Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
ШӖМ хатӗрленӗ сӑн
ШӖМ хатӗрленӗ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ. Вӗсем ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

Тухса каякансем – 14-ри Семенов Егор Алексеевич тата 17 ҫулти Ксенофонтов Александр Сергеевич. Егор 156 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Хӑй ҫута олимпийка, трико, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ.

Александр 161 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Тухса кайнӑ чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ.

Ҫак ачасене курнӑ пулсан ҫийӗнчех ШӖМе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, телефон номерӗ – 02, 102.

 

Сывлӑх
punkt-a.info сайтри сӑн
punkt-a.info сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр икӗ ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа инфекцие пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 68 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ӗнер те, паян та кӑшӑлвируспа пӗр талӑкра 34 ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе ку хисеп республикӑра 7247-е ҫитнӗ. Вӗсенчен 5114-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2065 ҫын сипленет.

Паян валли тепӗр 183 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ халӗ те 1-рен пысӑкрах-ха.

 

Политика

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра пӗрлехи суйлав кунӗ тесе йышӑннӑ. Ун чухне Чӑваш Ен Элтеперне тата муниципалитсенчи депутатсене суйлӗҫ.

Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен шкиленнипе, ӑна сарасран асӑрханас тӗллевпе суйлава виҫӗ кун хушши ирттерӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнер йышӑннӑ. Ҫапла вара сасӑлава авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче те ирттерӗҫ. Тӗп суйлав кунӗ ҫапах та 13-мӗшӗнче пулӗ тесе пӗлтернӗ.

Аса илтерер: республика Элтеперӗн суйлавне 5 кандидат хутшӑнать. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — парти сӗннӗ кандидатсем: Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем»), Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ), Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ). Республика ертӳҫин тивӗҫне хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ.

 

Ӳнер
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Халӑх промыслисен ӑстисен Раҫсей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӗн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернисене чысланӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев художество промысли урлӑ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркин нумай енлӗхӗпе тарӑнлӑхӗ палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл япаласем илемлӗ, ӑна парнелеме аван.

Чӑваш Енӗн чи лайӑх ремесленникӗ ята Ирина Федорова, чи лайӑх ҫамрӑк ремесленник ята Анастасия Зимина (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ.

Сӑмах май, Олег Николаев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствинче усламҫӑсен ӗҫ-хӗлӗ, суту-илӗвӗн тата тулаш ҫыхӑнусен департаментӗнче ӗҫленӗ май халӑх промыслисен енӗпе те тимленӗ. Художествӑпа эксперт канашӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра халӑх промыслисене сутакан пӗрремӗш лавкка уҫӑлнӑ. Халӑх ӑстисен хатӗрӗсене хӑна ҫурчӗсенче, вокзалсенче, аэропортсенче сутма тытӑннӑ.

 

Республикӑра
uk-tihiidon.jkh.su сӑнӳкерчӗкӗ
uk-tihiidon.jkh.su сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм чӳрече янахӗ ҫине тӑрса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Ӑнланмалла мар тем калаҫаканскере, шавлаканскере иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Пӑтӑрмах хулари Мускав проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тӑр кӑнтӑрла, 11 сехет иртсен, пулса иртнӗ.

Чӳрече янахӗ ҫинчи ватӑ хӗрарӑм ҫинчен Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине пӗлтернӗ, хӗрарӑм чӳречерен сикме пултарӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Дежурство сменин пуҫлӑхӗ Е. Шибров Е. тата Р. Шамсутдинов ҫӑлавҫӑ пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Вӗсем тӑваттӑмӗш хута чупса хӑпараҫҫӗ те хваттер алӑкӗ уҫҫине асӑрхаҫҫӗ. Ҫав самантра ватӑ хӗрарӑм урайӗнче выртнӑ, хваттерте полици ӗҫченӗсем тӑнӑ. Вӗсене те пӗлтерекен пулнӑ курӑнать.

 

Ҫутҫанталӑк
Tumentoday.ru сайтри сӑн
Tumentoday.ru сайтри сӑн

Нивушлӗ ҫуллахи тумтире тепӗр ҫулччен шкапа пуҫтарса хумалла? Чӳречерен пӑхсан кун пек шухӑшлама та пулать. Ӗнер-паян республикӑра ҫумӑр ҫӑвать, ӗнер Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 46 литр шыв ӳкнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кун пекки 5 ҫул каялла утӑ уйӑхӗнче пулнӑ.

Ыран та ҫанталӑк ӑмӑр пулӗ, ҫумӑр ӳкӗ. Ҫанталӑк сивӗ те ҫиллӗ тӑрӗ, 4-9 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Вырсарникун тинех уяртӗ, 20 градус тарана ӑшӑ пулӗ. Тунтикун каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче антициклон килӗ, уяртӗ. Ытларикун сывлӑш температури вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 градуса ҫитӗ. Унтан температура майӗпен пысӑкланма тытӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Сывлӑш температури 28 градус таран ӑшӑнӗ. Эппин, ҫуллахи тума пуҫтарса хума ан васкӑр.

 

Сывлӑх
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑшӑлвирусран хӑйсен кӑмӑлпе тӗрӗслеме пуҫланӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. ПЦР меслечӗпе пӗр эрне хушшинче 1689 ҫын тӗрӗсленнӗ. Вӗсенчен 34-шӗн кӑшӑлвирус тупӑннӑ. ИФА-мелпе те тӗрӗсленӗ. Ун пеккине 2230 ҫын суйланӑ. 765 ҫыннӑн Ig M, Ig G иммуноглобулин тупӑннӑ. Апла пулсан вӗсем унччен чирлесе ирттернӗ, организм чирпе кӗрешме пултарать.

Цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарлӑнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ.

Тӗрӗслев витӗр тухас тесен пульницӑсенчи регистратура урлӑ ҫырӑнмалла. Анализсене ытларикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илеҫҫӗ. Анализа ҫын хӑй кӑмӑлӗпе панӑ чух укҫа тӳлемелле.

 

Статистика
Volkovysk.by сайтри сӑн
Volkovysk.by сайтри сӑн

Республикӑра ҫӗртме уйӑхӗнче вируслӑ пневмонипе чирлекенсен йышӗ ӳснине палӑртнӑччӗ. Унпа танлаштарсан, утӑ уйӑхӗнче ку чирпе нушаланакансен йышӗ чакнӑ. Ҫапах кӑтарту ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран 4,8 хут пысӑкрах.

Утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре 1655 ҫын вируслӑ ӳпке шыҫҫипе чирленӗ. Ку, ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан, 26 процент сахалрах. Юлашки эрнере 195 ҫыннӑнне «пневмони» диагноз лартнӑ. Ку кӑтарту унчченхи эрнерен 20 процент чакнӑ.

Пневмонипе чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленнӗ, анчах ОРВИпе нушаланакансем нумайланнӑ. Ҫӗртмепе танлашатарсан, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран 7,3 процент нумайрах. Халӗ ачасем мар, аслисем ытларах чирлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
partprice.ru сӑнӳкерчӗкӗ
partprice.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ.

Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ.

100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ.

 

Вӗренӳ
megabudka.ru  сайтри сӑн
megabudka.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.

Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.

Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66149
 

Страницӑсем: 1 ... 1400, 1401, 1402, 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, [1410], 1411, 1412, 1413, 1414, 1415, 1416, 1417, 1418, 1419, 1420, ... 3879
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...