Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ua сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кӳршӗсен пӗр-пӗрин хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман вӗсем. 69 ҫулти арҫын пускилӗ нӳхрепе ансан ӑна унта хупса хунӑ. Лешӗ кӑларма. алӑка уҫма ыйтсан та хӑнк та туман. Нӳхрепре ирӗксӗр ларма тивнин ҫумӗнче, юрать, телефон пулнӑ. Вӑл унпа хӗрӗ патне пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ашшӗне ирӗке кӑларма васкаса ҫитнӗ. Ҫынна ирӗксӗр хӑварнӑ арҫын тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кайран ҫав материала суда ярса панӑ. 69 ҫулти арҫынна суд штрафлама йышӑннӑ. Пурӗ 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ ӑна. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() barahla.net сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пӗр этем тара илнӗ хваттерти пурлӑха ҫаратнӑ. Йӑлтах мар-ха. Унти телевизора йӑтса тухса кайнӑ вӑл. Ҫухлрнӑ пурлӑха хуҫисем 25 пин тенкӗпе хакланӑ. Ӑна вӑрӑ Шупашкарти ломбардсенчен пӗрине кайса вырнаҫтарнӑ. Телевизорсӑр юлнӑ хваттер хуҫи вӑрра шыраттарма пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем ӑна вӑрах шыраса тӑман. Пӗр каҫлӑха хвтатер тара илнӗ арҫын кил хуҫине салука паспорт парса хӑварнӑ иккен. Телевизор йӑтса тухса кайнӑскер унччен те темиҫе хут судпа айӑпланни паллӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчен. 40 ҫулта. Вӑрӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна халӗ суда ярса панӑ. бард. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() twitter.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кашӑлвируса тӑрӗслемелли тестсене кашниех тума пултарать. Анчах тӳлевлӗ. Роспотребнадзор тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, анализа Республикӑри клиника пульницинче (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт). Тест хакӗ – 1200 тенкӗ. Кӑтартӑва 3 кун кӗтмелле. Харпӑр клиникӑсенче антитела пуррипе ҫуккине те тӗрӗслеҫҫӗ. Организмра унашкалли пур тӑк ҫыннӑн ку инфекципе кӗрешме иммунитет аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрлере унччен кафе пулнӑ ҫуртра кӑшӑлвируспа кӗрешекен тухтӑрсем валли хӳтӗлев костюмӗсем ҫӗлеме пуҫланӑ. Камӑн кӑмӑл пур – унта ҫавсем тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗвӗ цехне Ҫӗмӗрлери пӗр компани пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унта ӗҫлекенсем пӗр эрне хушшинче тухтӑрсем валли 250 ытла хӳтӗлев костюмӗ тата халатсем ҫӗленӗ. Ҫӗмӗрлери васкавлӑ медпулӑшура тӑрӑшакан фельдшер Вера Никитина каланӑ тӑрӑх, костюмсем питӗ меллӗ, кирек хӑш калӑпӑшлӑ кӗлеткене те юраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Елчӗк районӗнче ака вӗҫленнӗ ӗнтӗ, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ку ӗҫе юлашки гектарсем ҫинче пурнӑҫлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра ҫуртрисене 114,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 59,4 проценчӗ пулать. Ҫапла вара ҫуртрисене акассипе аграрисем ҫурринчен иртнӗ. Планпа пӑхнӑ лаптӑксене Елчӗк районӗнче ҫӗннӗ, Шӑмӑршӑ районӗнче палӑртнин 85,1 проценчӗ чухлӗ акнӑ. Ҫӗрулмине 596 гектар лартнӑ, пахчаҫимӗҫе — 190 гектар, ҫу валли туса илекен культурӑсене — 6 пин гектар. Хӑмла хуҫалӑхӗсенче те ӗҫ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Правительство ҫуртӗнчи канашлу саманчӗ Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Кун пирки паян республика Правительстви ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хусканӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑлшӗнче республикӑна ют регионсенче ӗҫленӗ ентешӗмӗрсем йышлӑн таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнсах кайман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аякран ӗҫлесе килнисем ик эрне килте питӗрӗнсе ларманнине пирӗнтен чылайӑшӗ асӑрхать пулӗ. Вӗсем урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳреҫҫӗ, лавккана кӗрсе тухаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта пулаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын ав, хӑйӗн мӑшӑрне, икӗ ывӑлне (ҫав шутра пӗри ДЦПпа чирлӗскер иккен) кӑшӑлвирус ертнине паян республика Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура тӗслӗх евӗр асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ял-хулара паянтан ҫынсенеу рама тухма ирӗк пачӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. Ҫапла вара паянтан урамра икшер ҫынлӑ йыш уҫӑлса ҫӳреме пултарать.Ачаллӑ хӗрарӑмсене те ачи-пӑчине урама ертсе тухма ирӗк панӑ. Анчах тепӗр ҫавӑн пек ушкӑнран 1,5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла. Спортпа туслисем те урамра велосипедпа ярӑнма, чупма т.ыт. те юрать. Анчах вӗсен пӗр-пӗрин хушшинче 5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла. 65 ҫултан аслисене тата тӗрлӗ чир-чӗрпе нушаланакансене урама тухса ҫӳреме ирӗк паман. Лавккасенче, общество транспортӗнче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнта ҫынсен маскӑпа ҫӳремелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() willcomfort.ru сайтри сӑн Кӗтмен ҫӗртен йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкесси такамӑн та пулать. Хӑш чухне ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивет. Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗре вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хайхискер ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вӑл шыҫӑнса кайнӑ пӳрнинчен ҫӗрӗ хывайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» наборпа усӑ курнӑ. Хӗрӗн шыҫӑнса кайнӑ пӳрнинчен ҫӗрре вӗсем асӑрханса кӑлӑрнӑ. Хӗр ҫӑлавҫӑсене куншӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтри сӑн Республикӑра паян кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртас тӗлӗшпе ҫӗнӗ рекорд лартнӑ. Пӗр талӑкра 76 ҫын инфекциленнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1220 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 255 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 50-шӗ – иртнӗ талӑкра. 8 пациент йывӑр чире парӑнтараймасӑр вилнӗ. Палӑртмалла: паян Раҫҫейре 11656 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 221344 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 39801-шӗ сывалнӑ, 2009 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ ҫуллахи пекех ӑшӑ тӑчӗ. Малалла мӗнле ҫанталӑк пулссине синоптиксем палӑртнӑ ӗнтӗ. Республикӑна «ҫӗмӗрт сивви» килет. Нумайлӑха-мӗн. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх варринче 10 градус ӑшӑ пулӗ. Ку, уйӑх пуҫламӑшӗпе танлаштарсан, 3 градус сивӗрех. Ҫанталӑк сивӗ кӑна мар, ҫиллӗ те пулӗ. Кӗҫнерникун тӑрук сивӗтӗ. Ҫӗрле 0-5 градус ӑшӑ пулӗ. Кайран тата сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-19-мӗшӗсенче йӗпе юр, кӗрпе ҫума пултарӗ. Шӑматкунпа вырсарникун ҫӗр ҫине нӳрӗк нумай ӳкӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк уйӑх вӗҫӗчченех тӑма пултарӗ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫумӑр та самай ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |