Сумлӑ сӑмах
Персона
Мартӑн 19-мӗшӗнче 72 ҫула кайса пиртен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ журналист, поэт, прозаик Анатолий Григорьевич Дмитриев (Анатоли Ырьят) шалкӑм ҫапнине пула ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче 1949 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Элшел шкулӗнчен вӑтам пӗлӳ илсе тухнӑ. Вунӑ ҫул шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. 1990 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулччен Чӗмпӗрти «Канаш» ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ должность йышӑннӑ, редактор ҫумӗ те пулнӑ. РФ Журналистсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн членӗ. Алексей Талвир тата Валентин Урташ ячӗллӗ литература премисен лауреачӗ. Сакӑр кӗнеке авторӗ, ҫав шутра роман та пур. Анатолий Григорьевичӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫне РФ культура министерствин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикин пичет тата информаци политикин министерствин, Ульяновск область администрацийӗн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ. Ӗҫтешӗмӗре тӑван ялӗн масарне пытарнӑ. Пултаруллӑ, ырӑ та сӑпайлӑ ӗҫтешӗмӗрӗн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче упранӗ. |
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вырсарникун, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗн ертӳҫин Галина Моисеевна Скворцовӑн юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Уяв 15 сехетре пуҫланӗ. Куракансене «Амӑшӗ мӗнле, хӗрӗ те ҫапла» спектакль кӑтартӗҫ. Трагикамитре ҫивӗч ыйтӑва – ашшӗ-амӑшӗпе ачисен хутшӑнӑвне – хускатнӑ. Каччӑн ҫемйинче – ырӑ, пулӑшма хатӗр ҫынсем. Хӗрӗн ҫемйи вара укҫашӑн тем тума та хатӗр. Спектакль сценарисчӗ тата режиссерӗ – уяв хуҫи хӑй, Галина Скворцова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Хаклӑ та Аслӑ Ӗҫтешӗмӗре — Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах! Пурнӑҫ тӳпинчен ҫӗкленӳллӗн пӑхса ҫак илемлӗ те арпашуллӑ, ҫав хушӑрах интеллигентсемшӗн самай пӗлӗтленнӗ те пӑрланнӑ тӗнчен кисревне, чи малтанах унӑн пирченсе пӑтранакан саманчӗсене сирсе яма кашни ҫеккунтра пултарни — Эсир ҫав тери талантлӑ чӗлхеҫӗ (чи малтан!), ӑсчахҫӑ, пӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ, кӗнекеҫӗ, энциклопедист! тата малалла хушса каласан - кӗрекеҫӗ, пулӑҫӑ, ҫӑкӑр касаканҫӑ таранах пулнине Чӑваш Енре те, Тутарстанпа Пушкӑртстанра та, Раҫҫейре те, Узбекистанра та, Болгарипе Венгрире те, Финляндипе Польшӑра та, пӗр сӑмахпа каласан, тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ тӑван ҫӗр-шывӑмӑрта тата унӑн тулашӗнче пичетленекен тӗрлӗ йышши кӗнекесенче, энциклопедисенче Сирӗн ӗҫӗрсемпе Улӑп пек ятӑр пурри эпир вӑйлӑ чӑвашсем пулнине кӑтартакан тепӗр илӗртӳллӗ те хӑватлӑ тӳпе — ГеннКорнилов тӳпи пуррине яр-уҫҫӑн ҫирӗплетет, тен, тепӗртакран ҫавӑн ятлӑ ятарлӑ планета тӗнче уҫлӑхӗнче тупӑннине илтсессӗн, пӗртте тӗлӗнмен те пулӑттӑмӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑюллӑн та тараватлӑн утса пыракан кун-ҫул таппипе юртти ҫывӑх тӑванӑрсене, пӗлӗш-хурӑнташӑрсене, ӗҫтешӗрсене нихҫан сӳнми телей, хавхалану, пархатар куллен кӳреҫҫӗ! |
Персона
![]() Игорь Моляковӑн сайт та пур Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков чирлесен те ӗҫлет. Кун пирки пурне те пӗлсе-курса тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ӗнер пӗлтернӗ. Кӑҫалхи ҫул парламентаришӗн ӑнӑҫлах килсе тухман. Ӑна чир хыҫҫӑн чир ҫакланнӑ. Халӗ вӑл Республикӑн клиника пульницинчи неврологи уйрӑмӗнче сипленет, депутат микроинсульт тӳссе ирттернӗ. Пульницӑра пулин те «халӑх тарҫи» федерацин ведомствисене суйлавҫӑсене пӑшӑрхантаракан тӗрлӗ ыйтупа ҫырусем ӑсатать. Игорь Моляковӑн сайт та пур. Унта вӑл хӑйӗн сӑввисен «Книга расставания» пуххине вырнаҫтарнӑ. Кӗнекепе www.игорьмоляков.рф каҫӑпа паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен премьер-министрӗ тата Коми Республикин Пуҫлӑхӗ пулнӑ 50 ҫулти Сергей Гапликов ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Мускаври пӗр предприятие ертсе пырӗ. Асӑннӑ компани «Техсити Девелопмент» ятлӑ. ӑна «Ростех» патшалӑх корпорацийӗпе «Crocus Group» компанин уҫнӑ. «Техсити Девелопмент» тулли мар яваплӑ мар обществӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра регистрациленӗ. Предприятин пурлӑхӗн 51 процентне «Crocus Group» 51 процент хывнӑ, «Ростех» – 49 процент. Хальтерех йӗркеленӗ предприятин тӗп тивӗҫӗ – инженери ӗҫӗсем, инженерипе техника проекчӗсем хатӗрлесси, ҫак енӗпе сӗнӳ-канашпа пулӑшасси, проектсене епле хатӗрленине тӗрӗслесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ru.vikipedia.org тата sovch.chuvashia.com сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Шупашкарта Лев Кураков академик урамӗ тата Пётр Ивантаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ӗнер республикӑри хастар ватӑсем ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне сӗнӳ ҫырнӑ. Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Петр Ивантаев тата Лев Кураков академик пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен ырӑ ячӗсене асра тытас тӗллевпе Ваттисен канашӗ Лев Пантелеймонович ятне Шупашкарти пӗр-пӗр урама парсассӑн вырӑнлӑ тесе йышӑнчӗҫ. Петр Васильевич пурӑннӑ М. Горький проспектӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарма йышӑннине ырларӗҫ. Ҫак ыйтусемпе Шупашкар хулин ертӳҫисем патне ҫырупа тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Николай Дмитриев 60 ҫул тултарнӑ. Николай Алексеевич Ҫӗмӗрле районӗнчи Тарӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта актёр ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983-1991 ҫулсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унтанпа Николай Дмитриев Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ тӑрӑшать. 2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче МЧС ветеранӗ Виталий Николаевич Петьков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 74 ҫулта пулнӑ. Виталий Николаевич 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1972-1973 ҫулсенче вӑл ҫарта пулнӑ. 1977-1991 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн парти органӗсенче ертӳҫӗ должноҫӗсенче ӗҫленӗ. 1998 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Виталий Петьков Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2005-2008 ҫулсенче ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Виталий Николаевичпа ыран, пушӑн 8-мӗшӗнче, 11.30-12.30 сехетре ҫак адреспа сывпуллашӗҫ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт, 9-мӗш корпус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Росгвардин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ улшӑнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн Атӑлҫи округӗнчи ҫарӗсен командующийӗпе Александр Порядинпа тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. «Сирӗн патӑра кӗҫех ҫӗнӗ ертӳҫӗ килсе ҫитӗ. Эпир пуҫлӑхсене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарма йышӑнтӑмӑр», — тенӗ Александр Порядин. Чӑваш Енри Росгвардин управленине ертсе пынӑ Алексей Ежеев Удмурт Республикинчи управлени пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тимӗр Тяпкинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. Чӑваш тӗнчин шурсухалне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Виталий Петровича Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче чысланӑ. Кӑҫал Культура министерстви 85 ҫулхи юбилейне уявлӗ. Светлана Каликова министр отрасль ветеранӗсене культурӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |