Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тури Ачакра Хӗл мучи уявӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 07.01.2016 20:45 | 1806 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоз лаптӑкӗнчи Тури Ачак ялӗнче XIX ӗмӗрти ӗлӗкхи хресчен хуҫалӑхне сӑнлакан уҫӑ музей пур. Ӗлӗк Ҫӗнӗ Ҫула хресченсем еплерех кӗтсе илнӗ, мӗнле вӑйӑсем вылянӑ? Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче иртнӗ «Ӗлӗкхи хресченсен вӑйӑ-кулли» уява 500 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ.

Хӑнасем хушшинче ЧР Министерсен Кабинечӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Альбина Егорова тата ыттисем пулчӗҫ. Чи малтанах вӗсем «Ленинская искра» колхоза чылай ҫул хушши ертсе пынӑ, ҫак музея уҫнӑ Аркадий Павлович Айдакӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ.

Хӑнасем уява тӗрлӗ ҫӗртен пуҫтарӑннӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсенчен, ҫавӑн пекех Тури Ачакри Хӗл Мучи уявӗнче савӑнма Питӗртен, Тутарстанран, Марий Элтен, Киров облаҫӗнчен тата ытти вырӑнтан та ҫитнӗ.

Хӗл Мучипе пӗрле пухӑннисене «Виръял» тата «Ладушки» ансамбльсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Музей ертӳҫи Петрова Л.В. хӑнасене ӗлӗкхи хресчен хуҫалӑхпе паллаштарнӑ. Хура пӳрте кӗрсен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн, пурӑннӑ вӗт мӑнтарӑн чӑваш ҫемьи тӗтӗм шӑршласа!

Хӑнасем ҫунашкапа ярӑнчӗҫ, тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ вылярӗҫ, ҫав шутра вутӑ ҫурса ӑна хитре шаршанкӑ тӑвассипе те.

#Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗ, #Етӗрне районӗ, #уявсем, #Ҫӗнӗ ҫул, #музейсем, #Тури Ачак, #хӑнасем

 

Сӑнсем (45)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем