Республикӑра
![]() Ӳкнӗ самолет пайӗсем 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче Упнер станцийӗ ҫывӑхӗнче Пекинран Мускава вӗҫнӗ Ту-104 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинчи пӗтӗм ҫын вилнӗ: 71 пассажир тата экипажри 9 ҫын. Самолетра Китай делегацийӗ пулнӑ. Китайри Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин 16 ӗҫченӗ вӗҫнӗ. Вӗсене хӑйсен тӑрӑхӗнче тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ. Вилнисен йышӗнче СССРти 17 ҫын пулнӑ. Чехославакирен – 8, Германирен – 5, Францирен – 5, Венгрирен 5 ҫын вӗҫнӗ. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пулнӑ. Унтанпа вӑхӑт нумай иртнӗ, авари вырӑнӗнче вара палӑк ҫук. Вӑрнар район администрацийӗ ку ыйту часах татӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ача кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ хӗрарӑма тинех пульницӑран кӑларнӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ. Чирлесен Ирина Афонинӑн вӑхӑтсӑр ҫураттарма тивнӗ. Ачи чиперех ҫуралнӑ. Анчах амӑшӗн чирӗ аталансах пынӑ, ӳпки пӗтӗмпех сиенленнӗ. Вӑл вакцинациленменшӗн ӳкӗннӗ. Хӗрарӑм реанимацирех выртнӑ. Пульницӑра вӑл 2 уйӑха яхӑн ирттернӗ. Афонинсем – нумай ачаллӑ ҫемье. Вӗсен 3 ача ӳсет. Амӑшне пульницӑран кӑларнӑшӑн упӑшки, ывӑлӗпе хӗрӗ питӗ савӑннӑ. Ку вӗсемшӗн иккӗмӗш ҫуралнӑ кун пекех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() вести35.рф сайтри сӑн Шупашкарта хӗрарӑм банка пысӑк укҫа куҫарса пама кайнӑ та полицие лекнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине каллех лекесрен хӑтӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм кредит илнӗ, 1,5 миллион тенкине куҫарса пама хӑтланнӑ. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра чарнӑ. Вӑл ку ӗҫ иккӗленӳллӗ пулнине сиснӗ. Банк ӗҫченӗ тӳрех полицейскисене чӗннӗ. Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм малтанхи кун 3 миллион тенкӗ кредит илнӗ, хӑйӗн 150 пин тенкине хушнӑ та ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() glavpos.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленйиӗнчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗ урлӑ перманент макияжӗ валли аппарат туянас тенӗ. Тавар хакӗн пӗр пайӗшӗн тӳличчен вӑл посылка килнине йӗрлемелли трек-номер тата таварпа транспорт накладнойне илнӗ. Таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Анчах кӑштахран ӑна йӳнӗ футболка ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Ултавҫа Краснодарта тытса чарнӑ. Вӑл унта пурӑнакан 24 ҫулти хӗр пунӑ. Хайхискер унччен те ҫынсене ҫавӑн пек улталанӑ. Ӑна судпа та айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ «Победа» авиакомпани хӑйӗн 50 миллионмӗш клиентне чысланӑ. Ӑна лоукостер Мускаври Внуково аэропортӗнче сумлӑн кӗтсе илсе самолёта лартса янӑ. 50 миллионмӗш клиент Шупашкара вӗҫсе килнӗ. Унтан ӑна Чӑваш енӗн тӗп хулинчи аэропортра юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. «Победа» авиакомпани ҫавна кӑтартса паракан видеона Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Шупашкарти аэропорт та юбилейлӑ клиента епле кӗтсе илнине кӑтартса паракан сӑнӳкерчӗсемпе Инстаграмра паян паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Nordic Focus сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова Тӗмен хулинче чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче иртекен тӗрӗслев ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаймӗ. Спортсменка чирлесе ӳкнӗ, ҫавна пула вӑл сахалтан та 2022 лхи кӑрлач уйӑхӗччен тӗнчери тупӑшусене хутшӑнаймӗ. Кун пирки Раҫҫейри биатлонистсен союзӗнче пӗлтернӗ. Тӗменти ӑмӑрту тӑрӑх Тӗнче тата IBU кубокӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗсене хутшӑнакан командӑсене палӑртӗҫ. Апла пулсан ентешӗмӗр унта лекеймӗ. «Шел пулин те, эпӗ чирлерӗм. Манӑн гайморит. Сунас эпир Питӗрте пуҫтарӑнсанах пуҫланнӑччӗ, ун чухне эпӗ темех мар тесе шухӑшларӑм. Халӗ Тӗмене килтӗмӗр, сывлӑх лайӑхланма мар, начарланчӗ. Кунти юр тата сивӗ ҫанталӑк витӗм кӳчӗҫ», — тенӗ Акимова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() m.mirkorma.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Интернет урлӑ вӑл икӗ костюм туянас тенӗ, анчах 3,5 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Костюм сутасси ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине асӑрханӑ. Хак йӳннине кура вӑл укҫана та шикленмесӗрех куҫарса панӑ. Кӗтнӗ тавар вырӑнне хӗрарӑма кушак туалетне тултармалли хатӗр ярса панӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫын Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын иккен. Ҫавскер унччен те ҫынсене улталанӑ, уншӑн судпа та айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pronedra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирусан хӳтӗлекен антитела титрӗ организмра пысӑк пулсан вӗсене кьюркод тытӑмӗ витӗр кӑларма тытӑнмалла. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакан регионти тытӑма республика Элтеперӗ пӗр эрнере йӗркелесе пӗтерме хушса каланӑ. «Ҫитес эрнере механизма пурнӑҫа кӗртмелле тата ӗҫлеттерсе ямалла»,— тенӗ Олег Николаев. Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе регион шайӗнче ятарлӑ ресурс йӗркелеме пулать. Унта кӗрсе ҫын хӑйӗн идентификаторне кӑтартӗ, вара кьюаркод илейӗ. Антителасен пысӑк титрӗллӗ ҫынсен реестрне врачсен комиссийӗ аккредитаци пур лабораторисен тӗрӗслевӗ тӑрӑх хатӗрлӗ. Чӑваш Енре вӑйра тӑракан ҫав кьюаркод Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче курӑнмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ekra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Промышленность отраслӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн ӗҫченӗсене чыслама йышӑннӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена гендиректорӑн канашҫине Олег Саевича парас тенӗ, Чӑваш Республикин Хисеп грамотине — Константин Дони гендиректора. Кунсӑр пуҫне предприяти ӗҫченӗсене хисепӗ ятсем пама йышӑннӑ. «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтёра Михаил Козлова, радиоэлектрон аппаратурин тата приборсен монтажникне Ирина Носкована, гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумне Андрей Фурашова пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Чакаҫри «Ромашка» (чӑв. Утмӑлтурат) ача пахчине хупса хунӑ. Яланлӑха мар та, анчах вӑл 3 уйӑх ӗҫлемӗ. Асӑннӑ ача пахчине Роспотребнадзорӑн специалисчӗсем тӗрӗслевпе пынӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем шыв пӑрӑхӗнчи шывра микробсем йышлине тупса палӑртнӑ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата кашӑк-тирӗк ҫума усӑ куракан шывра микроб виҫи 50-ран иртмелле мар иккен, Чакаҫра вара вӑл цифра 69-па танлашнӑ. Ун пек шыв санитари нормине тивӗҫтермест. Кӑлтӑка шута илсе Роспотребнадзор специалисчӗсем суда ҫитнӗ. Суд ача пахчине 90 талӑклӑха хупса хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |