Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем пичетленсех тӑраҫҫӗ. Вӗсене аслисем валли те, кӗҫӗн ҫулхисем валли те пичетлеҫҫӗ. Хальхинче кун ҫути курнӑ кӑларӑм – шӑпӑрлансем валли. Пӗчӗк вулакансем валли «Ула курак тӗнче курма кайни. Как Ворона хотела мир повидать» ятлӑ юмахсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта чӑвашла юмахсем кӗнипе пӗрлех вӗсене вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Кӑларӑма Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, юмахсене вырӑсла Ольга Васильева куҫарнӑ, художникӗ – Наталия Андреева. Ҫӗнӗ кӑларӑмри юмахсем урлӑ ачасем тӗнчене ӑнланма вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |