Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтерӗшлӗ виҫе урлӑ каҫрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 500 пин ытла хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, нейронлӑ меслетпе тивӗҫлӗ шайри куҫаруҫӑ тӑвас тесен сахалран те пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, пӗтӗмӗшле палӑртнӑ кӑтарту ҫеҫ пулин те эпир ҫак виҫен ҫурри урлӑ иртрӗмӗр-иртрӗмерех! Мӑшӑрсем хатӗрлеме ҫӑмӑлах мар. Ҫак ӗҫе тӑваттӑн-пиллӗкӗн кӳленсе эпир уйӑхне 35-40 пин мӑшӑр тӑватпӑр. Вӑтамран пӗр кӗнекерен 5 пин мӑшӑр тухать: эпир кӗнекене сканерлатпӑр, саспаллатпӑр (ӳкерчӗкри саспаллисене Finereader программӑпа палласа илетпӗр), текстри йӑнӑшсене тӳрлететпӗр, ун хыҫҫӑн вара тӗнче тетелӗнче вырӑсла текста шыраса тупса пуплевӗшсене мӑшӑрласа тухатпӑр. Мӑшӑрлассине алӑпа тӑватпӑр — капла пирӗн мӑшӑрсен пахалӑхӗ самай ӳсет. Ҫак ӗҫе автоматизацилеме май паракан программӑсем те пур, анчах вӗсемпе ӗҫлес тесен чӑрмавсем чылай сиксе тухаҫҫӗ: пӗр енчен мӑшӑрлав ӗҫӗнче йӑнӑшсем каяҫҫӗ, тепӗр енчен чӑвашлипе вырӑсла текстсем пӗрешкел марри час-часах тӗл пулкалать. Калӑпӑр, Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑнне», Семен Бабаевскийӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерне» пирӗн тӑлмачсем ҫак хайлавсене улӑштариччен куҫарнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи икӗ объект ытла та вӑрахӑн ҫӗкленет. Сӑмах Асламас урамӗнчи 42-мӗш позици тата «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи 5-мӗш позици пирки пырать. Пӗрремӗшне «Гранит СК» тулли мар яваплӑ общество тӑвать, иккӗмӗшне – «Альянс-Недвижимость» предприяти. Асӑннӑ строительство организацийӗсем хӑпартакан ҫуртсенче хваттерлӗ пулма ҫынсем пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Строительство ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсенче республикӑн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков, Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Денис Майоров пулнӑ. Асламас урамӗнчи ҫуртри пайҫӑсене хваттер уҫҫисене кӗҫ-вӗҫ памалла. «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи ҫурта 35% ҫеҫ хӑпартнӑ. Ӗҫ епле пынине тӳре-шара, ҫав шутра республика ертӳҫи таранах, сӑнаса тӑма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Don24.ru сайтри сӑн Ашшӗ киле ӳсӗр таврӑнсан амӑшӗпе тӑтӑшах хирӗҫнӗ. 14 ҫулти ывӑлӗ вара харкашура амӑшне хӳтӗленӗ. Ку ашшӗне тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа вӑл ывӑлне те хӗрхенмесӗр ҫапнӑ. Ку истори Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫемье пирки. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 57 ҫулти ашшӗ ывӑлне пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртмеччен шар кӑтартнӑ. Кӗҫех ҫак арҫыннӑн 18 ҫул тултарман ывӑлне шар кӑтартнӑшӑн, ӑна тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн суд умӗнче явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Етӗрне районӗн судне пӑхса тухма панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫулшӑн вӑрҫнӑҪул-йӗр
![]() Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри ҫулшӑн ятланӑ. 531 метр тӑршшӗ ҫула юсама 8 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ объектра пулнӑ. Вӑл подряд организацине асфальта начар хунӑшӑн ӳпкеленӗ. Министра ним те килӗшмен: тикӗс марри те, асфальт хулӑнӑшӗ. Подряд организацийӗн кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Шӑнкӑртамри Уй урамӗ пирки пырать. Ҫула «Комплексное развитие сельских территорий» (чӑв. Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси ҫинчен) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Контракта «Стройкомфорт» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта лавкка пуҫлӑхне явап тыттарнӑ. Унти Пушкин урамӗнче вырнаҫнӑ «Победа» магазинта ҫынсен пӗр-пӗринпе ҫывӑх тӑма юраманнине кӑтартса ӳкермен иккен. Кассирсене алла дещинфекцилемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменнине те тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслеве прокуратура ирттернӗ. Вӑл ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Лавккара ӗҫлекенсен хӑйсен тата ӗҫри тумтирне упрама вырӑн пулман. Сутуҫӑсем медицина тӗрӗслевӗ тата гигиена аттестацийӗ витӗр тухса пӗтменни те ҫиеле тухнӑ. Лавкка пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 20.6.1 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници COVID-19 антителине палӑртма 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакне 3,4 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗ. Электрон лавккара тӑкака пӗрре-виҫҫӗмӗш чухлӗ чакарма май килнӗ. Аукциона «Открытие» медицина центрӗ тата Чӑваш Енӗн Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хутшӑннӑ. Йӳнӗрех хакпа тӗпчев ирттерме медицина центрӗ сӗннӗ. Контракта унпа алӑ пусӗҫ те. Килӗшӳ вӑйӗ 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫи 5 пин тӗпчев ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра M (IgM) тата G (IgG) класлӑ антителасене палӑртмалла. Кӑтартусем биоматериал лабораторие ҫитнӗ хыҫҫӑн пилӗк кунта паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Mychu.ru сайтри сӑн Етӗрне хулинче Ленин урамӗнче 17 томлӑ словарь авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурт упранса юлнӑ. Чӗлхеҫӗ унта 4 ҫул тултариччен пурӑннӑ. Кӑҫал Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетесшӗн. Вӑл хула админситрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать, хыснара вара ун валли укҫа ҫук. Етӗрнесем ЧР Культура министерствине проектӑн ӑслӑлӑх-проект документацине хатӗрлеме заявка панӑ. Ку ведомство вара Финанс министерствине укҫан пулӑшма ыйтса заявка хатӗрлет. Сӑмах май, Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурта 2010 ҫултах ҫӗнетме палӑртнӑ. Анчах ун чухне проект экспертиза витӗр тухман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Виталий Петрович Станьяла Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗҫЧӑвашлӑх
![]() Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан чылай хастара Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Виталий Петрович Станьял та пулчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсене те медальпе чысларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Эдуард Бахмисов, Петр Ивантаев, Олег Мустаев, Алексей Леонтьев, Геронтий Никифоров, Зоя Яковлева, Николай Лукианов, Анатолий Ухтиаров тата ыттисем пулчӗҫ. Чыслав Чӑваш наци музейӗн пысӑк залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, чӑваш ҫыравҫи Анатолий Кипеч, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен автономине ертсе пыракан Олег Мустаев тата ыттисем пулчӗҫ. Анатолий Кипеч, сӑмахран, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче чӑвашлӑх сахалланса пыни пирки чарӑнса тӑчӗ, Олег Алексеевич ку ыйту тавра ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, чӑвашлӑхшӑн самай вӑй хунӑ Виталий Петровича кӑҫал ҫавӑн пекех «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑччӗ. Ку вӑл ҫу уйӑхӗнче пулса иртрӗ. | ||
Хулара
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Юман рашчине» йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Планра палӑртнӑ пӗрремӗш тапхӑрта унти 100 йывӑҫа касӗҫ. Рашча патне электричество илсе ҫитерӗҫ, видокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Подрядчикӑн ҫулсене асфальт сармалла, брусчаткӑран тротуар тумалла. Рашчана хӑтлӑлатсан унта спорт лапамӗ йӗркелӗҫ. Йытӑсене уҫӑлтармалли, суту-илӳ тумалли лапамсем те пулӗҫ. Велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем те рашчана килме пултарӗҫ, унта ятарлӑ ҫул пулӗ. Хӗлле вара унтах йӗлтӗрпе ярӑнма май килӗ. Рашчан ятне улӑштарасшӑн. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе ӑна валли «Халӑхсен туслӑхӗн паркӗ» ят суйланӑ. Парка ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ӗҫ 85,7 миллион тенке кайса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ҫул хута ярасшӑн. Вӗсене кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал вӗҫлениччен уҫма палӑртаҫҫӗ. Ку хыпара Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра паян пӗлтернӗ. Сити-менеджер хыпарланӑ тӑрӑх, ҫула тӑваканӗсем — икӗ подряд организацийӗ: «Дорожно-строительная компания № 1» (чӑв. 1-мӗш номерлӗ ҫурт-йӗрпе строительство компанийӗ) тата «Дорстройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем. Ӗҫе вӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчи шыв шайӗ хӑпарнине пула проект документацине хӑш-пӗр улшӑну кӗртме тивнӗ-ха. Ҫулсем икӗ полосаллӑ пулӗҫ, тротуарсем те тӑвӗҫ, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |