Хулара
![]() Cheboksary.ru сайтри сӑн Эсир Шупашкарта Чебурашкӑна курнӑ-и? Ҫук-и? Кӳлмеке кайса курмалла. Унта Гена крокодил тата Чебурашка кӳлеписем пур. Ҫывӑх вӑхӑтра Чебурашка ача-пӑча паркне те килӗ. Тӗрӗсрех каласан, Шупашкарта вырӑн тупӗ. Чебурашка палӑкне хулари А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ӑна чӑваш скульпторӗ Василий Кузьмин хатӗрленӗ. Совет мультфильмӗнчи сӑнара, ахӑртнех, хальхи ачасенчен чылайашӗ пӗлмест. Палӑка парка вырнаҫтарсан Чебурашкӑпа шӑпӑрлансем хаваспах паллашӗҫ. Мультфильмри сӑнара паркри тӗп клумба ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкар районӗнчи Атӑльял тӗлӗнчи «Три дуба» (чӑв. Виҫӗ юман) дачӑсен юлташлӑхӗ тӗлӗнче чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Унта катер путма пуҫланӑ. Усал хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. «Амур» катер ҫинче аслисем тӑватӑ ҫын тата икӗ ача (ҫичӗ ҫулти арҫын ачапа виҫӗ ҫулти хӗрача) пулнӑ. Катер пӑрӑннӑ чухне чалӑшса кайнӑ. Путма пуҫланӑ катер ҫинчи ҫынсем патне ҫӑлавҫӑсем васкаса ҫитнӗ. Катер ҫинче 72 ҫулхи хӗрарӑм та пулнӑ. Пӑлханса ӳкнӗскере тухтӑрсен пулӑшма тивнӗ. Катер ҫинчи пӗр ҫын та путман. Кашниех таса та сывӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем улттӑшне те ҫыран хӗрне кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Pixabay.com сайтри сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Вӑл 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Ҫак арҫын Шупашкар районӗнче пурӑнман, вӑл унта Етӗрне районӗнчен килнӗ. Хайхискер шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Каласа хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре шывра 24 инкек пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын путса вилнӗ. Пӗр ҫынна, теллее, ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсем унчченхи режим ҫине куҫма тытӑнчӗҫ. Халӗ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ пациентсене йышӑнма пуҫланӑ. Ҫак эрнере унта операцисем ирттернӗ те ӗнтӗ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен унта кӑшӑлвирус стационарӗ йӗркеленӗччӗ. Халӗ чир лӑпланать, унпа пурӑнма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр курӑнать. Предприяти-организацисем майӗпен унчченхи йӗркепе пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен Шупашкарти иккӗмӗш хула пульници, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн Шупашкарти Университет урамӗнчи «Ҫурҫӗр» клиника пациентсене йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫапах та транспортра маска тӑхӑнса ҫӳренине яваплисем тӗрӗслеме пӑрахман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумаях пулмасть Канашра 2 ҫулти ача 8-мӗш хутран ӳксе вилни пирки ҫырнӑччӗ. Паян ирхине Шупашкарта та ҫавӑн пек инкек пулнӑ. Шел те, ача вилнӗ. Ку инкек Талвир урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. 3 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Амӑшӗпе кукамӑшӗ те килтех пулнӑ, анчах – урӑх пӳлӗмре. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Аслисем мӗншӗн ачана асӑрхаса ҫитереймен? Ҫакна та уҫӑмлатӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал 19 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ашшӗ-амӑшӗн тимлӗх пирки манмалла мар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварасси, тӗпчесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна сӳтсе явнӑ. Вӑл — «Чӑваш Республикин культурӑпа туризмне аталантарасси» программӑн тӑсӑмӗ. Унта, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников та хутшӑннӑ. Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумпрограммӑпа пуянлатассине Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуҫарнӑ. Паян ҫумпрограммӑн проектне тишкернӗ. Ӑна хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫумпрограммӑн тӗллевӗ — чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртме майсем туса парасси. «Чӑваш чӗлхине темшӗн вӗрентӳпе кӑна ҫыхӑнтаратпӑр. Вӑл ытти тытӑмра та анлӑн илтӗнтӗр, янӑратӑр. Пирӗн сирӗнпе пӗрле ҫак енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — тенӗ Чӑваш Ен ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм. Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ара, республика пуҫлӑхӗ те (ку вырӑна вӑл хальлӗхе вӑхӑтлӑх ҫеҫ йышӑнать пулин те) ҫумпрограммӑна сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнать-ҫке! Унччен кунашкалли пулман тет те вара чӑн та ырламалли кунта пурах! Тӗппипе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ҫумпрограммӑна эп ҫакнашкал хак кӑна пама пултаратӑп: вӑл паянхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме тӑрӑшни ҫеҫ. Чӗлхе ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхне, паянхи кун вӑл темле йывӑр пулсан та, кунта татса пани курӑнмасть. Чӗлхе умӗнчи тӑракан хӑрушлӑхсенчен сыхлама пултарасса та эп ӗненсех каймастӑп. |
Чӑвашлӑх
![]() «Ралля Новага Дня» (Ҫӗнӗ Кун Аки) — ҫакӑн пек ятпа ҫак кунсенче Беларуҫ Республикин тӗп хулинче, Минскра, Якуб Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, кун ҫути курнӑ чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи. Чӑваш литературишӗн те, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн те ку — чӑннипех те пысӑк пулӑм. Юлашки ҫулсенче чӑваш тата белорус литературисен туслӑ ҫыхӑнӑвӗсем чылай ҫирӗпленчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валерии Туркай, Минскра темиҫе хут та пулса курнӑ хыҫҫӑн, 2019 ҫулта чӑваш вулаканне «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!» ятлӑ белорус поэзийӗн хӑй чӑвашла куҫарнӑ антологине парнелерӗ. Кӑҫал вара Минскра, Я.Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, Валери Туркайӑн «Вершы простые мае...» (Ансат манӑн сӑввӑмсем) ятлӑ, Беларуҫ Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Митлицкий белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи кун ҫути курчӗ. Аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӗнеки тӑванла республикӑра белорусла тухни (ӑна та М.Метлицкий куҫарнӑ) — ҫак туслӑ ҫыхӑнусене малалла ҫирӗплетни. Белорус-тусӑмӑрсене чӑваш халӑхӗн гениллӗ поэчӗн хайлавӗсене белорусла куҫарма Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн хайлавӗсемпе тивӗҫтернӗ Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ «Ралля Новага Дня» кӗнекене белорус вулаканне парнеленӗшӗн чылай ҫул Беларуҫ Республикин информаци министрӗ пулса ӗҫленӗ, хальхи вӑхӑтра Беларуҫ Республикин Президенчӗн Администрацийӗ кӑларса тӑракан «Белорусская думка» журналӑн тӗп редакторӗ пулса тӑрӑшакан Александр Карлюкевича (ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути кӑтартассишӗн пуринчен ытла вӑл тӑрӑшнӑ, вӑлах — «Ралля Новаго Дня» кӗнекен умсӑмахне ҫыраканӗ), Я. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӗрӗслеме пӑрахман ҫеҫ мар, малашне те рейдсем иртӗҫ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче каланӑ. Общество транспортне дезинфекцилессишӗн, ӗҫлекенсене маскӑпа тивӗҫтерессишӗн, вӗсем ҫав йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслессишӗн пассажирсене турттаракан организацисен хуҫисемпе уйрӑм усламҫӑсем яваплӑ. Пассажирсем маскӑпа пулнине те вӗсенех тӗрӗслемелле. Маскӑсӑр пассажира транспорта лартмасан та пултараҫҫӗ. Чӑваш Ен ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе республикӑн Транспорт министерствин тата Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейд ирттернине ӗнентереҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче штрафсен виҫине аса илтернӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран явап тыттарма юрать, должноҫри ҫынсене – 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене – 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен спортсменӗсен, нацин пӗрлештернӗ командине кӗнисене, ятарлӑ стипендипе хавхалантарасшӑн. Кун пирки ЧР Спорт министерствин коллеги ларӑвӗнче калаҫнӑ. Спорт министрӗ Василий Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ чӑваш спортсменӗсем хавхалантарӑва кӑҫалах илме тытӑнӗҫ. Укҫа-тенке мӗнле тата ӑҫтан тӳлессине палӑртнӑ ӗнтӗ, халӗ ыйтӑва ЧР Финанс министерствипе сӳтсе яваҫҫӗ. Укҫан хавхалантарнине Чӑваш Енри 200 ытла спортсмен тивӗҫме пултарӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 202 чӑваш кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |