Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пуҫтах та ӳсӗр пӗр водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех ҫынна ҫапса каяс патне ҫитнӗ.

Пӑтӑрмаха патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӳсӗр водитель хулари Иван Яковлев проспекчӗпе вӗҫтерсе пынӑ. Ҫав ҫын хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ «ВАЗ» хӗрлӗ тӗслӗ автомобиль рульне тытса пынӑ.

Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман.

Пуҫтаха инспекторсем тытса чарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Ҫӑварни эрни пуҫланнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче Шупашкарти тата Йошкар-Олари кафе-ресторансем пӗр-пӗрин хушшинче тупӑшӗҫ. Ку эрнере икерчӗсен фестивалӗ иртӗ.

Ҫынсем ӑшне тултарнӑ тӗрлӗ икерчӗ, икерчӗ десерчӗ туянма пултараҫҫӗ.

Ҫӑварнири тӗп мероприятисем Шупашкарти парксенче нарӑсӑн 26-мӗшӗнче иртӗҫ.

 

Персона
t.me/oanikolaev/ каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/oanikolaev/ каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршыври паллӑ боксёр, СССР тата тӗнче чемпионӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ Валерий Львов 70 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче саламланӑ.

Олег Николаев Валерий Львов бокса Совет Союзӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ.

Спортсмен карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни хӑйӗн пурнӑҫне спорт резервне хатӗрлессине халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/2587?single
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Атӑл ҫинче тетелпе пулӑ тытнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Ӑна транспорт полицийӗн Чӑваш Енри лини уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ.

Ку мелпе Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын тытнӑ. Вӑл – 35 ҫулта. Хайхискер Шупашкар ГЭСӗ патӗнче юраман вырӑнта тетелпе пулӑ тытса ларнӑ.

Йӗрке хуралҫисем тетелне, пулла туртса илнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре кӗҫех сивӗ ҫанталӑк ӑшшипе улшӑнӗ. Ҫавна май юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект.

Кӗҫӗр 10-15 градус сивӗ пулӗ. Ытларикун вара – 4-9 градус сивӗ. Кӑштах юр ҫӑвӗ. Юнкун та сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ.

Нарӑсӑн 23-24-мӗшӗсенче уяртӗ, сивӗтӗ. Ҫӗрлесерен 20 градус пулӗ. Эрне вӗҫнелле вара ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Шӑматкун терометр 0 градус кӑтартӗ, вырсарникун «плюс» пулӗ. Ун чухне йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85140
 

Пӑтӑрмахсем
saratov.aif.ru сайтри сӑн
saratov.aif.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Павлов мичман урамӗнче 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье газпа наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.

Ҫемье – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын тата икӗ ача – 5 хутлӑ ҫуртӑн пӗрремӗш ҫуртӗнче пурӑнать.

Аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна – Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

 

Культура

Иртнӗ шӑматкун Йӗпреҫ райӗнӗнчи Пучинкере иккӗмӗш хут «Туркай вулавӗсем. Чӑваш эп. Эп пулӑп чӑваш ӗмӗрех» ятлӑ поэзи уявӗ иртнӗ. Пуҫласа ӑна ҫак ялта пӗлтӗр йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр те унта вун-вун пултаруллӑ ача хутшӑннӑ пулнӑ, ял халӑхне те, жюри пайташӗсене те хӑйсен пысӑк ӑсталӑхӗпе тата хавхаланӑвӗпе, тӑван чӗлхемӗре чунтан юратнипе савӑнтарнӑ. Кӑҫал вара ҫак уява, ҫак ӑмӑртӑва Йӗпреҫ, Улатӑр, Комсомольски тата Вӑрмар районӗнчи шкулсенче вӗренекен 64 ача хутшӑннӑ. Тӗпренрен илсен вӗсем Валери Туркайпа Раиса Сарпи сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ.

Жюри пайташӗсен йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геронтий Никифоров т.ыт.те пулнӑ.

Пилӗк сехете яхӑн тӑсӑлнӑ ҫивӗч ӑмӑртура ҫӗнтернисене чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай ятарлӑ дипломсем тата хаклӑ парнесем парса хавхалантарнӑ.

 

Хулара

Канмалли кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта "Сокол" чарӑнура пысӑк "Волгабас" автобуссем тӑнине асӑрханӑ. Ахӑртнех, вӗсем маршрут ҫине тухнӑ.

Аса илтерер: кунашкал 15 автобус 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсен "Шупашкар (Университет) - Ҫӗнӗ Шупашкар (Сокол)" маршрут пулнӑ. Анчах 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче автобуссем маршрут ҫинчен ҫухалнӑ, вӗсен вырӑнне кӑвак "Ивекӑсем" ҫӳреме пуҫланӑ. УФАС вара маршрут ҫине пысӑк автобуссене тавӑрма ыйтнӑ.

 

Республикӑра
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗн администрацийӗ (халӗ вӗсене муниципалитет округӗ теме пуҫларӗҫ-ха) тулли приводлӑ «Geely Atlas Pro» кроссовер туянасшӑн.

Шупашкар муниципалитет округӗн финанспа тата ресурспа тивӗҫтерекен центрӗ автомобиль туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна 2 миллион та 825,6 пин тенкӗ парса туянасшӑн.

«Автомобиль кузовӗ вараланни ытлашши ан курӑнтӑр» тата юрлӑ ҫанталӑкра машина ҫул ҫинче лайӑх курӑнтӑр тесе хура тӗслӗ машина туянасшӑн.

 

Спорт
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тӗмен хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. «Слоуп-стайл» дисциплинӑра Лана Прусакова ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

2018 ҫулхи хӗллехи Олимпиадӑна хутшӑннӑ хӗр унччен «биг-эйр» дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Халӗ, ав, слоуп-стайл енӗпе те ӑна ҫитекен пулман.

Раҫҫей кубокӗн унчченхи икӗ тапхӑрӗнче те пирӗн ентешӗмӗр биг-эйр енӗпе ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1011, 1012, 1013, 1014, 1015, 1016, 1017, 1018, 1019, 1020, [1021], 1022, 1023, 1024, 1025, 1026, 1027, 1028, 1029, 1030, 1031, ... 4290
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...