Ҫул-йӗр
![]() bavly-tat.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавран Хусана «М-12» трассӑпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» предприяти ертӳҫи Вячеслав Петушенко «Россия 1» телеканала. Тӳлевлӗ ҫулсем ҫинче «Автодор» машинӑсене сехетре 150 километр таран хӑвалама ирӗк парасшӑн. «Ҫӑмӑл автомобильсен 1 километр ҫулшӑн вӑтамран 2,5 тенкӗ тӳлемелле. Трасса 800 километр тӑршшӗ пулассине шута илсен мӗнпур маршрутшӑн 1600 тенкӗ тӳлемелле», – тенӗ Вячеслав Петушенко. Транспондерсен хуҫисене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерессине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ автоҫула малтан шухӑшланӑ пек 2027 ҫулта мар, 2024-мӗшӗнчех туса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() volg.mk.ru сайтри сӑн Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартавӗсем килме пуҫланӑ. Географипе, информатикӑпа тата литературӑпа экзамен тытнисем хӑйсен балӗсене пӗлеҫҫӗ. Географие 124 ҫын тытнӑ, 12 ҫын 80 ытларах балл пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗреннӗ ҫамрӑк 100 баллӑх ҫырнӑ. Литературӑпа 192 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. 14-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Чи нумаййи 94 балл пухаканни пулнӑ. Информатикӑпа 626 ҫын ППЭ тытнӑ. 135 ҫын 80 балран ытларах пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш шкулта вӗреннӗ 2 ҫын, Шупашкарти 3-мӗш лицейран тухнӑ 2 ҫамрӑк, Шӑмӑршӑ шкулӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири, Шупашкарти 20-мӗш шкулти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри пӗрер ҫын 100 балл пухӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lifetambov.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑштах чакнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 48 ҫын ҫеҫ хушӑннӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 6264 ҫын каварлӑ вируспа чирленӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ку таранччен 3385 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ юлашки вӑхӑтра палӑрмаллах ӳснӗ: 49 ҫын. Юлашки талӑкра 21 ҫын сывалнӑ. Хальлӗхе 2830 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Присурский» заповедникӑн Улатӑрти участокӗнче Раҫҫейре сайра тӗл пулакан нӑрра асӑрханӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче курни ҫинчен Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян хыпарланӑ. Ҫӗрсе тӳннӗ юман ҫинче икӗ нӑрӑ ҫӳренӗ. Ҫав тӗсӗн латинла ячӗ – «Osmoderma barnabita Motschulsky, 1845». Вырӑсла ӑна «отшельник пахучий» е тата «отшельник обыкновенный» теҫҫӗ. Сайра тӗл пулакан ҫак нӑрӑн аҫи ама нӑрра астарса пылакрах шӑршӑ кӑларать. Опытлӑ энтомолог ҫавна нӑрӑран 1 метр инҫӗшӗнченех туять. Нӑрра типӗтсен хӑшӗсем темиҫе ҫул ырӑ шӑршӑ сарма пултараҫҫӗ. Нӑрӑ пытанса пурӑнма юратать. Вӑл ҫӗрсе тӳннӗ хӑвӑллӑ йывӑҫсенче пытанма кӑмӑллать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ чух ватти-яшши шыва кӗме васкать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче шыври хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явма ятарласа ларӑва пуҫтарӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 19 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — икӗ ача. ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров шыва путакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Муркаш районӗнче 9 ҫын шыва путса вилнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районӗнче — 3, Вӑрмар районӗнче — 2. Инкексем ишме ирӗк паман вырӑнсенче пулса иртнӗ. Тепӗр тесен ялсенче: «Шыва кӗме юрамасть», — тесе асӑрхаттарнипех ҫырлахаҫҫӗ. Пӗве-кӳлле ятарласа хатӗрлеме васкамаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна ырламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пӑрахӗ. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, травматологи центрӗнче пӳлӗмсемпе ӗҫ хатӗрӗсене сиенсӗрлетесси вӗҫленсе пырать. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствинчен хушу килсен центр унчченхилле йӗркепе ӗҫлеме тытӑнӗ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче травматологи центрӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫланӑччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег НиколаевCOVID диагнозӗллисене сиплемелли центрсем йӗркеленӗ республикӑри ытти пульницӑна та хӑйсен унчченхи йӗркипе ӗҫлеттерме тытӑнмаллине каланӑ. Анчах паян-ыранах мар. лару-тӑру лайӑхланнӑҫемӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкелӗх центрӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ. Кӑҫал унта апла тӗслӗх халиччен пулман. Хӗрарӑм виҫӗреш ҫуратакан тӗслӗхсем ытти чухне ҫулталӑкра пӗр хутран пуҫласа тӑватӑ хут таран пулкаланӑ. Халӗ асӑннӑ тӗслӗхре ҫут тӗнчене виҫӗ хӗр килнӗ. Вӗсем 1,5 килограма яхӑн таяҫҫӗ. Ҫут тӗнчене вӑхӑт ҫитиччен васкасарах килнисен сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ. Ачасен амӑшӗ шурӑ халатлисене каланӑ тӑрӑх, пӗр харӑс виҫӗ пепке ҫуралнӑшӑн килтисем савӑннӑ. Хӗрарӑм унчченхи ачана 2018 ҫулта ҫуратнӑ. Ҫавӑн чухне ҫамрӑк ҫемьене ывӑл килнӗ. Халӗ телейлӗ мӑшӑр харӑсах тӑватӑ ачаллӑ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын интернет-аукционта 12 медальпе удостворени сутнӑ. Уншӑн вӑл 400 тенкӗ илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30, 40, 50 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ наградӑсем, «Георгий Жуков» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем наградӑсен хуҫисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пулнӑ, темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, наградӑсене пӳрт юсанӑ чухне ҫухатнӑ. Патшалӑх наградисене сутнӑшӑн Канаш район арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 324-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх наградисене арҫын Шупашкарти пасарта темиҫе ҫул каялла туянни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тухтӑра кӑҫал 682 ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ, 355 ҫын, «Стоматологи» ӑсталӑхне алла илнӗ, 279 хӗрпе каччӑ — сиплев ӗҫне, 48-ӑн педиатр пулма вӗреннӗ. Медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнисенчен 59-шӗ хӗрлӗ диплома тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин направленийӗпе 82 ҫамрӑк вӗреннӗ. Шупашкарти аслӑ шкулӑн медицина факультетӗнче ҫӗршывӑн 38 регионӗнчен килнисем пӗлӳ илеҫҫӗ. Ун пеккисем — 31 процент. Стоматолог пулас ӗмӗтлисене кӑҫал пӗрремӗш курсран тытӑнсах акӑлчан чӗлхипе вӗрентнӗ. Ҫакна ют ҫӗршыв студенчӗсемшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
«Хорӑн ялӗнчен уйрӑлса тӑватӑ вырӑнта тӑватӑ ял — Кӗсмӳ (шыв пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ), Пашалукасси тата Чаканар ялӗсем пулса кайнӑ… Ялсем пысӑклансан, обществӑсем тунӑ вӑхӑтра, Мӑн Муркашне, Шаптакне тата Ҫӗньялне (ун чух Ҫурлатӑрри ялӗ пулман) пӗрле Перво-Васькинское общество тесе ят панӑ. Пирӗнне, тӑватӑ ялне пӗрле, Второ-Васькинское общество тенӗ... 1866 ҫултанпа вӗсем уйрӑм ялсемех шутланнӑ. 29. 08. 1963 вӗсене пӗрлештерсе пӗр Хорной ялӗ тесе ҫырма пуҫлаҫҫӗ», — тенӗ Н.Г. Петровский (1908-1984) хӑйӗн «Хыркасси-Муркаш: кунҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, ҫыннисем» кӗнекинче (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2016). Кӗнеке тӑватӑ ҫул каяллах тухса саланса пӗтнӗ. Апла пулсан та, ӑна ытти ҫӗр-ҫӗр кӗнекерен уйӑрса, виҫ сӑмах калас терӗм. Кӗнеке пуян, тирпейлӗ, кирек хӑш вулакана та килӗшмелле. Ӗлӗк-авалхи юмах-сӑмах, йӑла-йӗрке, Холавар халапӗ, Хоракасси пасарӗ, Пугачев вӑхӑчӗ, Шорча вӑрҫи, Чемей пӑлхавӗ, революцисем, элтешлӗх вӑрҫи, 1935 ҫулта Мускавра колхозние-ударниксен съездӗнче пулни, Чалтан (Отечественнӑй) вӑрҫӑсем... Колхоз аталанни те саланни, шкулсем уҫӑлни те хупӑнни, ӗҫпе ҫар паттӑр ҫыннисем, учительсем, председательсем-бригадирсем, механизаторсем, бухгалтерсем, тухтӑрсем, фермерсем. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |