Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Пӑрачкав районӗнчи Никулино, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗсене интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗ.

Цифра аталанӑвӗн министерствипе «Ростелеком» организаци 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене 4G технологиллӗ ҫыхӑну ҫитереҫҫӗ. 2022 ҫулта 38 база станцийӗ тума палӑртнӑ.

Цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 250 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан Чӑваш Енри 328 яла интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитернӗ.

 

Культура
Улькка Эльмен тата Лидия Филиппова. Лидия Филиппован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Улькка Эльмен тата Лидия Филиппова. Лидия Филиппован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пухӑвӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 15 сехетре пуҫланнӑ.

Отчётпа суйлав пухӑвӗнче ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Кун пирки союзӑн правленийӗн унчченхи ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Лидия Ивановна союза пулӑшса пынисене – ЧР Культура министерствине, Наци вулавӑшне, Республикӑн ача-пӑча вулавӑшне, Чӑваш кӗнеке издательствине – тав тунӑ. Ҫыравҫӑсен йышне нумаях пулмасть илнӗ Нина Царыгинӑна, Лариса Петровӑна тата Мая Селендеевӑна ӑнӑҫу суннӑ. Тата вӑл ҫӗнӗ ертӳҫӗне, Улькка Эльменне, чунтан ырӑ суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: m.facebook.com/lida.filippova/posts
 

Республикӑра
v-kurse.ru сайтри сӑн
v-kurse.ru сайтри сӑн

Килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытса ятарлӑ ҫӗрте усраҫҫӗ. Ку тӗллевпе ятарласа укҫа уйӑраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлакана тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.

Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ. Аукцион раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн кӑрлачӑн ҫитес ҫул 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен килсӗр чӗрчунсене тытмалла. Вӗсене пӗр вӑхӑт усрамалла, стерилизацилемелле, операци хыҫҫӑн пӑхмалла, маркерламалла та пурӑннӑ ҫӗрех тавӑрмалла.

Пӗр чӗрчуншӑн вӑтамран 7641 тенкӗ лекет. Пӗтӗмпе 390 чӗрчун.

 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта «Лента» микрорайонта «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫакан хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах 17 сехет тӗлӗнче Асламас урамӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.

«Тойота» водителӗ ҫул урлӑ каҫакан хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех полици килнӗ.

«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗре пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76011
 

Статистика

Юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енре антирекорд пулнӑ. Республикӑра пӗр уйӑхра 2366 ҫын вилнӗ. Кун пек статистика тахҫантанпах пулман.

Танлаштармашкӑн: авӑн уйӑхӗнче 1744 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 1701 ҫын вилнӗ.

Кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑра 17118 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 2238 ҫын ытларах. Сӑмах май, ку ӗмӗрте 2002-2005 ҫулсенче ҫын нумай вилнӗ. Ун чухне ҫулталӑкне 19,3-19,9 пин ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Кӳршӗре
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи маэстрӑн юбилей концерчӗ иртӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, фортепиано ӑсти Юрий Трепов кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ.

Юрий Иванович Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен тата унти аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Ставрополь крайӗнчи Пятигорскра ҫуралнӑскер 1980-1995 ҫулсенче Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ҫамрӑксене музыка тӗнчине илсе кӗрет. Профессор.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсем валли Улатрта ятарлӑ центр уҫӑлнӑ. Кризис центрӗ йывӑрлӑха лекнӗ амӑшӗсене, ача кӗтекен тата килте пусмӑр тӳсекен хӗрарӑмсене йышӑнӗ.

Кризис центрне Улатӑр районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх приютра ҫывӑрмалли пӳлӗмсем, кану пӳлӗмӗсем, кухня пур. Кризис центрне пыракан хӗрарӑмсене специалистсем психологи, право тӗлӗшӗнчен тата медицина енӗпе пулӑшӗҫ.

Шупашкарта, сӑмах май, ун пек центр пур ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Улатӑрта пулнӑ май Кризис центрӗсене республикӑн тӗрлӗ районӗнче уҫасшӑннине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Комсомольскинчи пӗр кафере арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Машинӑра ларнӑ чухне хайхи арҫын пакунлине чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тытса чарнӑ.

Ҫак арҫын Омск облаҫӗнче пурӑнаканскер иккен, 28 ҫулта. Ӑна хӑйсен регионӗнче шыраҫҫӗ. Вӑл унта ҫу уйӑхӗнче влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн лекнӗ. Унӑн тухса ҫӳреме юраман. Анчах вӑл Чӑваш Ене тухса тарнӑ. Кунта та ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Сывлӑх

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 13-мӗш ҫын вилет. Раштав уйӑхӗ пуҫланчӗ кӑна-ха. Вилекенсен шучӗ вара 53 ҫынна ҫитнӗ ӗнтӗ.

Юлашки талӑкра 17 пациент кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Раштавӑн 1-мӗшӗнче тата 2-мӗшӗнче 18-шар ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чук уйӑхӗнче 544 ҫын чире парӑнтарайман.

Ку таранччен республикӑра 43407 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 37951-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3359 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра 147 ҫын чирленӗ, сывалакансем 129-ӑн пулнӑ.

 

Хулара
nk-online.ru  сайтри сӑн
nk-online.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 12 ҫулти хӗрача тӑлӑха юлнӑ. Вӑл амӑшӗпе пурӑннӑ, анчах ҫывӑх ҫынни вилнӗ. Ҫавна май ун валли ҫӗнӗ ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Хӗрарӑм 12-ри хӗрне пӗчченех ӳстернӗ. Анчах вӑл вӑхӑтсӑр вилнӗ. Тӑванӗсен хушшинче вара ачана ҫемьене илес кӑмӑллисем пулман.

Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ҫынпа хутшӑнма юратать, хастар. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗ кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-52-18, 23-52-33.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75981
 

Страницӑсем: 1 ... 1023, 1024, 1025, 1026, 1027, 1028, 1029, 1030, 1031, 1032, [1033], 1034, 1035, 1036, 1037, 1038, 1039, 1040, 1041, 1042, 1043, ... 3926
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 29

1959
66
Залогин Олег Владимирович, чӑваш барчӗ, журналист, филолог ҫуралнӑ.
1999
26
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...