Харпӑр шухӑш
Политика
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — ӑссӑрла ӗҫ!!! Шартлама сивӗре шӑннӑ ҫӗре кӗреҫесемпе чавтарни — чӗр мӑшкӑл! Тата пӗртте кирлӗ пулман ку ирсӗр хӑтлану! И.В. Сталин вырӑс чӗлхине пӗлмен мӑкшӑ, ҫармӑс, чӑваш, тутар халӑхӗсем нимӗҫсене майлӑ пулса тӑрасран хӑраса ӳкнипеле ҫыхӑннӑ ку малтанах палӑртнӑ сӗмсӗр тӗллев! Нушалантармалла ку халӑхсене, вара вӗсем Совет Союзӗ майлӑ пулмаллине ӑнланӗҫ тенӗ, ӗнтӗ! Сӑмах май, 1944 ҫулта ингуш, чечен, карачай тата балкар халӑхӗсене Казахстана тӑвӑр вагонсемпе хӑваласа янине те аса илер-ха. Вӗсем, ҫак халӑхсем, Иосиф Сталин шухӑшӗпе нимӗҫсене майлӑ пулма пултарнӑ. 1957 ҫулта ҫеҫ, Никита Хрущев саманинче, вӑл халӑхсем каялла Кавказа таврӑнма пултарчӗҫ. Тимофеев В. Н. Редакцирен. Ватӑ ҫынсене чӑн та ҫӗнӗ технологисене хӑнӑхма йывӑртарах, анчах вӗсем алӑ усмаҫҫӗ, тӗрлӗ май тупса пирӗн пата хӑйсен шухӑшне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Владимир Николаевич пӗр пайне СМС-па ярса пачӗ. Тепӗрне телефонпа каласа пани тӑрӑх ҫырма тиврӗ. Хӑй Тимофеев, пулница выртнӑ — Чӗмпӗрти ҫар хоспитале, ҫавна май ку статьяна тӗплӗрех якатма май пулмарӗ. |
Политика
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тинех пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ҫемҫе пукан сакӑр уйӑх пушӑ тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ертӳҫӗ тилхепине вӑхӑтлӑха икӗ ҫынна тыттарса пӑхнӑ. Халӗ тинех ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 40 ҫулти Валерий Зеленин. Хушӑва ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Валерий Зеленин Чулхула облаҫӗнчи Урень хулинче ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чулхулари коммерци институтӗнчен вӗренсе тухса юрист пулса тӑнӑ, 2018 ҫулта – Иваново хулинчи пушарпа ҫӑлав академийӗнчен «Пушар хӑрушсӑрлӑх» специальноҫне алла илнӗ. Квалификацие виҫӗ хут та ӳстернӗ вӑл. 2003-2008 ҫулсенче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чулхулари Тӗп управленийӗнче, 2008-2016 ҫулсенче МЧСӑн Атӑлҫи регионӗнчи центрӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2016-2019 ҫулсенче Чулхула облаҫӗнче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ, 2019 -2020 ҫулсенче – МЧСӑн Севастопольти пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() bnkomi.ru тата «Правда ПФО» сайчӗсенчи сӑнӳкерчӗксем Паян Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, министр ӗҫрен хӑй каяс тенӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, Анисимов республикӑн нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрне (вӗсене пӗрлештернӗ) ертсе пырӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнине ӗненсен, министр епле ӗҫленипе Олег Николаев Элтепер кӑмӑлсӑрланнӑ, республикӑра цифровизаци кирлӗ шайра пулса пымасть-мӗн. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама паянтанпа 35 ҫулти Кристина Майнинана ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫак хӗрарӑм Коми Республикин Ппуҫлӑхӗн Администрацийӗнче цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата реклама управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. 2008 ҫулта вӑл Сыктывкарти патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухнӑ, «Маркетинг» специальноҫне алла илнӗ, 2017 ҫулта — информатика специальноҫне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян республикӑра ҫил-тӑман алхаснӑран ҫине-ҫинех аварисем пулнӑ. Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнчи хӑрушӑ аварире 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Шупашкар районӗнче те машинӑсем ҫапӑнни пирки хыпарларӑмӑр. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын суранланнӑ. 11 сехет те 45 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче «Калина» водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Хондӑпа» ҫапӑннӑ. «Калина» рулӗ умӗнче 35 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл тата унӑн пассажирӗ, «Хондӑри» пассажир аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ, вӗсенчен пӗринче ача ларса пыни паллӑ. Инкек кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, Урай Макаҫ ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Пӑтӑрмаха «Лада Гранта» тата «ВАЗ-2115» машинӑсем ҫакланнӑ. Машинӑсенчен пӗрин водителӗ тата салонти хӗрача суранланнӑ. Анчах вӗсем, Турра шӗкӗр, ҫӑмӑл суран ҫеҫ илнӗ. Ҫакӑн пирки «Про Город» кӑларӑма ҫул ҫипчи инкеке асӑрханӑ ҫын пӗлтернӗ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу машини тата пушар сӳнтерекен машина пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() gazetabiznes.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче «Мускав – Хусан» тӳлевлӗ ҫулӑн строительствине сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Общество палати пӗлтерет. Тӗлпулӑва «Автобан» ДСКна, ЧР Транспорт тата Ҫутҫанталӑк министерствисене, Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна, Россельхознадзора, Росприроднадзора, общество канашӗсен элчисене, муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене, МИХ элчисене, вырӑнти халӑха чӗннӗ. Мероприяти Турхан ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче 13 сехетре пуҫланать. Кӑшӑлвирус сарӑлнине шута илсе вырӑнсем шутлӑ кӑна пулӗҫ. Тӳлевлӗ ҫул Чӑваш Енре Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсем урлӑ иртмелле. Пӗтӗмпе - 90 ҫухрӑм. Ҫула 2024 ҫулта туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vedomosti.ru сайтри сӑн Ӗнер 10 пулнӑ, паян, паллах, 11. Кӑшӑлвирусран тепӗр ҫакӑн чухлӗ ҫын вилнӗ. Статистика юлашки вӑхӑтра пӗр пекех пырать: 10, 11, 10, 11… Республикӑра кашалвирусран вилнисен йышӗ 633 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 17364 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 15694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 89 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 78 ҫынна пульницӑран киле янӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ. Чи малтанах ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӑраха кайнӑ чирпе аптӑракансене тӑваҫҫӗ. Кӑҫал массӑллӑ вакцинаци пуҫланассине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян кӑнтӑрла, 12 сехетсенче, М-7 автоҫулӑн 734-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ача та пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймен, йывӑр тиевлӗ «Сканийӑна» сулахай айккипе ҫакланнӑ. Унтан минивэн хирӗҫ килекен КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн «Скания» «Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Тепӗр машина аварирен пӑрӑнас тесе кювета чамнӑ. «Шевроле» машинӑра пулнӑ тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 7-ри тата 15 ҫулти хӗрачасен. Пӗри пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама пӑрахнӑ. «Калинӑри» икӗ ҫын тата «Шевролери» ача суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водителе хӑваланӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пулса иртнӗ. «УАЗик» автомобиль водителӗ йӗрке хуралҫисем чарӑнма хушнине итлемен — урам тӑрӑх вирхӗннӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑран юлман — ун хыҫҫӑн хӑваланӑ. «УАЗик» юрлӑ ҫулпа вӑрах тарайман — лакса ларнӑ. Йӗркене пӑхӑнман водитель тӗлӗшпе административлӑ темиҫе материал шӑрҫаланӑ. Водительтӗлӗшпе ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн ҫеҫ мар, РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе те ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем чарма ыйтнине пӑхӑнман водителе самай тенкӗлӗх штрафлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russian.cgtn.com сайтри сӑн Ӗнер республикӑра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ тӗк паян миҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пуҫ ватма та кирлӗ мар – 10-шӗн. Мӗншӗн тесен юлашки эрнесенче вируса пула вилекенсен йышӗ ялан пер пек: 10, 11, 10, 11, 10, 11… Юлашки талӑкра 90 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 88 ҫын пулнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енре 17275 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15616-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирус 622 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Раҫҫейре юлашки талӑкра 23309 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |