Пӑтӑрмахсем
![]() Ача ҫурчӗсенче пурӑнакан Чӑваш Енри тӑлӑхсем ҫуллахи каникула ҫемьесенче ирттернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ачана ҫуллахи вӑхӑтра ҫемьесем хӑнана йышӑннӑ. Ача ҫуртӗнче пурӑнакансене каникулта ҫемьене парас йӑла республикӑра унччен те пулнӑ. Унта лексем арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫемьери ырӑ хутшӑнусене кураҫҫӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫулла пилӗк ача ҫемьере тӗпленнӗ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен тата тепӗр 4 ачана опекӑна илӗҫ. Ачасене хӑналанӑ ҫемьесем ҫавӑн пек тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() imgpng.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма ют ҫын карттипе усӑ курнӑшӑн суд тӑвӗҫ. РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын хаваслӑ пӗр ушкӑнра хӗрарӑмпа паллашнӑ. Те хӗрарӑм ҫав териех килӗшнӗ ӗнтӗ — вӑл ӑна хӑйӗн банк карттине кӑларса тыттарнӑ. Парольне те каланӑ. Унпа ӑна лавккана «хаяррине» туянма ӑсатнӑ. Хӗрарӑм эрех илнипех ҫырлахман. Хӑйне валли ҫи-пуҫ, сӑрланмалли туяннӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ пӗтернӗ. Арҫынна кун пирки шарламан. Смс та хыпарламан — карттӑ хуҫи ун пек пулӑшупа усӑ курман. Карттӑ ҫинчен самай укҫа ҫухалнине арҫын темиҫе кунтан ҫеҫ сиснӗ. Хӗрарӑмран укҫана ыйтнӑ та лешӗ килӗшмен. Аптӑранӑ арҫын йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта ҫуралнӑ Дмитрий Марков Тула облаҫне ӗҫлеме куҫӗ. Унта вӑл Правительство ертӳҫин ҫумӗн должноҫне йышӑнӗ. Тулӑра Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав, мировой тӳресемпе загс органӗсен ӗҫне сӑнаса тӑрӗ. Росздравнадзорӑн, Роспотребнадзорӑн регионти уйрӑмӗсемпе, социаллӑ страховани, медицина страховани фончӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессишӗн те яваплӑ пулӗ. Дмитрий Марков 1970 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Аслӑ шкулта, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче, 2016-мӗшӗнче министрта тӑрӑшма пуҫланӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Социаллӑ страховани фончӗн Мускав облаҫӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Аэропорт Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, хатӗрленӳ ӗҫӗн чи вӑрӑм тапхӑрне пӗтернӗ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермелле. Аэропортра палӑртнӑ тӑрӑх,аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва 2016 ҫулта «Аэрофьюэлз» компани пуҫарнӑ. Ҫав тӗллевпе аэропорта «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт) тулли мар яваплӑ обществӑна, уйрӑм ҫын аллине, панӑ. Хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн пассажирсене турттарасси виҫӗ хут ӳснине ӗнентереҫҫӗ. Аэровокзала «Аэрофьюэлз» компани хӑйӗн укҫипе юсаса ҫӗнетӗ. Ун валли федераци е республика хыснинчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() chips-journal.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать. Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре суя укҫасем тупса палӑртнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ун пеккисене 36 штук асӑрханӑ. Ҫав шутран 23-шӗ — 5 пинлӗххисем. Унсӑр пуҫне 1 тенкӗллисем 10 штук тупӑннӑ, 100, 500 тата 2000 тенкӗллисене — пӗрер. Сӑмах май, пӗлтӗрхи иккӗмӗш кварталта суя укҫана тата нумайрах асӑрханӑ. Ун пекки пурӗ 53 штук тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Енри Наци банкӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр укҫана шанмасан кирек епле банка кайса тӗрӗслеттерме пулать. Алла лекнӗ укҫа суя пулни пирки иккӗленмесен йӗрке хуралҫисене пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируса йывӑррӑн чирлесе ирттернисене санаторисенче 10-12 кун реабилитацилеме 45 пине яхӑн кайса ларӗ. Ҫынсене ҫав шутран 10-11 пинне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Ытти тӑкака, пурӗ 70 процентне яхӑн, республика хӑй ҫине илӗ. 45 пине яхӑн путевка шучӗпе ҫынсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме, сиплев процедурисене туса ирттерме шантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунне пилӗк хутчен апатлантарӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен стационарсенче 2 пин ытла ҫын реабилитаци витӗр тухайӗ, унсӑр пуҫне кӑнтӑрлахи стационарсенче тепӗр ҫавӑн чухлӗ ҫынна пулӑшӗҫ. Ку цифрӑсене республикӑн Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева тунтикунхи планеркӑра асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисене ҫӳрекенсенчен кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка ыйтмӗҫ. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура шантарса каланӑ. «Шкулсенче тата ача пахчисене маска тӑхӑнса ҫӳреме хистекен йӗрке ҫук, унсӑр пуҫне кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка та ыйтмӗҫ», – тенӗ министр. Ирсерен ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ, вӗсен ӳт температурине виҫӗҫ, сывлӑша рециркуляторпа сиенсӗрлетӗҫ, пысӑк ушкӑнлӑ мероприятисем ирттермӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() @natusenchik тунӑ сӑн Эсир хулара хир сыснисем утса ҫӳренине асӑрханӑ-и? Ҫынсем вара курса юлнӑ, вӗсене сӑн ӳкерме те ӗлкӗрнӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти пӗр районта темиҫе хир сысни ҫӳренӗ. Ҫынсем вӗсене Вӑрман урамӗнчи 7-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Малтанах йытӑсем вӗрме пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсем вӗсем мӗншӗн хамлатнине ӑнланнӑ: хир сыснисем килнӗ иккен. Ку ирхи 4 сехетре пулнӑ. Хир сыснисем 10-а яхӑнах пулнӑ. Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӗрчунсем хӑйсене лӑпкӑ тытнӑ, кӑштахран хӑйсемех кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cdi24.ru сӑнӳкерчӗкӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00. Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла. Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19. Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |