Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Поэт-философ Николай Исмуков – 80 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Нелли Пальмова 01.03.2022 12:07 | 2666 хут пӑхнӑ
Персона
Николай Исмуков
Николай Исмуков

Чӑваш халӑх поэчӗ, философи наукисен докторӗ Николай Аверкиевич Исмуков педагог 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче сӑвӑ-юрӑллӑ кил-йышра ҫуралнӑ.

Йӳнеҫтерӳллӗ те пархатарлӑ ҫул утса тухнӑ сӑвӑҫӑ. Вӑл пуҫламӑш класрах хӑйӗн тӑванӗ Митта Ваҫлейӗ пек пулас тесе сӑвӑсемпе аппаланма пуҫланӑ та, поэзи урхамахне алӑран нихҫан та вӗҫертмен. Ӗҫлесе укҫа-тенкӗ тупнӑ, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнӑ. Патшалӑх ертӳҫисем ӑна вӑхӑтра асӑрханӑ, хисеплӗ ятсемпе, премисемпе, нумай томлӑ ҫырнисен пуххине кӑларнипе хавхалантарнӑ.

Ӑслӑ та ӗҫчен каччӑ самант та алӑ усса пурӑнман. Вӑл Шупашкарта художество училищинче, Свердловскра университетра вӗреннӗ. Шкулта, Ҫӗрпӳри ялхуҫалӑх техникумӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче ӗҫленӗ. Мускавра аспирантурӑра тӑрӑшнӑ. Философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулса тӑнӑ. Чӑваш тӗнчекурӑмӗпе ӑс-хакӑлӗ ҫинчен философ куҫӗпе хӑй шухӑшне пуҫласа калама пултарнӑ.

Н.А. Исмуковӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен «Писатели Чувашии» (2006), «Писатели. Библиотека президента Чувашской Республики. Т. 6» (2008) пухчӑсенче тӗплӗ каласа хӑварнӑ. Унӑн каярах тухнӑ ҫичӗ томлӑ пуххине Виталий Станьял тӗпчевҫӗ пысӑка хурса хакланӑ.

#Аслӑ Арапуҫ, #Патӑрьел районӗ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Мĕтри Ванччă // 2398.17.4815
2022.03.01 12:30
"Патшалӑх ертӳҫисем ӑна (...) нумай томлă ҫырнисен пуххине кӑларнипе хавхалантарнӑ" тени тĕрĕсех мар, çырнисен пуххисене те, ытти чылай кĕнекине те Исмуков, тĕпрен илсен, йăлтах хăй укçипе пичетлесе кăларнă.
Agabazar // 1693.65.2013
2022.03.01 13:43
Agabazar
Поэт тата философ.
Хуларан // 1314.79.8207
2022.03.01 13:59
; Исмуковӑн сӑввисем философиллӗ, Акапасар!
Agabazar // 1693.65.2013
2022.03.03 16:26
Agabazar
Ну апла пулсан философилле поэт тата философ темелле.

Хăйĕн ăслав ĕçĕсене вăл сăваллă çырман пуль ĕнтĕ. Диссертацийĕсене те сăвăлла çырман.

Ăслав ĕçĕсене вырăсла, прозăлла çыраççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем