Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Юлашки талӑкра 20 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ку таранччен республикӑра 3530 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 44678 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 39042-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 138 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 111 ҫын пулнӑ. Юлашки кунсенче чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Анчах вилекенсен йышӗ ҫаплах нумай. Хальхи статистикӑна илес тӗк, чирленӗ кашни 7-8 ҫын вилме пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян ирхи 5-6 сехетре Шупашкарти пӗр картишре нумай хутлӑ ҫурт умӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку Эгер бульварӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу тата полици чӗннӗ.

Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76159
 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ваттисен Канашӗн «Халӑх Хуралӗн» сӑмахӗ

 

1994 ҫулта ноябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацийӗн тӳрлетсе тунӑ правилисене вӑя кӗртесси ҫинчен» 88-мӗш номерлӗ Постановлени кӑларнӑ. Икӗ ҫул маларах 1992 ҫулхи мартӑн 11-мӗшӗнче Аслӑ Совечӗн Президиумӗ Чӑваш Республикин тӗпчев институчӗ 1990 ҫулта туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ правилӑсене вӑя кӗртесси ҫинчен сӗнӳ йышӑннӑ. Ӑна заседани вӗҫленес умӗн вуннӑмӗш ыйтура кун-йӗркин «вак тӗвексен» («Разное») пунктӗнче тишкермесӗр, вуламасӑр васкавлӑн вырӑсла калаҫса йышӑннӑ.

Ҫук ыйту кун йӗркинче пулман, ӑна пӑхса тухма та хатӗрленмен. Стенографие тишкерсен сасӑласа йышӑнма сӗнекен А.П. Хусанкай ҫӗнӗ правилӑсемпе, унӑн тӗллевӗсемпе те пулин пухӑннисене паллаштарман, ӑна тума майӗ те пулман: темиҫе депутат чӑвашла калаҫма пӗлмен. Чӑвашла пӗлекен тутар Киям Мифтахутдинов ыйтӑвӗ ҫине «В чём причина изменений?» тенине Атнер Хусанкай ӑнлантарайман. Аслӑ Совечӗн Председателӗ Э. Кубарев та иккӗленсе ыйтнӑ: «Наше право это?

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
bryansk.bezformata.com сайтри сӑн
bryansk.bezformata.com сайтри сӑн

Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ.

Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

19 ҫын вилнӗ, 140 ҫын инфекциленнӗ, 119 ҫын сывалнӑ. Ку – кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки статистика.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 3510 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмонирен тата кӑшӑлвируспа аптӑранӑ хыҫҫӑн йӑл илнӗ чирсене пула вилнӗ ҫынсем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ. Ку таранччен 44540 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 38931-шӗ сывалнӑ. Ку 87,4 процентпа танлашать.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2099 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана планета тата Рим туррин ятне панӑ. Ӑна хулари Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.

Ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана Юпитер ят панӑ. Ку планета ячӗ кӑна мар. Рим мифологийӗнче кун пек ятлӑ турӑ пулнӑ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрачана Жасмин тесе ҫыртарнӑ. «Дисней» юмахра унашкал ятлӑ принцесса пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76141
 

Республикӑра

Раҫҫей вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра 12 регионта кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Виҫӗ регионта вара лару-тӑру йывӑрланнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Известия» хаҫат.

Карачай-Черкес, Адыгея, Чечня республикисенче лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре, Волгоград, Эрӗнпур, Рязань, Томск, Чӗлепи облаҫӗсенче, Калмӑк, Ингушети, Дагестан, Пушкӑрт, Кабарда-Балкар республикисенче, Чукотка автономи округӗнче лару-тӑру лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76143
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта машина тапратса тарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ӑна тытса чарнӑ.

Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Энгельс урамӗнчи 14-мӗш ҫурт патӗнче ВАЗ-2111 машина «Ниссан» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна уголовлӑ шырав уйрӑмӗн опреуполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. ВАЗ водителӗ пакунлине курсан машинӑн сӳнтермесӗрех тарма пуҫланӑ.

Пакунли ӑна хӑвӑласа ҫитнӗ. Лешӗ ӳсӗр пек курӑннӑ. Вӑл – 29 ҫулти арҫын, ӑна шыраҫҫӗ иккен. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн, ҫынна хӗненӗшӗн тата ыттишӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӑл тапратса тарнӑ машинӑпа пынӑ иккен. Кӑшт маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта машина вӑрласа тарни пирки полицие пӗлтернӗ пулнӑ. Картишре ларакан, алӑкне питӗрмен машинӑна ҫак арҫын тапратса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76146
 

Хулара
 m.progorod62.ru сайтри сӑн
m.progorod62.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан комплексра ӗҫлекенсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япала тупнӑ. Вӑл – мина.

Вырӑна экстреннӑй служба ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Комплексри хатӗр-хӗтӗре ӗҫлеме чарнӑ. «Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.

Сӑмах май, кӑҫал ҫулла шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫӳп-ҫап куписем ҫуннӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76121
 

Хулара
Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем
Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ.

«Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения.

65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1017, 1018, 1019, 1020, 1021, 1022, 1023, 1024, 1025, 1026, [1027], 1028, 1029, 1030, 1031, 1032, 1033, 1034, 1035, 1036, 1037, ... 3926
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 28

1956
69
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...