Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енри шкулсенче «Виҫӗ хӗвел» (вырӑсла — Три солнца) ятлӑ кӗске метрлӑ фильма кӑтартаҫҫӗ. Ӑна шкул ачисем хут пухса тунӑ укҫапа ӳкернӗ. «Вести.Чувашия» телекурав пӗлтернӗ тӑрӑх, макулатура пуҫтарма 286 шкул хутшӑннӑ. Фильма Шупашкарта, Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра тата Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче ӳкернӗ. Кӗске метрлӑ кинолента чӑваш халапӗсемпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарать, ҫынсене юратма вӗрентет теҫҫӗ ӑна ӳкернисем. Фильм сценарисчӗ тата режиссёрӗ – Елена Дубровская. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кинолентӑна «Киноуроки» (чӑв. Киноуроксем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ӳкернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн 37 кинолента ӳкернӗ, пӗтӗмпе 99 фильм ӳкерме тӗллев лартнӑ. «Виҫӗ хӗвел» фильма Раҫҫейри мӗнпур шкулта класс сехечӗсен вӑхӑтӗнче кӑтартӗҫ. Сӑмах май каласан, виҫӗ хӗвел пирки юмах-халап ытти хӑш-пӗр халӑхӑн фольклорӗнче те тӗл пулать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() ixbt.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лексе пысӑк укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне пырса каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хӗрарӑм ячӗпе такам 1 миллион тенкӗ кредит илесшӗн-мӗн. Ҫак ӗҫе ан туччӑр тесен кирек мӗн чухлӗ кредит илмелле имӗш, ӑна счет ҫине куҫармалла. Кун пирки никама та калама хушман, унсӑрӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ-мӗн. Анчах хӗрарӑма банк кредит пама хирӗҫленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн акцийӗсене 2 миллион те 140 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Укҫана палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Ку кӑна мар, хӗрарӑм укҫа куҫармалли программа вырнаҫтарас тесе смартфон та туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсем 200-е яхӑн ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Аса илетер: теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чарӑннӑ. Йывӑр диагнозлӑ ачасем пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленме пултарнӑ. Йошкар-Олара пурӑнакан Виктория амӑшӗпе пӗрле ятарласа ҫитнӗ. Чӑваш Енри офтальмологсем ачан куҫне операци тунӑ, халӗ унӑн малалла сипленмелле. Теплоход Шупашкарта 6 сехет тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра Мускавран килнӗ тухтӑрсем 200-е яхӑн пӗчӗк пациента йышӑннӑ. Вӗсенчен 56-шне федераци клиникине тӗрӗсленме йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ачасен ашшӗ Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫемьере йӗкӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем – хӗрачасем. Ашшӗ-амӑшӗ ачасем валли илемлӗ ят суйлама тӑрӑшнӑ. Пӗрне Ангелина тесе ят хунӑ. Теприн вара ячӗ питӗ хӑйне евӗр. Вӑл «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарӑн ячӗ пекрех янӑрать: Рэнэсмэ. Сӑмах май, «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарсен Эдвардпа Бэлла Калленӑн хӗрӗ Ренесми ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр арҫын Чӑваш Енри икӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗн ертӳҫи-мӗн. Хайхискер аварие ҫакланнӑ тӗн ҫыннине сипленмешкӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра республикӑн митрополичӗ вырӑнта пулман. Варнава владыка ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 34 ҫулти арҫын тата 48-ти хӗрарӑм ӑна ӗненмен, полицие пӗлтернӗ. Ултавҫӑ вӗсенчен 40 пине яхӑн тенкӗ сӑптӑрма шутланӑ. ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе 33 ҫулти арҫын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл – Кемӗр облаҫӗнчен, унччен те судпа айӑпланнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн тинех бассейн уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗнӗ корпус ҫывӑхӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫурт патӗнче, вырнаҫнӑ. Адресӗ те унӑн ҫавнашкалах пулӗ. Бассейна 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна 2020 ҫулӑн виҫҫӗмӗш кварталӗнче хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ. Подрядчик ҫӗнӗ бассейна утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шыв тултарнӑ, кун хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧПУ Ростехнадзорӑн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи управленийӗн пӗтӗмлетӗвне илнӗ. Эппин, бассейн хатӗр. Ӑна ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Питӗрте Кӳмепе ҫӳрекен ҫынсен ҫӗршыври чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри хӗр те хутшӑннӑ. Сывлӑх енчен хавшак пулин те ҫирӗп кӑмӑллӑ та талпӑнуллӑ, тӑрӑшуллӑ та маттур ташӑҫӑсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ. Пурӗ 107 спортсмен пулнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. Пирӗн республикӑна илсен, кӳме ҫинче Шупашкарти Анна Михайлова ҫеҫ ташлать. Аня 18 ҫулта чухне ташлама тытӑннӑ. Халӗ вӑл – Кӳме ҫинчи спорт ташшин Раҫҫей командин йышӗнче. Унта вӑл 4 ҫул каялла лекнӗ. Ташӑсене Аня хӑй тӗллӗн хатӗрлет. Чемпионата хутшӑнасси малтанласа уншӑн иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ара, инҫе ҫула тухасси тӑкаклӑ-ҫке. Аня Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем (ертӳҫи – республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева) ҫине тӑнипе пулӑшма килӗшекен тупӑннӑ. Тӑкака «АБС «Электро» предприяти хӑй ҫине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен) «Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта. «Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?.. Ҫук… Ҫеҫпӗл палӑртнӑ инҫет/горизонт патне туртӑннине те ҫукрах… Телее, пирӗн Атнер Петрович Хусанкай пур, ӳнерҫӗсем пур… Вӗсем «семиосфера ахах-мерченӗсемпе» (Ю.М. Лотман ӑнлавӗ) шалти хутшӑнӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсен пултарӑвне ҫӗн пӗлтерӗш-тупсӑмсен (смыслы) тарӑнӑшӗ патне ҫитерекен Пысӑк вӑхӑт (М.М. Бахтин ӑнлавӗ) пиелет… Паянхи гуманитари тӗпчевӗсен тӗпри принципӗсенчен пӗри интертекст тата интертекстлӑх пулмалла пек. |
Раҫҫейре
![]() Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хулара пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки «Контактри» «Подслушано в Ростове-на-Дону» (чӑв. Дон ҫинчи Ростовра курни-илтни) ушкӑнра пӗлтернӗ. «Звездный» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ) ҫурт комплексӗнче вырнаҫнӑ Пултарулӑх урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хаяр килсӗр йытӑсем кушака туртса ҫурас тенӗ. Мӗскӗн чӗрчун тӑратса хӑварнӑ «Ситроенӑн» мотор уйрӑмне пытанса ларма май тупнӑ, анчах та йытӑсем ун патне ҫитес тесе машинӑна ҫӗмӗрмех пуҫланӑ. Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ. Хӑраса ӳкнӗ кушак ирчченех машина айӗнче ларнӑ, капот уҫӑлсан тин, тӗрӗс-тӗкелскер, унтан сиксе тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах, ирхине хӑйӗн «Ситроенне» йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнине асӑрханӑ Ростов хӗрарӑмӑн машинӑна хаклӑ юсав тума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи фермер кредит организацийӗсенчен тата харпӑр усламҫӑран 2 миллион ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Анчах вӑл парӑма тавӑрса пама васкаман. Ҫавна май приставсем ун тӗлӗшпе ӗҫ производстви пуҫарнӑ. Фермер 1966 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫак кунсенче приставсем унӑн тыр-пулне – 10 тонна викӑна – арестленӗ. Вӑл 70 пин тенкӗлӗх. Арестленӗ тыр-пул фермер патӗнчех упранать. Унӑн ӑна хӑйӗнех сутмалла. Ҫак ӗҫе 10 кунра пурнӑҫласа парӑмсене татма тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |