Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: киносем

Ӳнер
@chuvashkino сӑнӳкерчӗкӗ
@chuvashkino сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрне вӗҫӗнче Етӗрнери Культура ҫуртӗнче «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн «Юрӑ – чун уҫҫи» ҫутӗҫпе тематика фильмне кӑтартнӑ. Ӑна Етӗрне районӗнчи «Сӑр Ен» халӑх фольклор ансамблӗн 35 ҫулхине халалланӑ.

Документлӑ фильма Етӗрне районӗнчи илемлӗ вырӑнсенче кӑҫалхи ҫулла ӳкерсе илнӗ. Унта коллектива ҫӳрекенсен аса илӗвӗсене, гастрольсене ҫӳренин кӑсӑклӑ саманчӗсене, архиври сӑнӳкерчӗксене, видеоматериалсене кӗртнӗ.

Фильмпа «Чӑвашкинон» ӗҫченӗсем: Артур Галкин тата Евгений Данилов видеооператорсем тата Наталия Егорова тӗп архивист — паллаштарнӑ. Мероприятин ятарлӑ хӑнисем йышӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат тата Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн ӗҫченӗ Светлана Печникова пулнӑ.

⠀⠀

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CVCevAWjulg/
 

Культура

Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен пӗр уйӑхран та катӑлчӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл районсемпе хуласенче те иртӗ.

Унта Раҫҫейре ӳкернӗ фильмсемпе пӗрлех Индире, Беларуҫра, Польшӑра, Францире, Чехинче тата Данире калӑпланисене кӑтартӗҫ.

Этника тата регионсенчи кино программине Чӑваш Енри, Чечняри, Калмӑк Республикинчи, Пушкӑртстанри, Бурят Республикинчи, Якут Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тутарстанри, Байкал тӑрӑхӗнчи, Свердлов облаҫӗнчи тата Тыва Республикинчи 17 ӗҫ кӗнӗ.

Кинофестиваль программинчи фильмсене Шупашкарта ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар, Пӑрачкав, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Элӗк районӗсенче пурӑнакансене те тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.

 

Культура

Иртнӗ ҫулта проката тухнӑ «Движение вверх» кинофильма пирӗн ҫӗршыври куракансем кӑмӑлтан йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех-тӗр.

Антон Мегердичев режиссер ӗҫӗнче 1972 ҫулта иртнӗ Ҫуллахи Олимп вӑййи вӑхӑтӗнчи СССР тата АПШри арҫынсен пӗрлештернӗ командисен финалти матчӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Иван Едешко сӑнарне Кузьма Сапрыкин калӑпланӑ. Вӑл —

Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче артистра ӗҫленӗ Виктория Гичкина ывӑлӗ. Ҫакна «Хыпар» издательство ҫурчӗн хыпарсен служби «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн тата электрон документацийӗн архивӗн секторӗн заведующийӗ Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырни тӑрӑх хыпарланӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӗмен облаҫӗнчи Канаш ялӗнче чӑваш туйне ӳкернӗ. Ку пулӑм унтисемшӗн кӗтменлӗх пулни каламасӑрах паллӑ темелле. «Ял кӗҫех ҫӗр ҫула ҫитет. Пирӗн патра вара пуҫласа кино ӳкереҫҫӗ», — тӗлӗнсе калаҫнӑ ял ҫыннисем фильм ӳкернине сӑнанӑ май. «Хӗрӗ тата мӗн кулать? Пӗркенчӗк айӗнче унӑн кулмалла мар, йӗмелле», — ӑна-кӑна чухласа тиркесерех те калаҫнӑ теприсем.

Канаш ялне Чӑваш Енри Вӑрнар районӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсем 1921 ҫулта йӗркелесе янӑ. Чӑваш туйне ӳкернӗ май ҫынсем хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсене те аса илнӗ, манӑҫма пуҫланӑ йӑла-йӗркене те.

Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх вӗсене вырӑнти «Регион-Тюмень» телерадиокомпани те кӑтартнӑ.

«Чӑваш туйӗ» документлӑ фильм унти чӑвашсемшӗн пӗрремӗш мар. Унччен, кӑрлач уйӑхӗнче телеканал «Никита Бичурин» фильм ӳкернӗ, ҫурла уйӑхӗнче — «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» ятлине.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=145867
 

Ӳнер

Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти кинотеатрсен экранӗсем ҫине Шупашкар режиссерӗн фильмӗ тухӗ. Ӑна наркотикпе кӗрешес тӗллевпе ӳкернӗ.

«Ветки» ят панӑ ӑна. Владимир Синяевӑн илемлӗ фильмне ӳкермешкӗн республикӑри ШӖМ, наркотӗрӗслев служби, айӑплава пурнӑҫлакан управлени хутшӑннӑ.

Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм сценарине республикӑри нарколару-тӑрӑвне шута илсе хатӗрленӗ. Унта наркомани ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ.

Картина кинотеатрсен экранӗсем ҫине раштав уйӑхӗнче тухмалла. Хальлӗхе монтаж тӑвас ӗҫ пырать. Ҫавӑн пекех кирлӗ документацисене хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫакӑ паллӑ: фильм пӗр сехет ҫурӑна тӑсӑлӗ. Хальлӗхе тӗнче тетелӗнче унӑн трейлерӗ тухнӑ.

 

Пӗлтерӳ Фильмри самант
Фильмри самант

«Аксар» студи нумай пулмасть ҫӗнӗ фильм кӑларчӗ — «Салтака качча каятӑп» романтикӑллӑ камит.

Салтак юратӑвӗ темрен те хаклӑрах та ҫирӗпрех. Ҫавӑнпа та Света, тӗп сӑнар, хӑйӗн савнине, Юрккана, салтакран чыслӑн кӗтсе илет. Анчах та Юркка салтакра пулнӑ чух Света патне тепӗр каччӑ, Якку, сукмак хывнӑ. Ҫакна салтакран таврӑннӑ Юркка мӗнле йышӑнать-ши? Яккуна савса юрату ҫулӑмӗпе хӗмленекен Маруҫ юрлама пуҫлать. Юлашкинчен ӑна Евровиденине чӗнсе яраҫҫӗ. Света хӑш каччине ытларах кӑмӑлласа качча кайма килӗшет-ши? Яккуна-ши е Юркка салтака?

Сценарине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Степанов -Пӑртта ҫырнӑ, вӑлах режиссёрӗ те. Вылякансен йышӗнче: Светлана Дмитриева, Венера Пайгильдина, Виталий Сергеев, Светлана Савельева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров, Валентина Музыкантова, Николай Дмитриев тата ыттисем.

Диска «СУМ» лавккара туянма май пур. Хакӗ 110 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/29682.html
 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк хуласен кинематографне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери VII кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче чысланӑ.

Фестивальпе килӗшӳллӗн 50 ытла мероприяти пулнӑ: кино кӑтартасси, тӗлпулусем, ҫавра сӗтелсем, пресс-конференцисем. «Чи лайӑх фильм» номинацире Марина Калинина режиссерӑн (Якути) «Семенчик» вӑйӑ картини ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире Сергей Потаповӑн (Якути) «Подснежники» фильмӗ мала тухнӑ.

«Чи лайӑх оператор ӗҫӗ» номинацире «Булаг» фильмӑн операторӗ Дмитрий Ильков (Буряти) ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх актер ӗҫӗ» номинацире «Подснежники» фильмра тӗп роле вылякан Геннадий Турантаев (Якути) палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценарий» — Айнур Аскаровӑн «Горький мед» фильмӗ (Пушкӑртстан). Андрей Васильевӑн «Нарспи» фильмӗ жюрин ятарлӑ парнине тивӗҫнӗ (Чӑваш Ен).

Наци киностуди фильмӗсен конкурс программинче «Белый день» фильмӑн операторӗ Иннокентий Амосов (Якути) тивӗҫнӗ.

Вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗнче жюрин ятарлӑ парнине «Летящие по ветру листья» фильм (Раҫҫей) тата «Деливеранс» фильм (Раҫҫей) тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын