Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» сасӑлава пӗтӗмлетме вӑхӑт

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 16.01.2017 12:21 | 3715 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Чӑваш халӑх сайчӗ» ирттернӗ «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» ыйтӑмӑн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Сасӑлав чылай вӑхӑт пычӗ — иртнӗ ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пуҫларӑмӑр та ӗнер кӑна вӗҫлерӗмӗр.

«Ҫулталӑк ҫынни – 2016» номинацие эпир 2016 ҫул хушшинче пысӑк ӗҫсемпе палӑрнӑ ҫынсене кӗртрӗмӗр. Тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракансене тӑратрӑмӑр — унта тӳре-шара та, спорт ӑстисем те, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем те пулчӗҫ. Кама тӑратнӑ — чӑннипех те пурте «Ҫулталӑк ҫынни» ята тивӗҫлисем. Мала тухманнисен «Шел те, эпӗ мала тухаймарӑм», — тесе ӳпкелешме кирлӗ мар. Сасӑлав халӑх суйлавне палӑртма ҫеҫ кирлӗ пулчӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ палӑртни вӑл пӗр япала, халӑх суйлани вара — тепӗр япала.

Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ май «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» ята Мускавра пурӑнакан чӑвашсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсенчен пӗри вӑл — Мускаври пирӗн республикӑн элчелӗхе ертсе пынӑ Леонид Волков. Тепри — Мускаври пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Болгарский. Вӗсемшӗн халӑх пуринчен те ытларах сасӑларӗ. Леонид Волкова эпир «сӗтев илнӗ тесе айӑпланине хирӗҫ тивӗҫлӗн кӗрешнӗшӗн» тесе тӑратнӑччӗ. Унсӑр пуҫне, палӑртас пулать, элчелӗхе ертсе пынӑ вӑхӑтра Мускаври чӑвашсене вӑл чӑннипех те вӑйлӑ ҫӗклерӗ. Владимир Болгарские Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак номинацие Крым ҫурутравӗ ҫумӗнчи Хӑнакурта (Фанагоринче) авал вырнаҫнӑ Аслӑ Пӑлхара хисеп туса чул вырнаҫтарнӑшӑн тӑратнӑччӗ. Ку та — пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Чӑвашсене хӑйсен историйӗпе мӑнаҫланма хӑват пама пулӑшатех тесе шутлатпӑр.

Чӑваш халӑх сайчӗ вӗсем иккӗшӗ те пирӗн халӑхӑн чапне ӳстерес ӗҫре малашне те тивӗҫлӗн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑрать!

#сайтсем, #тӗнче тетелӗ, #пӗтӗмлетӳсем, #сайтсем, #сасӑлавсем, #чӑвашлӑх, #Крым, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем