Шупашкарта икӗ арҫына шыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫухалнӑ, тепри — кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче ҫухални — 61 ҫулти Анатолий Кириллов. Вӑл 170 см ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗмрех хӑмӑр, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 49 ҫулти Андрей Николаев ҫухалнӑ. Вӑл 166 см ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Капюшонлӑ кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, хура атӑ, хура калопак тӑхӑннӑ.
Шупашкар районӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн халӑх тетелӗнчи страницинче ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ.
Наталья Сергеевна Григорьева (Ершова) Шупашкар районӗнчи Чакасси ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
Хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ чухне хӗрлӗ курткӑпа, симӗс кофтӑпа, хура юбкӑпа тата хура сумкӑпа пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм 164 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.
Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра вилекенсен шучӗ 2021 ҫултинчен 4799 ҫын чухлӗ (е 23,5%) сахалланнӑ. Ҫав шутра ҫуралакансен йышӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 1124 ҫын (е 10,1%) чакнӑ.
2022 ҫулта ҫуралнисенчен 3399-шӗ (е 34,1 проценчӗ) ҫемьере пӗрремӗш ача пулнӑ, 3376 ача (33,9%) – иккӗмӗш, 2306 ача (23,2%) — виҫҫӗмӗш, 870 ача (8,7%) — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи.
«Лиза Алерт» шырав отрячӗ пӗлтӗр ҫухалнӑ арҫынсене шырать. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнчен, тепри — Етӗрне районӗнчен. Вӗсем ӑҫти пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе паллӑ мар.
53 ҫулти Анатолий Моисеев Шупашкар районӗнчи Мӑналта пурӑннӑ. Вӑл 173 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫӳҫӗ шуралма пуҫланӑ, тӗксӗм симӗс куҫлӑ. Килӗнчен арҫын хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура кроссовки, хура калпак тӑхӑнса тухса кайнӑ.
65 ҫулти Владимир Филиппов Етӗрне районӗнчи Мӑн Чурашран. Вӑл — 175 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка пӳ-силлӗ. Кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, тӗксӗм симӗс атӑпа, хура калпакпа пулнӑ.
Чӑваш Енрен ют ҫӗршывсене каяакансен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 2 пин те 885 ҫын ют ҫӗршыва кайнӑ, кунта 1 пин те 172 ҫын килнӗ.
Сӑмах май каласан, ытларахӑшӗ (пурӗ 2 пин те 105 ҫын) СНГ ҫӗршывӗсене тухса кайнӑ. Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхенчен пирӗн тӑрӑха 656 ҫын куҫса килнӗ.
Ҫывӑхри ют ҫӗршывсене кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 780 куҫса кайнӑ, вӗсенчен Чӑваш Ене килсе 516 ҫын тӗпленнӗ.
Патшан та ҫуран ҫӳрекенӗн те ҫак вырӑнсӑр май ҫуках. Ҫынсене питех те кирлӗ ҫак ырлӑха халӗ пур ҫӗрте те тӳлевлӗ туса пӗтерчӗҫ. Пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсемпе пульницӑсенче кӑна туалета укҫа тӳлесе кӗмелле мар.
Мускавра вара метрора тӳлевсӗр туалет уҫнӑ. Ун пекки ҫӗршывӑн тӗп хулинче халиччен пулман-мӗн. Калугӑпа Рига линийӗпе ҫула тухнисем «Мир проспекчӗ» чарӑнура ансан тӳлевсӗр туалета кӗрсе тухайӗҫ. Анчах унта кӗрес тесен «Тройка» карта (вӑл виҫӗ тӗрлӗ транспортпа ҫӳреме май парать) кирлӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл картта Мускав ҫыннисенчен виҫҫӗмӗш пайӗн пулнӑ. Анчах туалетра 15 минутран ытла пулма юрамасть. Асӑннӑ вӑхӑтран ытларах тытӑнса тӑрсан (е ларсан темеллеччӗ-ши?) сасӑ янӑраса кайӗ.
Яваплисем туалета миҫе хутчен кӗрсе тухма май пуррине те шутласа кӑларнӑ. Хальлӗхе — 150 хутчен. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ку вӑл кунне ҫавӑн чухлӗ ҫын тенине пӗлтерет курӑнать. Енчен ҫак ырлӑхпа усӑ куракансем йышлӑ пулсан туалета ытти станцире те вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |