проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑл экспертиза витӗр тухсан шкул строительствине плана кӗртӗҫ. Ҫӗнӗ шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫуртне тумашкӑн 343 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Фарит Гибатдинов архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри тутарсен наци автономийӗн председателӗ Фарит Гибатдинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «Татар-информ» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Шупашкарти пульницӑна ӳпке шыҫҫипе илсе ҫитернӗ. Кун пирки Фарит Гибатдинов халӑх тетелӗнчи страницинче те пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унӑн инфаркт пулни пирки хыпарланӑ. Фарит Гибатдинов 1959 ҫулта Комсомольски районӗнчи Урмаелте ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе республикӑра тутар юррисен «Урмай моны» ҫамрӑксен фестивалӗ 25 ҫул иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн «Суор» директорӗ Владимир Ермолаев тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Владимир Ермолаев, «Суор» тӗп директорӗ пулнӑ чух, налуксем тӳлемен. Вӑл налук декларацине суя сведенисем кӗртнӗ. Ҫак тапхӑрта Ермолаев 107 ытла миллион тенкӗ налук тӳлемен. Унӑн компанийӗпе унӑн керменӗнче ӗҫленӗ стройфирма хушшинче те йӗркене пӑсни пулнӑ. Халӗ Ермолаевӑн Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче йывӑҫсен хушшинче вырнаҫнӑ пысӑк керменне арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() utv.ru сайтри сӑн Паян 15 сехет тӗлне Шупашкарта сывлӑш температури 31,9 градуса ҫитнӗ, Улатӑрта – 35,1 градус. Ҫапла метеостанцисем пӗлтернӗ. Анчах ҫынсем халӑх тетелӗсенче термометр пысӑкрах градус кӑтартнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Паян ҫӗр ҫийӗн 1,5 ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче сывлӑш температури 17-19 градус пулнӑ. Ҫиллӗ мар ҫанталӑкра ҫӗр ҫийӗн кун пек чухне 16 градус ӑшӑрах пулать. Ыран ҫав ҫӳллӗшӗнче 21-23 градус пулать. Эппин, сывлӑш температури сулхӑнра 34-39 градуса ҫитме пултарать. 1999 ҫулта утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 33,2 градус ӑшӑ пулнӑ. Чӑваш Енре 2010 ҫулта утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче 40 градус таранах шӑрӑх тӑнӑ. Раҫҫей гидрометцентрӗ утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр регионта хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() prohvost.club сайтри сӑн Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне тепӗр 67 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ. Ку таранччен 5521 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки кунсенче кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ нумайланма пуҫланнӑ. Ӗнер кӑна ку йышра 40 ҫынччӗ, паян – 43. Юлашки талӑкра 24 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3053 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 2428 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Нумаях пулмасть инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 1-рен сахалрахчӗ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен ку кӑтарту 1-рен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Семен Ислюковпа Ҫемен Элкер Семён Матвеевич Ислюков вӑтӑр ҫул ытла Автономиллӗ Чӑваш Республикине КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗн председателӗ тата премьер-министр пулса ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра халӑх хуҫалӑхӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ. Республикӑра электротехника предприятийӗсем, пир-авӑр комбиначӗ, хими завочӗсем ӳссе ларнӑ. Вӑл сӗннипе РСФСР Министрсен Совечӗ Чӑваш АССРӗн халӑх хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе Постановлени кӑларнӑ. Шупашкарта университет уҫас тесе те вӑл Мускава татӑш чупнӑ иккен. Ҫак пысӑк ӗҫсем ӑна мухтава кӑларнӑ. Анчах… Ислюков влаҫра ларнӑ чухне начар ӗҫсем те пулкаланӑ. Ҫав ӗҫсене ертӳҫӗ хӑй йӗркелесе ертсе пынӑ. Сӑмахран, ҫак пуҫлӑх пуҫарнипех чӑваш чӗлхине хисепрен кӑларас тесе те «вирлӗ» ӗҫленӗ. Паллах, ҫӳлтисем «халӑх ыйтнипе» каҫӑхса кайсах тӑван чӑлхене пусарнипе пурте килӗшмен. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Васильевич Элкер. Вӑл хӑйне кнеҫ пек туякан ертӳҫӗрен ҫак пӳтсӗр политикӑна улӑштарма ыйтса ӳкӗтленӗ. Анчах Ислюков ӑна ӑнланасшӑн пулман, обкома чӗнсе «ӑшши» панӑ анчах мар, ватӑ ҫыравҫӑн сӑвви-калавӗсене хаҫат-журналта кӑларма чарнӑ, тӗрлӗ пленумсенче ӑна политика тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын тесе те айапланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Чӑвашсен ӑс-тӑнӗнче ҫапларах шухӑш ҫирӗпленнӗ: ӗлӗк, имӗш, чӑвашсем пытанса пурӑннӑ, тӗттӗм пулнӑ, тӗнче курса ҫӳремен. Ҫакна ҫирӗплетес тесе вӗсем чӑваш ялӗсем ҫырмасенче вырнаҫнипе ҫирӗплетме пӑхаҫҫӗ. Мӗншӗн «ҫирӗплетме пӑхаҫҫӗ»? Ара, тимлӗн тишкернӗ хыҫҫӑн ҫак теори чӑл-пар кӑна саланать-ҫке. Паллах, ҫак шухӑшӑн тымарӗ ытларах пайӗпе совет саманинче ҫуралнӑ пулмалла. Ун чухне совет влаҫӗ, хӑйӗн пахалӑхне тата уссине ҫӗклес тесе патша вӑхӑтӗнчи саманана май ҫитнӗ таран хурлама тӑрӑшнӑ. Вӗсенчен пӗр ҫитӗнӗвӗ вӗсен шучӗпе вара — чӑваша тӗттӗмлӗхрен кӑларни. Имӗш, совет влаҫӗччен пирӗн халӑх хӑраса та пытанса, айван пурнӑҫпа пурӑннӑ. Халӑх чӑн та тухса ҫӳремен-ши?Ак Хӗветӗр Уярӑн «Таната» романӗнчи «Паллӑ мар инкек» сыпӑкӗнчи пӗр абзацах илес:
Ҫакна вуланӑ хыҫҫӑн вулаканӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑш ҫуралмалла? |
Пӑтӑрмахсем
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Ҫатра ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку инкек ҫынна пула тухман. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫатра ялӗ ҫывӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑмӑн мунчине аҫа ҫапнӑ. Мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй шар курман. Ҫулӑм хӑмаран ҫапса тунӑ вутӑ сарайне кӑштах куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 7 пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Ку паян 16 сехет те 20 минутра пулнӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Арҫын 50 ҫулсенчи пек курӑнать. Унӑн вилли ҫыранран инҫех мар шывра выртнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Арҫын виллине ҫӑлавҫӑсем 17 сехет те 10 минутран шывран кӑларнӑ. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() info-rm.com сайтри сӑн Чӑваш Енре Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. 27-ри арҫын суя документпа усӑ курнӑ-мӗн. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра 25 пин тенкӗпе руль умне ларма ирӗк паракан суя удостоверени илнӗ. Хайхискер унпа кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех усӑ курнӑ. Мускав ҫыннине Куславкка районӗнчи инспекторсем чарнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне унӑн водитель прави суя пулнине палӑртнӑ. Мускав арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 1 ҫул ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |