Республикӑра
![]() Журналист ҫум ҫумланинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта район центрне тасатманни пирки каланӑ. «Паян мана: «Ӳкерсе ҫӳреме ҫеҫ пӗлетӗн, ҫум курӑк пӑшӑрхантарать пулсан тыт та ҫумла», – терӗҫ. Эпӗ ҫумларӑм...», – ҫырнӑ постра. Журналист Инстаграмра сторис вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр пилӗк минутран Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи рабочисем ҫум ҫумлама тухнӑ... Район центрӗн тӗп лапамне нумаях пулмасть ҫӗнетнӗ, илемлетнӗ. Анчах вӑл ҫӳп-ҫап айне пулма пуҫланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, усӑ курнӑ медицина маскисем ӑна илемсӗрлетеҫҫӗ. Ирпе вара ҫав лапама пӗрре пуҫтарнӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() ira-pavlova.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама министрӑн пӗрремӗш ҫумне Инна Антоновӑна шаннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнтах кӑсӑклӑ тепӗр документ та пур. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Иван Моторина ӗҫрен кӑларасси ҫинчен хушу тухнӑ. Ӑна республика ертӳҫи Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Иван Моторинпа ҫыхӑннӑ йышӑнӑвӑн сӑлтавне хушура ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑрҫа пӗрчиКӑсӑклӑ
Ял хуҫалӑхӗ
Ку вӑхӑтра пахчара тата уйсемпе хирсенче пӑрҫа пиҫсе ҫитет. Ӗлӗк ку культурӑна самай акатчӗҫ, халь вара, выльӑх-чӗрлӗхе сахалрах тытма пуҫланипе-ши ҫакӑ ҫыхӑннӑ, пӑрҫа уйӗсем ҫуккипе пӗрех. Чӑваш Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчи Россельхознадзор тытӑмӗ пирӗн редакцине пӑрҫа пӗрчи (гороховая зерновка) пирки информаци вырнаҫтарма ыйтрӗ. Паллах, вӗсем вырӑсла ярса пачӗҫ. Ун пирки пӗлтерни сирӗншӗн те усӑллӑ пулӗ тесе эпир ку информацие чӑвашла вырнаҫтарас терӗмӗр. Унсӑр пуҫне икчӗлхеллӗ корпусшӑн та паха пулӗ — вӑл пуянланӗ. Пӑрҫа пӗрчи — Bruchus йӑхӗнчи пысӑках мар нӑрӑ, пӑрҫан культурӑлатнӑ сорчӗсене сиен тӑвакан сӑтӑрҫӑ. Вӑл хура тӗслӗ, тӗкӗ шурӑ, мӑйӑх тӗпӗ, малти чӗркуҫҫисем тата урисем хӗрлӗ-сарӑ. Раҫҫейре пӗрремӗш хут ӑна 1857 ҫулта асӑрханӑ. Ҫуркунне вӑранать, ҫамрӑк пӑрҫа хутаҫҫи ҫине сарӑ ҫӑмарта хӑварать (200-е яхӑн, пӑрҫара пӗр хурт пулать). Хурчӗсем пӗрерӗн ҫамрӑк пӑрҫа ӑшне кӑшласа кӗреҫҫӗ; кӗркунне, пӑрҫана пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн, кипкеленме пуҫлаҫҫӗ. Нӑрӑсем пӑрҫаран тепӗр ҫуркунне ҫавра шӑтӑк кӑшласа тухаҫҫӗ. | ||
Республикӑра
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Етӗрне хулинче пулнӑ. Унта вӑл «Полимерстрой» предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ организаци халӑхран полиэтилен юлашкине пухса тирпейлеме хатӗр. Ҫутҫанталӑкра пластмасса темиҫе ҫӗр ҫул ирӗлет. Ӑна пуҫтарса тирпейлени ҫутҫанталӑкшӑн та усӑллӑ пулӗ, производительсемшӗн те вӑл – йӳнӗ чӗртавар. Полиэтилена тӗрлӗ мелпе усӑ курма май пур. Эпир маларах асӑннӑ «Полимерстрой» предприяти пластмассӑран стрейч пленка хатӗрлет. Ӳлӗмрен предприяти производствӑна тата аталантарасшӑн. Производство валли хӑйӗн оборудованине хута яма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() gto.ru сайтри сӑн «Спорта ҫывӑх – ГТОна ҫывӑх» спорт фестивалӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри юсанмалли колонисенче ларакан айӑпланнӑ 30 ҫын ГТО нормативне пурнӑҫланӑ. Фестиваль иртнӗ ҫул вӗҫӗнче юсанмалли колонисенче иртнӗ. Унта 85 ҫын хутшаннӑ, вӗсенчен 30-шӗ ГТО нормативне пурнӑҫланӑ. Айӑпланнисем хусканусем мӗнле тунине профессионал тӳресем сӑнанӑ. Айӑпланакансем 30, 2000, 3000 метр чупнӑ, ытти хӑнӑхтарӑва пурнӑҫланӑ. Колони ертӳлӗхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, фестиваль айӑпланнӑ ҫынсене спортпа ҫывӑхлатнӑ. Унашкал мероприятисем малашне татах иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() onlinetambov.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи Сивҫырма ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти сусӑр арҫын шывра путса вилнӗ. Вӑл кӳршӗ ялти пӗвере шыва кӗнӗ.Сусӑрӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кун ҫеҫ тупнӑ. Кӑҫал ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран шывра пулнӑ инкексен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Кӑҫал 19 ҫын шывра путса вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Кӑҫал Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Пепкелӗх центрӗнче 650 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 25-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Пӗчӗкскерӗн чӗрине операци тунӑ. Ҫак йывӑр ӗҫе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман ача-пӑча хирургӗ Анатолий Павлов тата ведомствӑн штатра тӑман ача-пӑча анестезиолог-реаниматологӗ Дмитрий Лукоянов тунӑ. Ача виҫи пӗчӗк пулни операцие тата кӑткӑслатнӑ. Унччен кунашкал операцисене тунӑ-ха, анчах ача виҫи кун пек пӗчӗк пулнӑ тӗслӗх тӗл пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() mosgortrans.ru сайтри сӑн Мускаври усӑ курнӑ троллейбуссене Чваш Ене илсе килӗҫ. Вӗсем пирӗн республикӑна тӳлевсӗрех лекӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен 16 троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче пайлӗҫ. Транспорт 2013 ҫулта туса кӑларнӑскер. Вӗсене Чӑваш Ене кӑҫал тӑваттӑмӗш квартал тӗлне илсе ҫитерӗҫ. Мускаври транспорт ҫӳллӗ мар, унта халӑх нумай кӗрет - 100 ҫын таранах. Пӗтӗмпе 26 лармалли вырӑн. Сусӑрсем валли – икӗ вырӑн. Троллейбус автономи мелӗпе ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() cheb.ru сайтри сӑн Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акцие утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе ирттермелле, дистанцие пӑхӑнмалла. Кӑҫал пирӗн республика акцие виртуаллӑ майпа хутшӑннӑ. Урам тӑрӑх паттӑрсен потретне йӑтса утасси пирки сӑмах та ҫук – Чӑваш Ен ун чухнех ӑна ирттерме хирӗҫленӗ. Раҫҫейре «Вилӗмсӗр полка» ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. «Раҫҫейри Вилӗмсӗр полк» тӗп штабӗн сопредседателӗ Елена Цунаева пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ҫынсем ҫемйипех хутшӑнни, пурте юнашар утни – тӗп самантсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
![]() Анатолий Аксаков 12 ҫӗршывра «Мир» наци карттипе тӳлеме май килӗ. Ку хыпара «Дума ТВ» канала РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков пӗлтернӗ. «12 ҫӗршывпа кирлӗ килӗшӳсем тунӑ. Вӗсенче «Мир» карттӑпа тӳлеме май килӗ. Сӑмах чи малтанах Евроази союзӗнчи ҫӗршывсем пирки пырать. Унсӑр пуҫне пирӗн туристсем канма каякан ҫӗршывсем – Турци, Египет, Кипр», – тенӗ Анатолий Аксаков. Дума комитечӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршыв та «Мир» карттӑпа тӳлеме май туса парасшӑн. Аса илтерер: VISA тата MasterCard тӳлев тытӑмӗн транзакцийӗ хӑрушсӑр мар тесе пирӗн ҫӗршывра наци карттине шухӑшласа кӑларӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |