Чӑваш чӗлхи
![]() ddn24.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноярскри чӑвашсен автономийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку хыпара автономи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхине вӗренмелли ушкӑна вӗренекенсене пухать. Занятие Красноярск крайӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче (Красноярск рабочийӗ хаҫат ячӗллӗ проспект, 100-мӗш «в» ҫурт) ирттерӗҫ». Чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑллисен 8-953-594-7730 номерпе Татьяна Ефимовна патне шӑнкӑравламалла. |
Ӳнер
![]() Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Марина Карягина тележурналистӑн, сценаристӑн режиссёр пулса хатӗрленӗ, куракан патне тӑватӑ чӗлхепе ҫитнӗ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильмӗ Стамбулта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ ӗҫӗн операторӗсем – Сергей Мышев, Владимир Сергеев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова, монтажёрӗ – Карина Петрова, сасӑ режиссёрӗсем – Сергей Блинов, Владимир Неверов, продюсерӗ – Елена Егорова, директорӗ — Екатерина Канюка, куҫаруҫи — Надина Джавадова. Чӑваш Енри ӗҫе тӗрлӗ ҫӗршыври 23 тӳре пысӑка хурса хакланӑ. Ҫапла вара фильм Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильм унччен те Пӗтӗм тӗнчери темиҫе фестивальте те сумлӑ вырӑна тухнӑ. Сӑмах май каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Карягинан ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Вӑл кун Чӑваш телекуравӗн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Никита Тӗнчесен машини. Nikita Tenche Ютубри каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот «Эпӗ кӗтмен ҫӗртен ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм. Ку вӑл кӗтменлӗх пулчӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланакан предприятире водительте ӗҫленӗччӗ. Начар ӗҫлемен. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине тавҫӑратӑп-ха. Тепӗр тесен темех мар. Мана вӑл сфера килӗшместчӗ. Эпӗ — ҫулҫӳревҫӗ вӗт, ирӗке юратакан ҫын. Эпир Настьӑпа, ҫемьепе, палӑртнине маларах пурнӑҫлама тивӗ. Автоҫулҫӳреве хӗл енне тухса каясшӑнччӗ. Халӗ маларах тухма тивӗ, пире Питтсбургра нимӗн те тытса тӑмасть. Ку хула килӗшместчӗ», — ҫапларах пӗлтернӗ икӗ ача ашшӗ Ютубри хӑйӗн каналӗнче. Ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑн пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса тӑнӑ май вӑл маларах машина туяннине пӗлет-ха. Халӗ ҫемье АПШри Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен «Тойотӑпа» ҫула тухма хатӗрленет. Унччен туяннӑ пурлӑха май килнӗ таран сутса ярӗҫ, сутайманнине ҫынсене парнелӗҫ е тухса перӗҫ. Ҫапла вара ҫемьен пурнӑҫӗнче черетлӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() pronedra.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен ӗҫ укҫи ӳсес енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 9 уйӑхра 10,5 процент ӳснӗ, 34045 тенкӗпе танлашнӑ. Ку енӗпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейре – 24-мӗш вырӑнта. Ӗҫ укҫи ытларах ҫак тӑрӑхсенче ӳснӗ: Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тата Ҫӗрпӳ районӗсенче. Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту пӗчӗк пулнӑ. Чи пысӑк кӑтарту – Шупашкарта. Унта вӑтам шалу 41,6 пинпе танлашать. Иккӗмӗш вырӑнта – Красноармейски районӗ. Унта ватам ӗҫ укҫи – 38,0 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rg.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре Шупашкарти Спиридон Михайлов урамӗнче 18 султи каччӑна палламан ҫынсем тапӑннӑ. Вӗсем ӑна питрен газ баллонӗпе сирпӗтнӗ та ҫаратнӑ. Каччӑн сумкине йӑтса тарнӑ. Унта вара енчӗк, сехет пулнӑ. Пӗтӗмпе – 47 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх. Каччӑ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Кӗҫех подъездра полицейскисем вӑрӑсене тупнӑ. Вӗсем – 20 ҫулти тата 21-ри каччӑсем. Вӑрланӑ япаласене вӗсен хваттерӗнче тупнӑ. Палӑртмалла: ҫак ҫамрӑксем унччен те саккуна хирӗҫле ӗҫсем тунӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Куславкка хулинче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑпах асӑннӑ кунран пуҫланнӑ та карантин тапхӑрӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну тӑвичченех тӑсӑлӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир паллине Сарту облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ какайра асӑрханӑ. Африка мурӗллӗ аш Куславккари Шоссе урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 8-мӗш сивӗтмӗшре упраннӑ, унта выльӑх-чӗрлӗх какайне вакламалли пӳлӗмре, унти температурӑна тытса тӑракан камерӑра тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче уй ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Элӗк районӗнче уйри ҫулӑм ял патне ҫывхарать», - тенӗ вӑл. Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, уй каҫхине ҫуннӑ. Унта Уйкас ҫывӑхӗнчи уй-хирте "хӗрлӗ автан" ташланӑ. Ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ чухне уя ҫулӑм ярса илнӗренпе 3-4 сехет иртнӗ. Ҫулам Етӗрне ҫулӗ енчен ҫывхарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() shemur.cap.ru сӑнӳкерчӗк Шӑмӑршӑра Чӑваш халӑх писательне Илпек Микулайне асра тытса бюст уҫнӑ. Ку хыпара эпир каярах пӗлтӗмӗр пулин те ун ҫинчен хыпарламаллах. Бюста Шӑмӑршӑри вӑтам шкул территорийӗнче иртнӗ уйӑхӑн 14-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Бюст авторӗ — художник-скульптор, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Кондрашкин. Илпек Микулайӗ (Ильбеков Николай Филлипович) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи. 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнчен, Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе пӗтернӗ. Сӑвӑ-калав ҫырма Шупашкарта, педагогика институтӗнче вӗреннӗ чухне, пуҫланӑ. Ҫирӗме яхӑн кӗнеке тухнӑ. Чи сулмакли — икӗ томлӑ «Хура ҫакӑр» роман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() alwaysbusymama.com сӑн Иртнӗ эрнере ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Захаров ачасен кӗркуннехи каникулне тӑсма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва оперштаб ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑ. Ун чухне Олег Николаев Элтепер ачасене 2 эрнелӗхе каникула яма сӗннӗ. Министр каланӑ тарӑх, хальхи вӑхӑтра шкулсенче лару-тӑру йывӑр. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, чирлесси 25 процент ӳснӗ. Графикпе килӗшӳллӗн, шкул ачисен юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен канмалла. Кӑшӑлвируса пула ӑна чӳкӗн 7-мӗшӗччен тӑсӗҫ. Каникул вӑхӑтӗнче хушма пӗлӳ паракан учрежденисем те ӗҫлемӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кам пулӗ? Ыран Шупашкарти депутатсен пухӑвӗнче ку тӗлӗшпе конкурс иртесси пирки пӗлтерӗҫ. Хальлӗхе кандидатсем кам пулни паллӑ мар. Ҫапах калаҫусем пур: ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Элтепер администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Каргин, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗсем Андрей Петров тата Иван Кучерявый, хула пуҫлӑхӗ Олег Кортунов. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Алексей Ладыков, 10 ҫул ҫак должноҫре ӗҫленӗскер, РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи тата вице-премьер пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |